27 июня 2014 г.
Пултаруллă та хастар çынсене аякра шырама кирлĕ мар, вĕсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ иккен. Çавăн пеккисенчен пĕринпе М.Порфирьевăпа паллаштарас кăмăл пур. Вăл - Ачча ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Турханкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачаран ĕçре пиçĕхсе, тавралăх илемĕпе киленсе ÿснĕ. Тантăшĕсемпе шкула çÿренĕ, лайăх вĕреннĕ. Вунă класс хыççăн Шупашкара çул тытнă, хăйне килĕшекен ĕçе вырнаçнă. Ĕçленĕ хушăрах пĕлĕвне ÿстернĕ, экономист специальноçне алла илнĕ. Шăпа ăна пирĕн районти Çĕнĕ Ачча ялне илсе çитернĕ. Кунта вăл пĕр хушă шкулта ĕçленĕ. Ачча ял тăрăхĕнче специалистсем тăтăшах улшăнса тăнă. Çакă хăй тытăмлăх органĕнче ĕçлекенсене самаях шухăшлаттарнă. Вĕсем тĕп специалист ĕçне М.Порфирьевăна сĕнеççĕ. Йăнăшмаççĕ. Пултаруллă хĕрарăм кĕске вăхăтра ĕçтешĕсен тата Ачча тăрăхĕн çыннисен хушшинче ырă ят çĕнсе илет. Администрацине пыракан кашни çынпа, халăхра калашле, ваттисемпе ватăлла, çамрăккисемпе çамрăкла ăнланса ăшшăн калаçать, вĕсене тимлĕн итлет, мĕн ыйтнине вăраха ямасăр, пĕр чĕлхе тупса вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Ачча ял тăрăхĕ - районта чи пысăккисенчен пĕри. Унăн территорине пилĕк ял кĕрет: Ачча, Кушăк, Катек, Çĕнĕ Ачча тата Йăлмачча. Марина Вячеславовна вĕсенче пурăнакансемпе вырăна тухса час-часах тĕл пулать. Пур çĕрте те ăна хапăлласа йышăнаççĕ. Çак ĕçре вăл вун пилĕк çул ытла вăй хурать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ отпускра чухне унăн ĕçĕсене туса пыма ăна шанаççĕ. М.Порфирьевăна вырăнти хăй тытăмлăх аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, асăнмалăх алла çыхмалли сехет пачĕç. Çакна вăл чăннипех тивĕçлĕ.
М.ВАСИЛЬЕВ.