09 июля 2014 г.
Шатова Анна Алексеевна, хĕр чухнехи хушамачĕ Владимирова, Комсомольски районне кĕрекен Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1915 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Алексей Владимирович, питĕ ĕçчен çын пулнă. Ултă кĕтеслĕ çурт хăпартнă, икĕ лаша, сăвакан ĕнесем, ытти выльăх-чĕрлĕх картиш тулли тытнă. Çĕр ĕçĕсене пурнăçлама плуг та туяннă. Унăн çемйи чухăн пурăнакан çынсен çĕрĕсене сухаласа акма пулăшнă. Улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Алексей Владимирович тĕн йĕркине тытса пынă. Амăшĕ, Елена Семенова, Кĕçĕн Каçалтан качча килнĕ, çемье ăшшине тытса пынă, ачисене чун-чĕре ăшшине парнеленĕ, яланах çемье тутă пултăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Владимировсен çемйинче ача йышлă ÿснĕ. Асли Анька, яшăм, селĕм хĕр çитĕннĕ. Пур ĕçре те амăшĕн пулăшаканĕ. Авраам, шел пулин те, çуралсан нумаях пурăнайман, чирлесе пĕр çултан çĕре кĕнĕ. Натали ÿссе çитсен Канаш районĕнчи Яманкасси ялне качча тухса, 96 çула çитиччен пурăннă. Маша 92 çула кайсан пуçне сĕрĕм тивнине пула çĕре кĕнĕ. Вера Николаевна (Анна Алексеевнăн хĕрĕ) каланă тăрăх, инкек пулман пулсан Маша аппа паянхи кун та пурăнмалла, сывлăхĕ аван пулнă. Пĕр каçхине кăмака лÿшкине иртерех хупса хунă иккен. Маша аппан мăшăрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пĕри те пурăнмасть. Пелагея, Шупашкар хулинче нумай çул акушер-гинеколог пулса ĕçленĕ, 3 ача çуратса ÿстернĕ, паянхи куна 2 ачи амăшĕнчен аякри хуласенче пурăнаççĕ. Пелагея аппа 1919 çулта çуралнă, килес çул 95 çулхи юбилейне паллă тăвасса шанас килет. Хусканусем туса сывлăхне çирĕплетет, спортпа туслă. Шăллĕсем Николай, Кузьма тата темиçе тăванĕ çĕре кĕнĕ. Анна Алексеевна шкулта пĕлÿ илмен, хăй тĕллĕнех шутлама та, вулама та вĕреннĕ. Владимировсен çемйинче ачасем пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Сĕтел çине кăпăшка çавра çăкăр килсе вырттăр тесен пайтах тар тăкмаллине ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕкрен вĕ-рентнĕ. Тыр-пула вăхăтра акса хăварса, вăхăтра пухса кĕртме тăрăшнă.. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем - пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленнĕ вăхăтсем. Владимировсен çемйи колхоза кĕме васкаман, хăйсем тĕллĕнех ĕçлесе пурăннă, çавна пулах-и, налуксем пысăк пулнă. 1934 çулхи нарăс уйăхĕнче Владимировсен килне синкер çитет. Ашшĕпе амăшне парăмсене тÿлесе татман тесе раскулачить тăваççĕ. Ашшĕне Тула, амăшне Улатăр тĕрмисене ăсатаççĕ. Анна Алексеевна куççуль витĕр аса илет çав кунсене: "Çăварни эрнин варри, палламан çынсем килсе кĕчĕç те, ялти çынсем те пур, пире, ачасене, килтен хăваласа кăларса ячĕç, çумри тумтирпе кăна, урăх пĕр япала та илтермерĕç. Хĕл варри, шăнса кÿтрĕмĕр, мунчана та кĕртмерĕç. Нушине вара чăтрăмăр. Унта-кунта пурăнтăмăр, ял çыннисем кăна мар, тăвансем те хăйсене тытса каясран киле кĕртме хăранă, ĕçе те илмен, ыйткаласа çÿренĕ. Çапла çăва тухрăмăр. Курăк яшки пайтах çинĕ. Лупас-витене пăсса кайрĕç те, юлнă улăмĕнчен çырмара хÿшĕ туса çу каçрăмăр. Атте, тĕрмерен Сталин ячĕпе Мускава çыру çырса ярать. Лере вăл писарь пулса ĕçленĕ, çырулăха питĕ аван пĕлнĕ.1934 çул вĕçĕнче аттепе аннене тĕрмерен кăларачĕç те, вĕсем яла таврăнчĕç. Анчах та пурăнмалли çук, пирĕн пÿрте шкул туса хунă, çĕрлесенче шкулне кĕрсе те вырткаланă, кун çути килсен татах урама. Анне тата шăллăмпа йăмăк кÿршĕсен пĕчĕк кивĕ пÿртĕнче пурăнкаларĕç, кайран вĕсем шкула кайрĕç, аппапа иксĕмĕр ăçта ĕç пур çавăнта ĕçлекелесе пурăнтăмăр. Колхоза пирвай йышăнмарĕç. Вăрçăччен икĕ çул малтан кăна, 1939 çулта, пире аппапа иксĕмĕре колхоза илчĕç, аттепе аннене илмерĕç. Ĕçлемен ĕç çук, ăçта каланă, çавăнта ĕçленĕ. Атте-анне вара Канашра элеваторта ĕçленĕ, ĕçе çулла çуран çÿренĕ, хĕлле хулара хваттерте пурăннă. Каярах сунара çÿресе пÿрт лартнă". 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Малтанах тăван хуçалăхра, ун хыççăн, 1942-1943 çулсенче Анна Алексеевна Калинин облаçĕнче торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ. "Унта нумай çамрăк ĕçлетчĕ, пĕтĕмпех хĕрсем, çамрăк арăмсем. Икĕ метр аяла анса пысăк кĕреçепе торф кăларнă. Баракра пурăнаттăмăр, пĕр куна 400 грамм çăкăр панă, çулла вĕлтрен яшки, ытти чух купăста яшки çитеретчĕç. Темле ĕçленĕ çав апатпа. Никам та нăйкăшман. юлашкинчен веçех çĕтĕлсе пĕтрĕмĕр, саплăк çине саплăк. Çĕтĕк чăлха кунчисене сÿтсе кĕпе пекки те туса тăхăннă. Эй, мĕн кăна тÿсмерĕмĕр-ши; Япаласем юрăхсăра тухрĕç. Киле, юр çунă ун чухне, аран-аран таврăнтăмăр. Киле килсен канма та ĕлкĕреймерĕмĕр, вăрман касма ячĕç, ун хыççăн çул сарнă çĕре. Пĕр лăш канмасăр выçăллă-тутăллă ĕçленĕ", - каласа парать Анна Алексеевна. Анна Алексеевна 1947 çулта кÿршĕ каччипе, Николай Ивановичпа, пĕрлешсе çемье çавăрнă. 3 ача çуратса ÿстернĕ, анчах та пĕр хĕрĕ 1 çула çитсен чирлесе çĕре кĕнĕ. Асли, Вера, Шупашкарти кооператив техникумне вĕренсе тухса нумай çул хушши юратнă ĕçĕпе тимленĕ. Полина бухгалтер профессине алла илнĕ. Хисеплĕ Анна Алексеевнăн 4 мăнук, 7 кĕçĕн мăнук. Мăшăрĕ Николай Иванович вăрçă участникĕ. 1940 çулта çара кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан "Сердитый" миноносец çинче матрос-сигнальщик пулса, 1942 çултан иккĕмĕш статьяри старшина званипе разведчиксен отделенинче çапăçнă. Çапăçусенче паттăрлăхпа палăрнăшăн "За боевые заслуги", "За победу над Германией" медальсемпе наградăланă. Николай Иванович колхозра бригадир, председатель пулса ĕçленĕ, 1959 çултан пуçласа 25 çул ытла Комсомольки лесничествинче лесникре тăрăшнă. Унăн ĕçне хисеп грамотисем парса хакланă. 1959 çулта Çĕнĕ Шелттем ялне куçса килнĕренпех Анна Алексеевна ĕç умĕнче пулнă, колхозра улма-çырла пахчинче вăй хунă. Тăрăшуллă ĕç-ленĕшĕн Анна Алексеевна медальсене, тав сăмахĕсене, хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл аслă хĕрĕпе, Верăпа, пĕрле пурăнать, хăйне аванах туять, лайăх курать, калаçать, çынна тарават, ялти, çĕршыври хыпарсемпе интересленет, хаçат-журнал вулать, телевизор курать. Канмалли кунсенче ачисемпе тата юратнă мăнукĕсемпе савăнать. - Нушине нумай куртăм, халĕ пурнăç лайăх. Эсир те ман çула çитиччен пурăнăр, - терĕ вăл сыв пулашнă май. Эпĕ юлашкинчен хама кăсăклантарнине ыйтмасăр чăтаймарăм, çак çула çитме Анна Алексеевнăна мĕн пулăшса пынă-ши; "Турă пулăшса пынă!" - пулчĕ темле шалтан тухакан хăватлă сас. Чăнахах та аслă Турă тÿсĕмлĕх панă Анна Алексеевнăна 99 çула çитме, малалла та пулăшсах пытăрччĕ. Килес çул çавра çула та кĕтсе илтĕрех. Çакна та хушса калам - вăрман сывлăшĕ, кайăк-кĕшĕк сасси, чечек-курăк шăрши те Анна Алексеевнăн ĕмĕрне тăсма пулăшнă пулĕ. Вĕсем Çĕнĕ Шелттеме куçса килнĕренпех вăрман хĕрринче тĕп-ленсе пурăнаççĕ. Ветерана сумлă юбилейпе Шелттем ял тăрăхĕн тата культура ĕçченĕсем ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç. Хисепленине палăртса юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Чун-чĕререн саламлатпăр сире, хисеплĕ Анна Алексеевна! Сирĕн пурнăç ачăрсемшĕн, мăнукăрсемшĕн ырă тĕслĕх.
Т.ИВАНОВА, ялти вулавăш ертÿçи.