АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпионсен йышĕ татах ÿсĕ

25 июня 2014 г.

Чемпионсен йышĕ татах ÿсĕ

Эрне кун, çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Карăклă ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура ял тăрăхĕсен "Олимп" кĕрешÿ центрне уçрĕç. Спорт сооруженийĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 712 тăваткал метра яхăн. Унта кĕрешĕвĕн нумай енлĕ залĕ, хывăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсем вырнаçнă. Малашне центр районти Г.Н.Смирнов ячĕллĕ çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕн филиалĕн тренировка ирттермелли бази пулса тăрĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн проекчĕпе тата "Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта 2010-2020 çулсенче аталантарасси" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн туса хута ячĕç. Центрпа юнашарах спорт вăййисем ирттерме уçă спорт площадкисем пур, тренажерсем лартнă. Футбол уйĕ валли те вырăн хатĕрленĕ. Хĕрлĕ хăйăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Моторин, Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов, "Аридаль" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Ю.Альхимович, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов касрĕç. Мешехене çавăн пекех Чăваш Енĕн физкультура, спорт министрĕн ĕçĕсене туса пыракан С.Шелтуков, тĕнче спорт мастерĕсем Н.Федорова, А.Максимова, А.Афанасьев, çамрăк кĕрешÿçĕсем, ял çыннисем хутшăнчĕç. - Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Карăклăри филиалĕ 35-мĕш çул ĕçлет. Вăл республикăра спортри çитĕнĕвĕсемпе паллă. Унăн воспитанникĕсен хушшинче спорт мастерĕсем, разрядникĕсем сахал мар. Федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрса панă укçа-тенкĕпе çĕкленнĕ базăра çĕнĕ чемпионсем хушăнсах тăччăр. Филиал малашне те спорт ăсталăхĕн чысне Пĕтĕм Раççейри тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çÿлте тытасса шанатăп, - терĕ Иван Борисович. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн регионти уйрăмĕ Кĕрешÿ центрĕн ятне пама уçă конкурс ирттернĕ. Тÿресем "Олимп" ят сĕннĕ Т.Атитанова çĕнтернĕ тесе йышăннă. Татьянăна алла çыхмалли сехет тата центра икĕ çул тÿлевсĕр çÿреме абонемент парнелерĕç. Канашри "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕн директорне Е. Смирнова, А.Васильев тренер-преподавателе, "Оптима" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорне А.Платонова "Физкультурăпа сывлăха лайăхлатакан комплекссем тăвасси" социаллă проекта пурнăçа кĕртес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн республикăри уйрăмĕн Тав çырăвне тата "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" паллине ÿкернĕ сехет парса чысларĕç. "Аридаль" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Ю.Альхимович Кĕрешÿ центрĕн директорне В.Никитина символла пĕл-терĕшлĕ уççи пачĕ. Хăй енчен Вячеслав Геннадьевич районти тренерсен ячĕпе "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн регионти уйрăмне ертсе пыракансене, республика правительствине, район ертÿлĕхне çакăн пек чаплă спорт сооруженийĕ тума пулăшнăшăн тав турĕ. Савăнăçлă мероприятире "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов, Карăклă ял тăрăхĕн "Активлă вăрăм ĕмĕршĕн" сывлăх ушкăнĕн ертÿçи Г.Прокопьева, А.Васильев тренер тата ыттисем сăмах каларĕç. И.Моторин тата хăнасем Кĕрешÿ центрĕпе паллашрĕç. Çамрăк спортсменсен ушкăнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешес, Шăхасанти "Форсаж" ташă ушкăнĕ ташлас ăсталăха кăтартрĕç.

В.АЧЧА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика