09 июля 2014 г.
Т.Михайлова 90 çулхи юбилейне Сиккассинчи ветерансен вăхăтлăх пурăнмалли çуртĕнче кĕтсе илчĕ. Вăл Яманкассинче хресчен çемйинче çуралнă. Çичĕ класс пĕтерсен Канашри механизаторсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Вунă çул комбайнерта ĕçленĕ. Качча тухсан мăшăрĕпе Канаша пурăнма куçнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех сутуçăра тăрăшнă. Михайловсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ упăшки те, ачисем те çук ĕнтĕ. Çулсем чун суранне майĕпен сипленĕ, ытла та пысăк хуйха пусарнă. Таисия Ильинична икĕ çул каялла Шупашкарта тата Çĕрпÿре пурăнакан виçĕ мăнукне чăрмав кÿрес мар тесе ваттисен çуртне пурăнма куçнă.Уçă та ырă кăмăллăскере кунта пурте хисеплеççĕ. Мăнукĕсем те ватă патне килсех тăраççĕ. Таисия Ильинична - тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Лайăх курать, аван илтет. "Вăрçă вăхăтĕнче хамăра хĕрхенмесĕр, выçăллă-тутăллă ĕçленĕшĕн Турă вăрăм ĕмĕр пачĕ пулас", - тет Сиккасси тăрăхĕнчи ватăсенчен пĕри Т.Михайлова. Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакан О. Григорьева та 90 çула çитрĕ. Нумай тÿсме тивнĕ ăна хăйĕн ĕмĕрĕнче. 1943 çулта финн вăрçине хутшăннă С.Григорьевпа пĕрлешнĕ. Сергей Геннадьевича чукун çул броня панă пулнă, вăл Юдино станцийĕнче тавар турттаракан пуйăссен кондукторĕнче ĕçленĕ. Ольга Ивановна "Вперед" колхозра сысна ферминче вăй хунă. Ăна Хисеп палли тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, Хисеп тата Мухтав хучĕсемпе чысланă, хаклă парнесем парса хавхалантарнă. 1976 çулта О.Григорьевăна республикăра сысна пăхакансенчен чи лайăххи тесе йышăннă. Ĕçчен çемье ултă ача çитĕнтернĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Ольга Ивановна кĕçĕн ывăлĕн Александрăн çемйипе пурăнать. Вăл Кăнтăр электричество сечĕсенче трактористра ĕçлет, кинĕ Надежда - вагонсем юсакан заводри строительство мастерĕ. Мăнукĕсем саланса пĕтнĕ ĕнтĕ. Улька кинемей кашни кунах ывăлĕпе кинне ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтет.
А.ВИТАЛЬЕВ.