АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ

09 июля 2014 г.

Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ

Тунти кун район администрацийĕнче уйăхсерен пулакан анлă планерка иртрĕ. Администрацин пайĕсемпе службисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем кун йĕркине кĕртнĕ пилĕк ыйтăва тишкерчĕç. Канашлăва райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан А.Егоров ертсе пычĕ. Çĕр ĕçченĕшĕн çу кунĕ çитсен пĕр канăç та çук. Ку тапхăрта ик алла пĕр ĕç мар, çĕр тĕрлĕ ĕç тупăнать. Пĕрин хыççăн теприне туса ĕлкĕр кăна, унсăрăн кая юлатăн. Паян выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ вăхăт. Хуçалăхсем утă, сенаж çителĕклĕ янтăлама тăрăшаççĕ. Ĕне сĕчĕ унăн чĕлхи çинче пулнине лайăх ăнланакансем ку ыйтăва уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Паян районта мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 2635 пуç шутланса тăрать. Вĕсене тутă хĕл каçарма 2600 тонна утă кирлĕ пулсан, ăна паянхи куна 2830 т хатĕрленĕ. 5176 т сенаж хывнă (16150 т кирлĕ). Район территорийĕнчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕпе Роспотребнадзорăн Канашри пайĕн пуçлăхĕ В. Егоров паллаштарчĕ. Вячеслав Геннадьевич палăртнă тăрăх, кăçалхи çур çулта районта вар-хырăм инфекцийĕпĕ (33 проц.), салмонеллезпа (90 проц.), С гепатитпа (4,76 хут), шатра чирĕпе (2,79 хут), туберкулезпа (5 хут), шăши чирĕпе (5 хут) чирленĕ тĕслĕхсем ÿснĕ. Инфекциллĕ тата паразитлă чирсемпе аптрасси пĕл-тĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 56 проц. нумайрах пулнă (100 пин çын пуçне 389 чирленĕ çынна шута илнĕ). Канаш хулипе районăн пушар хăрушсăрлăх надзорĕн пай начальникĕ А.Шакин службăн январь-июнь уйăхĕсенчи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Çур çулта районта 27 хутчен вут-кăвар алхаснă, 6 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр таталнă, вĕсенчен виççĕшĕ - ачасем, 3 çын сусăрланнă. Пĕтĕмпе 2 миллион та 420 пин тенкĕлĕх пурлăх кĕл пулнă. Вĕренÿ, сывлăх сыхлав, культурăпа суту-илÿ учрежденийĕсенче, вăрмансенче, телее, пушар тухнă тĕс-лĕхсем пулман. Пушарсене тишкерни çакна кăтартса парать: 27 пушартан 24-шĕ кил таврашĕнче пулнă. Сăлтавĕсем те пĕрешкелтерех: çынсем кăмака хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсни, электрооборудовани юсавсăр пулни, ачасем шăрпăкпа алхасни, вут тĕртни (2 факт). - Ялсенче рейдсем ирттернĕ чухне пур службăна та явăçтармалла. Уйрăмах ĕçкĕпе туслă çемьесене тимлĕхе илмелле. Ял тăрăхĕсенчи пушар машинĕсен инкек пулнă çĕре тухса кайма талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хатĕр пулмалла, - терĕ Александр Алексеевич. Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе вырăнта мĕн ĕç туни çинчен Уçырма, Ачча ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Ивановпа А.Аввакумов тухса калаçрĕç. Кăçал шкултан вĕренсе тухакан ачасемшĕн хĕрÿ вăхăт - пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем - хыçа юлчĕç. Ĕнерхи шкул ачисем паянхи абитуриентсем пулса та тăчĕç. Чылайăшĕ документсене вĕренÿ заведенийĕсене кайса панă та ĕнтĕ. Районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. Иванова пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем еплерех иртнипе паллаштарчĕ. Кăçал районти шкулсенче 165 ача 11-мĕш класс, 399 ача 9-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ. 165 ачаран 5-шĕ пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухайман. 39 ача (2013 çулта - 101 ача) чи пысăк балл пуçтарнă. Çав шутран биологипе 4 ача, химипе - 4, общество пĕлĕвпе - 2, вырăс чĕлхипе 29 ача тарăн пĕлÿ кăтарнă. Выпускниксем обязательнăй йĕркепе вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзаменсем тытнă. Ытти предметсенчен физикăна, общество пĕ-лĕвне, биологие суйласа илекенсем нумайрах пулнă. Сиккасси, Карăклă, Шăхасан, Катек, Уçырма шкулĕсенчен вĕренсе тухнă ачасен çитĕнĕвĕсем пысăк. Экзаменсен кăтартăвĕсем шкулсене, вĕрентекенсене тарăн пĕтĕмлетÿсем тума хистеççĕ. Районăн тĕп больницин тĕп врачĕн çумĕ В. Александров Украинăран килекенсене мĕнлерех йĕркепе учета илни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăрçă пыракан вырăнсенчен тарса килнĕ Украина çыннисене ăçта регистрациленнине пăхмасăрах тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ памалла. Паянхи куна Кушăк, Пайкилт, Тури Юнтапа ялĕсенче Украинăран куçса килнĕ çемьесем пур. Вĕсем "беженец" текен статуса илеймен-ха, апла пулин те вĕсене пулăшусăр хăвармалла мар. Районта çулленех йăлана кĕнĕ йĕркепе ял-урама, кил-çурта, учрежденисене тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе конкурс ирттереççĕ. Ку йĕркепе райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн сектор заведующийĕ С.Николаев паллаштарчĕ. Конкурса хатĕрленсе ялсене, урамсене, çуртсене, тăкăрлăксене, ытти вырăна тасатни, хăтлăх кÿни Республика кунне хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсен пĕр пайĕ пулать. Килес çул çак пысăк уяв пирĕн районта иртнĕрен хатĕрленÿ ĕçĕ-сене паянах пуçăнмалла.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика