АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми хуппине те пăрахман

04 июля 2014 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Евдоким Скворцов, Анаткас Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕскер, вут-çулăм витĕр тухнă çулсене халĕ те асĕнчен кăлараймасть. 90 çултан иртнĕ шур сухалпа хĕрĕн Татьянăн килĕнче тĕл пултăмăр. Евдоким Григорьевич вăрçă пуçланнă чухне 17 çулта пулнă. Фронта кайиччен Канашри вакун юсакан заводри металл шăратакан цехра тăрăшнă. Унта вĕсем 120 миллиметрлă чукун минăсен корпусне тунă. Талăкне 12-шер сехет ĕçленĕ. - Вăрçă пуçлансанах пурнăç йывăрланчĕ. Аппа ĕçĕнчен пĕр çăкăр илсе килетчĕ. Ăна шăккалат çинĕ пек ĕметтĕмĕр. Ачалăх çăмăл килмерĕ. Тăраниччен çисе, хитре тумланса çÿреймен эпир. Çу уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕчченех çарран чупаттăмăр. Ав аттепе анне çумне тăрса ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкре те эпĕ çара уранах тăратăп, - тĕллесе кăтартрĕ хисеплĕ ватă. 18 çул тултарсан Скворцова çара каймашкăн повесткăна заводах ярса панă. Евдоким Григорьевич çар комиссариатне пĕр тăхтаса тăмасăрах ĕç тумĕпех вĕçтернĕ. Унтан яша тăванĕ-пĕлĕшĕпе сыв пуллашма ирĕк памасăрах вакуна лартнă та вăрçа ăсатнă. Чăваш каччи Чулхулара танксене пĕтермелли тупăпа ĕçлеме виçĕ уйăх вĕреннĕ. - Апат начар çитеретчĕç. Кунне 600 грамм çăкăр паратчĕç. Каçхине çĕр улмипе апатланаттăмăр. Унăн хуппине те пăрахмастăмăр, лайăх çуса тасататтăмăр та хуранта пĕçереттĕмĕр, - иртнине аса илчĕ фронтовик. Орудипе ĕçлеме вĕренсе çитнĕскерсем тăшмана тĕп тума тытăннă. Çак йышра Евдоким Григорьевич та пулнă. Окопра çывăрнă каçсем, шинелпе витĕнсе выртнисем, çĕр çурăлса каясла чĕтренни халĕ те ветеранăн куçĕ умĕнчех. Пĕр çапăçура чăваш каччине амантнă. Пĕрле нимĕнле документ та çуккипе ăна госпитале йышăнасшăн пулман. Юрать вăл çав вăхăтра штаб ертÿçине тĕл пулнă. Хайхискер салтака сипленме вырттарнă. Суран тÿрленсен Евдоким Григорьевич каллех вăрçă хирне таврăннă. Ăна артиллерри отделенийĕн разведчиксен командирĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Шурă сухал каласа кăтартнă тăрăх - разведчикăн тивĕçĕ корреспондентăннипе пĕршекел. Вĕсем малтан кирлĕ информаци пухаççĕ, унтан штаб ертÿçисемпе ăна сÿтсе яваççĕ. Кайран тапăнмалли çул-йĕре палăртаççĕ. Вăрçăри хастарлăхшăн салтака 1943 çулта "Паттăрлăхшăн" медальпе чысланă. Ригăна илнĕшĕн Евдоким Гргорьевич III степень Мухтав орденне тивĕçнĕ. Ветеран пурнăçпа вилĕм хушшинче пĕрре мар тăнă. Пĕррехинче тăшман снарячĕн ванчăкĕнчен ăна хăйĕн кутамкки çăлнă. Тепрехинче вăл тусĕпе штаба кайнă чухне нимĕçсем пеме тытăннă. Иккĕшĕ те икĕ еннелле сикнĕ. Юлташне вилмеллех амантнă, Скворцов вара сывă юлнă. Вăрçăра йывăрлăхсем пайтах. Салтаксем кирек епле самантра та пурнăçран уйрăлма пултарасса пĕлнĕ. Çавăнпах, Евдоким Григорьевич каласа кăтартнă тăрăх, пĕр эрнелĕх панă апата икĕ-виçĕ кунрах çисе янă, çакна перекетлени усси çуккипе сăлтавланă. Ытти куна вара выçăллах ирттернĕ. Салтаксем хăйсен хушшинче те тытăçнă иккен. Кунашкал пăтăрмах Евдоким Григорьевичпа та пулнă. Малтан оруди командирĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Чулхула яшне шаннă. Чăваш каччи ун чухне наводчик пулнă. Тепĕртакран ертÿлĕх шухăшне улăштарнă. Командира Евдоким Григорьевича лартнă. Чулхула салтакĕ ку йышăнупа килĕшмен. Çиллине шăнăçтарайманнипе вăл икĕ юлташĕпе пĕрле нимĕçсен енне куçма шухăшланă. Анчах ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймен - вĕсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнине артиллеристсен отрядне çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче пĕлтернĕ. Вĕсем Тăван çĕршыва чи малтан таврăннă. Салтаксем Хура тинĕс хĕррипе çуран утнă. Вĕсене кашни ял-салара ăшшăн кĕтсе илни, тутлă апат-çимĕçпе сăйлани халĕ те ветеранăн асĕнчен тухмасть. Одессăра вăрçă паттăрĕсене чечекрен арка туса, кавир сарса кĕтсе илнĕ. Евдоким Григорьевич тăван тăрăхне вăрçă пĕтни икĕ çул çитсен тин таврăннă. Фронта кайнă чухне вырăсла калаçма пĕлменскер пуйăсра чăвашла калаçнине илтсен чунран савăннă. Яла таврăнсанах вăл вĕренме тытăннă. 10 класс пĕтерсен Мускаври политехника институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарти электроаппарат заводĕнче слесарьте вăй хунă. Унта цех контролерĕпе Татьяна Морозовăпа паллашнă. Часах вĕсем çемье чăмăртанă. Малтанах баракра выртса тăнă пулин те пĕр-пĕрне юратни, мирлĕ тÿпе айĕнче утса çÿрени вĕсене пурăнма хавхалантарнă. Икĕ çултан вĕсен хĕр çуралнă... Евдоким Григорьевич çиччĕмĕш çул ĕнтĕ Татьянăн çемйипе пурăнать. Ветеран заводра тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçленĕ. Унти ертÿлĕх ăна халĕ те хисеплет, кашни уяврах парне парса саламлать, тĕл пулусене йыхравлать. Евдоким Григорьевич мăшăрĕ çĕре кĕрсен хурт-хăмăр тытма, сад ĕрчетме тытăннă. Паянхи кун та вăл кĕнеке, хаçат-журнал вулать, тĕнчери пурнăçпа кăсăкланать. 90 çулти ветеранпа чăвашлах калаçрăмăр. Фронтовик тăван чĕлхесĕр тунсăхлани сисĕнчĕ. Хулара пурăнать пулин те вăл кашни Çимĕкрех тăван ялĕнче пулма тăрăшать. Унта ăна ачасем вырăсла калаçни çеç мар, вĕсем чупса ÿснĕ Çĕнĕ урамра "Новая" тесе çырни те тĕлĕнтерет. Чăвашсем тăван чĕлхерен вăтанни, ăна манăçа кăларни хисеплĕ ветерана чăннипех те кулянтарать. "Халăхăмăр мĕншĕн тутартан тĕслĕх илмест-ши;" - тет вăл. Евдоким Григорьевич çамрăк ăрăва тăнăç пурнăçпа савăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Шупашкарти парада кашни çулах тухаканскер Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илме ĕмĕтленет. Турри ăна 100 çултан иртме те сывлăх патăр.

Л.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика