АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра тăван ене юратни те пулăшать

02 июля 2014 г.

Спортра тăван ене юратни те пулăшать

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Карăклă ялĕнче Г.Н.Смирнов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн кĕрешÿ мелĕсен "Олимп" центрĕ уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятине тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă Н.Федоровăпа А.Максимова та килнĕччĕ. Мана вĕсемпе кĕске вăхăтлăха калаçса илме тÿр килчĕ. - Йывăçран хăпартнă спорт шкулĕ вырăнĕнче кермен евĕр çурт ларнине курсан питĕ хĕпĕртерĕм. Çиччĕмĕш класа çитиччен кивĕ шкулăн спорт залне тренировкăсене çÿренĕ. Манра кĕрешес ăсталăх пуррине А.К. Васильев асăрханă. Вăл çине тăрсах вĕрентнипе Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине лекрĕм. Кунта çутă та илемлĕ керменсенче кĕрешме тытăнтăм. Халĕ вара ялта та, питĕ тăрăшсан тĕрлĕ ăмăртура çитĕнÿ тума пулать. Кунта ăмăртусемпе турнирсене хатĕрленме, ăсталăха ÿстерме пур услови те çителĕклĕ. Малашне тăван район, республика чысне ăнăçлă хÿтĕлекен атлетсен йышĕ çулсерен хушăнсах пырасса чунăмпа туятăп. Ачасемшĕн, çакăн пек лайăх условисенче ĕçлеме тивĕç пулнă тренерсемшĕн çав тери савăнатăп. Ман шутпа Кĕрешÿ мелĕсен центрĕ яла çĕнĕ варкăш кĕртрĕ. Кунта çамрăксен сасси яланах янăратăр, - терĕ Европа чемпионачĕн призерĕ Н.Федорова. - Мускавра пурăнатăп пулин те, тăван яла килме вăхăт яланах тупатăп. Кунти сывлăш маншăн эмел пекех сиплĕ, кăмăл-сипете çирĕплететĕп. Каникул вăхăтĕнче тренировкăна кунта çÿрес шухăш пур-ха. Ача чухне мĕнле условисенче кĕрешнине час-часах аса илетĕп. Тренажерсене тренерсем хăйсем ăсталатчĕç. Апла пулин те тăван кĕтес хăй патнех туртатчĕ, халĕ те çавах. Çак центрта опытлă тренерсем çĕнĕ чемпионсем хатĕрлессе шанса тăратăп, - терĕ ирĕклĕ майпа кĕрешсе Европа чемпионĕ, Пĕтĕм тĕнчери И.Ярыгин ячĕллĕ турнирăн призерĕ пулса тăнă А.Максимова.

В.АЧЧА.

ŸКЕРЧĔКРЕ: А.К.Васильев тренер-преподаватель хăйĕн воспитанникĕсемпе Надя Федоровăпа (сулахайри) тата Аня Максимовăпа.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика