АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсене çĕнĕлле йĕркелес ыйту тимлĕхсĕр юлмарĕ

04 июля 2014 г.

Юн кун район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта кун йĕркине кĕртнĕ вунă ыйтăва пăхса тухрĕç. Ларăва яланхи пекех депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ял хуçалăх предприятийĕсен тата службăсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Район депутачĕсем Хучел ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕ "Хучел ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти ыйтусене татса памалли полномочисен пĕр пайне район администрацине парасси çинчен" йышăннине ырларĕç. Ăна мĕнле пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăма райадминистрацин финанс пайне хушса хăварчĕç. Пуху районăн 2014 çулхи, 2015 тата 2016 çулсенчи малашлăх тапхăр бюджечĕ çинчен кăларнă йышăну проектне, бюджетăн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан положенине улшăнусем кĕртрĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн кивĕ çуртне тĕпрен юсаса ача сачĕ тăвасси вĕçленсе пырать. Çуртра культура валли уйăрнă пÿлĕмсем те пур. Шăхасан ял тăрăхне кĕртмелли куçман пурлăх объекчĕсен списокне çирĕплетрĕç. Граждансене муниципалитетăн авариллĕ çурчĕсенчен куçармалли хваттерсен чи пĕчĕк лаптăкĕсене çирĕплетрĕç. Пĕр пÿлĕмлисен 23,5, икĕ пÿлĕмлисен 40,25, виçĕ пÿлĕмлисен 49,45, тăватă пÿлĕмлисен 57,45 тăвакал метртан кая пулмалла мар. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. Иванова районти вĕрентÿ учрежденийĕсене уçмалли, çĕнĕлле йĕрклемелли тата хупмалли, çавăн пекех муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсен типне урăхлатмалли çинчен каласа пачĕ. Депутатсем сĕннĕ йĕркене сасăласа çирĕплетрĕç. Светлана Силовна районти вĕренÿ учрежденийĕсен сечĕн тытăмне мĕнле улăштарассипе паллаштарчĕ. Ку енĕпе пулмалли проектсене пăхса тухрĕç. Çак проектпа килĕшÿллĕн Кайри Ăнтавăшри пуçламăш шкул-ача садĕнчен "Çăлтăр" ача сачĕ, Аччари Совет Союзĕн Геройĕ А. П.Петров ячĕллĕ, Сухайкасси вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен пĕтĕмĕшле тĕп шкулсем йĕркелемелле. Пуху асăннă проекта йышăнчĕ. Пайкилтри вăтам пĕлÿ паракан шкултан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул йĕркелеме хатĕрленĕ проекта тепĕр хут тĕплĕн тишкерсе тухса район депутачĕсен Пухăвĕн çитес ларăвĕнче йышăну кăларма сĕнчĕç. Районăн административлă комиссине улшăнусем кĕртрĕç. Унăн составне ĕçрен тухнă В.Федоров вырăнне район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн эксперт специалистне М.Григорьева лартрĕç. Районăн тĕрĕслевпе шутлав ор-ганĕн положенине кĕртме палăртнă улшăнусене те çирĕплетрĕç. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа сĕт сăвакан операторне Л.Евграфовăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят илме тăратрĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика