25 июня 2014 г.
Ÿкерчĕкре - Чакаçри "Шур чечек" ача сачĕн аслă ушкăнне çÿрекен хĕр пĕрчисем С.Иванова, А.Федотова, Н.Егорова, К.Максимова, А.Гаврилова. Тăваттăшĕ те юрлама ухута. Çак пултарулăха туптама вĕсене А.Михайлова воспитатель тата музыка ертÿçи И.Яковлева пулăшаççĕ. София, Наташа, Карина тата икĕ Настя - "Ромашечки" ансамблĕн членĕсем. Репертуарта чăваш юррисемпе ташшисем. Çакă вĕсене чăвашсен йăли-йĕркине, культурине пĕчĕклех ăнланма пулăшать. Илемлĕ саслăскерсем садикри мероприятисенче тус-юлташĕсене, ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ.
В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.