АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Космонавт" хăнасене йышăнчĕ

27 июня 2014 г.

"Космонавт" хăнасене йышăнчĕ

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьте пулчĕ. Унпа пĕрле сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану, культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн, вĕренÿ тата çамрăксен политикин, физкультура, спорт тата туризм, шалти ĕçсен министрĕсем А.Самойлова, В.Ефимов, В.Иванов, С.Мельников, С.Семенов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ачасен интересĕсене 2012-2017 çулсенче хÿтĕлемелли наци стратегине пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн членĕсем килчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, "Космонавт" лагерь директорĕ В.Никитин, районăн тĕп врачĕ Р.Федорова кĕтсе илчĕç. Тăватă сменăра 1200 ача канать. Хальхи вăхăтра унта Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Çĕрпÿ, Патăрьел, Канаш, Шăмăршă, Тăвай районĕсен, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисен ачисем сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Кăçал "Космонавт" лагерь Канашри педагогика колледжĕпе студентсен вĕренÿ практикине ирттерме килĕшÿ тунă. Вожатăйра пулас вĕрентекенсемпе воспитательсем ĕçлеççĕ. Кунне пилĕк хутчен апат çитереççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе хăнасем лагерь директорĕ В.Никитин кăтартса пынипе столовăйпа, библиотекăпа, çуллахи клубпа, волейбол, теннис, футбол, баскетбол площадкисемпе, спорт хулипе, пăшалтан пемелли тирпа, бильярдла вылямалли пÿлĕмпе, кружоксен занятийĕсене ирттермелли беседкăсемпе тата ытти объектсемпе паллашрĕç. Кашнинчех вĕсене ачасем харăссăн сывлăх сунчĕç. Хăнасем сасăсене тăсса уççăн саламланипе вара ачасем те, вĕсен вожатăйĕсем те питĕ кăмăллă пулчĕç. Лагерь воспитанникĕсем М.Игнатьевран черет тăрса тенĕ пек асăнмалăх автограф илчĕç. Ал ĕç кружокĕн членĕсем хăнасене хăйсем ăсталанă япаласене парнелерĕç. Çамрăк артистсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. "Космонавтран" çул Канашри ачасемпе çул çитмен çамрăксен приютне выртрĕ. Приют директорĕ Н.Хайбуллина ĕç пÿлĕ-мĕсене кăтартрĕ. Акт залĕнче хăнасене концертпа савăнтарчĕç. Михаил Васильевич ачасемпе калаçрĕ, парнесем пачĕ.

 В.АЧЧА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика