АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех ĕçке пула

04 июля 2014 г.

Кăçалхи кивĕ Çĕнĕ çула упăшкипе арăмĕ, Зиновьевсем (хушамата урăхлатнă), сĕтел хушшинче кĕтсе илнĕ. Ĕçнĕ, çинĕ, юлашкинчен хирĕçсе кайнă. Урса кайнă хĕрарăм сĕтел çинче выртакан çĕççе ярса илнĕ те упăшкине хырĕмĕнчен тата кăкăрĕнчен яшлаттарнă. Арçыннăн виçĕ эрнене яхăн сипленме тивнĕ. Упăшкипе арăмĕн тавлашăвне суд татса панă. Мăшăрĕн сывлăхне сиен кÿнĕшĕн Зиновьевăна 3 çуллăха ирĕксĕр хăварнă. Çак вăхăта вăл ĕçлесе юсанмалли пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерĕ. Çакăн евĕрлĕ усал ĕç коллективлă садри пăрахăç пулнă дача çуртĕнче те пулса иртнĕ. Пĕр тăван Смирновсем (хушамата улăштарнă) пуçĕсене хаяр шĕвекпе минретнĕ. Урлă-пирлĕ перкелешсе илсен хирĕçсех кайнă. Шăллĕ ал айне лекнĕ çĕçĕпе пиччĕшне кăкăрĕнчен чиксе амантнă. Ăна суд туса 4 çула хупма йышăну кăларнă. Нарăс уйăхĕн пĕр кунĕнче ытла та хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Мăшăрланмасăр пурăнакан Алексеевăпа Сидоров (хушамачĕсем чăн мар) эрех ĕçсе лартнă хыççăн пĕр-пĕрне тем те пĕр калама пуçланă. Арçыннăн хăйне путсĕр сăмахсемпе хăртнине итлеме чăтăмĕ çитмен пулас, вăл хĕрарăма тапса-çапса пĕтернĕ. Темиçе хутчен пуçĕнчен хытах лектернĕ. Алексеева йывăр сурансене пула тăна кĕмесĕрех вилсе кайнă. Хăрушă преступленишĕн Сидоровăн çирĕп режимлă колонире 10 çул ларса явап тытма тивет.

В.СНЕЖКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика