09 июля 2014 г.
Çĕртме уйăхĕн ăшă кунĕнче Çĕнĕ Мамири 8 çул вĕренмелли шкултан 50 çул каялла вĕренсе тухнисем тĕл пулчĕç. Аса илÿ уявне хăйсене кĕçĕн классенче вĕрентнĕ Петр Николаевичпа Надежда Алексеевна Николаевсене, шкул директорĕнче ĕçленĕ Геннадий Димитриевичпа унă мăшăрне Мария Петровна Димитриевсене, Лидия Тарасовна Гуськовăна, Александра Яковлевна Ильинана (вĕсем аслă классенче вĕрентнĕ) йыхравларĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула калаçса татăлнă вăхăта пурте килеймерĕç. Пухăннă ушкăн сыхланса юлнă шкул çурчĕ умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ. Виçĕ класс вырнаçнă çуртра халĕ уйрăм çемье пурăнать. Мĕнлерех хаклă вăл упранса юлни. Кашниех çур ĕмĕр каялла пуçласа парта хушшине ларнине аса илчĕ пулĕ. Çурчĕ çĕп-çĕнĕччĕ. Ăна 1954 çулта хăпартнăччĕ. Йывăç шăрши халĕ те сăмсана кăтăкланăн туйăнать. Пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнисене асăнса пĕр минут шăп тăтăмăр.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хирĕнчен тавăранайманнисене асăнса лартнă палăк умĕнче те ентешĕмĕрсене чысларăмăр. Ялта Культура çурчĕ ĕçлемен пирки тĕл пулăва пĕрле вĕреннĕ Н.М.Михайлов килĕнче ирттерес терĕмĕр. Николай Михайловичăн аппăшĕ Анастасия шăллĕн арăмĕ илсе килнĕ юр-вартан апат-çимĕç хатĕрлерĕ. Пурте ăна юратса астиврĕç, чун-чĕререн тав турĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ С.В.Ильин тĕл пулăва килнисене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Станислав Васильевич Çĕнĕ Мами, Шăхасан шкулĕсенче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. Халĕ вагонсем юсакан заводра тăрăшать. П.Н.Николаев кĕскен хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, ыттисене те хăйсен кун-çулĕпе паллаштарма ыйтрĕ. Кашнинех интересленсе итлерĕç пĕрле вĕреннисем. Петр Николаевич 84 çулта пулин те чунĕпе çамрăках. Вăл районти ветерансен хорне çÿрет, Пайкилт ял тăрăхĕнчи ветерансен "Пурăнар" ансамбльне ертсе пырать. Унăн членĕсенчен чылайăшĕ кунти шкултан вĕренсе тухнă. А.А.Якимова (Николаева) Петр Николаевича хул пуççи урлă "Пĕрремĕш вĕрентекен" тесе çырнă хăрлĕ хăю çакса ячĕ. Эпĕ те вĕренсе тухнисем алă пусса çирĕплетнĕ тав çырăвĕсене хамăра вĕрентнĕ педагогика ветеранĕсене патăм. И.Ф.Федоров хĕрарăм-вĕрентекенсене чечексем парса кăмăлĕсене çĕклерĕ. "Пурăнар" ансамбль илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. В.М.Алексеев юлташĕпе Ю.Н.Якимовпа баян ăста каларĕç. Тĕл пулу нумайлăха асра юлчĕ. Пилĕк çултан каллех тĕл пулма калаçса татăлчĕç. Мероприятине Е.И.Белова (Сергеева) ертсе пычĕ.
М.ИВАНОВ, йĕркелÿ ушкăнĕн членĕ.