АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагог та, ташăçă та

02 июля 2014 г.

Педагог та, ташăçă та

О.Семенова Ямаш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех юрă-ташăпа туслă пулнă. Уйрăмах ташлама юратнă. Шкулта пĕр концерт та вăл хутшăнмасăр иртмен. Ÿссен кам пулассине те малтанах палăртса хунă. Вăтам пĕлÿ илсен çутă ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕме хут çырса парать. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен туслă йышне кĕрет. Студентсен концертĕнче ташлама ухута хĕре электроаппаратура завочĕн Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи асăрхать. Вăл Ольгăна ташă ансамбльне чĕнет. Мĕн вĕренсе пĕтеричченех çак предприятин пултарулăх коллективĕпе пĕрле Шупашкар, Чăваш Ен, кÿршĕ республика çыннисене савăнăç кÿрет. Чăваш культурине, йăли-йĕркине аталантарас ĕçе активлă хутшăннăшăн, студентсен строительство отрядĕнче хастар ĕçленĕшĕн Ямаш хĕрне Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Дипломлă специалист пулса тăрсан педагогика ĕçне пуçăнать. Тăван ялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. Ольга Исааковна шкулта ачасен ташă ансамбльне йĕркелет. Çирĕм çиччĕмĕш çул вăл ачасене вырăс чĕлхипе литературине юратма, ташлама вĕрентет. Вăл ертсе пынипе çамрăк артистсем районта иртекен пултарулăх фестивалĕсене хутшăнаççĕ, темиçе хутчен малти вырăн йышăннă. Репертуарти номерсен пысăк пайĕ - чăваш ташшисем. Çак сăн ÿкерчĕке ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче тунă. Ансамбль уяв сцени çинче Ямаш тăрăхĕнчи ташша кăтартрĕ. О.Семенова - аслă категориллĕ специалист, ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

В. АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика