АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукашшĕне сума суса

25 июня 2014 г.

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Асăнупа хурлану кунĕнче, ял тăрăхĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешĕсене асăнса лартнă палăксем умне чечек çыххисем хучĕç. Библиотекăсенче тата ытти культура çурчĕсенче мероприятисем ирттерчĕç. Хучел ял тăрăхĕн территорине кĕрекен Алешево станцийĕнче çав кун чуна хускатакан пулăм иртрĕ. Чăваш наци радиовĕн "Присягая Родине" передачине ертсе пыракан Р.Архипов Аслă çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ, 1991 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă юратнă кукашшĕн, А. Т.Алексеевăн вил тăприйĕ çине палăк лартрĕ. Ăна уçнă чухне Родион Константинович çапла каларĕ: "Кукаçине пула эпĕ тивĕçлĕ çарпа патриотизм воспитанийĕ илтĕм. Вăл пирĕн çемьешĕн паттăрлăхпа хăюлăх тĕслĕхĕ пулса юлчĕ. Ун çинчен радио итлекенсемпе тата телевизор куракансемпе тĕл пулнă чухне яланах хăпартланса каласа паратăп". А.Алексеев мăшăрĕпе, Анна Михайловнăпа, 5 ача çуратса ÿстернĕ. Çак кун ывăлĕсем Валентинпа Геннадий, хĕрĕсем Анастасия, Тамарăпа Зинаида ашшĕне чысласа асăнма килчĕç. Палăка уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Петров, Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Иванов, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, "Афганистан ветеранĕсен союзĕ" организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев, воин-интрернационалистсем, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А.Степанов, ял çыннисем, вăрçă ветеранĕн çывăх çыннисемпе тăванĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем хутшăнчĕç. Сăмах калакансем нумаййăн пулчĕç. Андрей Тимофеевич çар службинче 1941-1946 çулсенче тăнă. Хĕрлĕ Çарăн Муром хулинчи çыхăну училищинче вĕреннĕ. Артиллери полкĕнче радиотехник пулнă.Службăна Германире çыхăну дивизионĕн начальник должноçĕпе вĕç-ленĕ. Ăна икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Р.Архипов кукашшĕн мăнукĕсене, çав шутра хăйĕн Саша ятлă ывăлне те, Андрей Тимофеевич паттăрлăхпа хăюлăхшăн И.В.Сталинран илнĕ Тав çырăвĕн копийĕсене асăнмалăх пачĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика