АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам ĕçре чыслă, вăл хисепе тивĕçлĕ

02 июля 2014 г.

Антонина Степановна Иванова (Петрова) 1954 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Сухайкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ те çак ялтах иртнĕ. "Ачаранах пурнăç çулне шкулпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Вăтам классенче вĕреннĕ чухнех хама учитель ĕçне хатĕрлеттĕм. Вожатăй пулнă май кĕçĕн класри ачасем патне кашни ирех килеттĕм: килти ĕçсене тĕрĕслеттĕм, айвантараххисене ăнлантарса параттăм, класри тирпей-лĕхе тытса пыма пулăшаттăм", - аса илет Антонина Степановна. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тăрăшуллă хĕр аслă пĕлÿ илес тĕллевпе тÿрех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытать. Алла диплом илнĕ хыççăн Комсомольски районĕнчи Чурачăк шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине тарăнрах тĕшмĕртме вĕрентет, кашни уроках интереслĕрех ирттересчĕ тесе тăрăшать. 1978 - 1984 çулсенче Антонина Степановна Ачча вăтам шкулĕнче, 1984 - 1990 çулсенче Çĕнĕ Ачча шкулĕнче ĕçлет. 1990 çулта юратнă ĕçтешĕмĕр Катек шкулне килет. Кунта вăл истори, вырăс чĕлхипе литератури, МХК предмечĕсене вĕрентет. Директорăн вĕрентÿпе воспитани ĕçне пурнăçлакан çумĕ пулса 17 çул тăрăшать. Педагог ялан шыравра. Унăн опычĕпе районти нумай учитель кăсăкланать. Вăл районти тата шкулти вĕрентекенсем валли тĕрлĕ темăпа ятарлă уçă уроксем ирттерет. Антонина Степановна - пĕрремĕш категориллĕ учитель. 39 çул ачасене вĕрентсе тĕрĕс воспитани парас тесе вăй-халне шеллемесĕр ĕçлет. Вĕренекенĕсемпе кăмăллă пултаруллă педагог. Кашни çулах олимпиада, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем пулса вĕрентекенне савăнтараççĕ вĕсем. 2014 çулта 11-мĕш класри Абрамова Елена вĕренекенсен Пĕтĕм Раççей олимпиадин регион тапхăрĕнчи призерĕ пулса тăчĕ. Унăн вĕренекенĕсен çулсеренех пĕрлехи патшалăх экзаменĕн кăтартăвĕсем республикăри кăтартусенчен пысăкрах: 2001 çулта Гурьева Валентина 96 балл, 2009 çулта Порфирьева Евгения 96 балл, 2011 çулта Осипов Николай 95 балл, 2014 çулта Абрамова Елена 92 балл, Ананьева Елена 92 балл пуçтарма пултарнă. Çакăн пек пархатарлă ĕçсемшĕн А.Иванова "Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ял халăхĕ те хисеплет ăна: аслисем - ырă тĕслĕхĕпе юлташĕсене хавхалантарма пулăшнăшăн, ашшĕ-амăшĕ - хăйсен ывăл-хĕрне шкулта халăха юрăхлă çитĕнтерме тÿпе хывнăшăн тата вырăс чĕлхипе литературине юратса вĕрентнĕшĕн, шкул ачисем вара - хăйсене тарăн пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнăшăн, малалла вĕренме кайма вăй-хал парса тăнăшăн. Килте Антонина Степановнăна шанчăклă мăшăрĕ Николай Трофимович, Раççей ШĔМĕн Чулхулари академине вĕренсе пĕтернĕ ывăлĕ Дмитрий тата хĕрĕ Екатерина, юратнă мăнукĕсем çĕнĕ çитĕнÿсем тума тĕрев парса, пулăшса пыраççĕ. Эпир, Катек вăтам шкулĕн коллективĕ, юратнă ĕçтешĕмĕре сумлă юбилейпа ăшшăн саламлатпăр, тумхахсăр вăрăм та такăр çул, çирĕп сывлăх сунатпăр.

З.ПЕТРОВА, вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика