20 июня 2014 г.
Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ фронтовик, отставкăри генерал-майор Виктор Михайлович Михайлов июнĕн 22-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вăл разведчик, танксене хирĕç çапăçакан артиллерист пулнă. Вăрçă хыççăн - танкист тата ракетчик. Вăрçă вăхăтĕнчех, 1945 çулта, политĕçчен пулса тăнипе мăнаçланать вăл. 90 çул çын пурнăçĕнче пысăк тапхăр. Вилĕмпе куçа-куçăн пĕрре мар тĕл пулнă çыншăн пушшех те. Апла тĕплĕнрех паллашар-ха çак çынпа. - Виктор Михайлович, эсир çар çынни пулма çуралнине малтанах çырса хунă-шим; - Аттепе анне çĕр ĕçĕпе пурăннă. Атте çарта 11 çул пулнă. Малтанах 5 çул патша çарĕнче Верный хулинче (халĕ Алма-Ата хули) службăра тăнă, унтан 4 çул империализм вăрçинче çапăçнă, 2 çул - Граждан вăрçинче. Вăрçăра аманнă, тиф чирĕпе те асапланса курнă. Пирĕн çемьере виçĕ ача пулнă. Аслă аппа Клавди, 1918 çуралнăскер, вăрçă участникĕ пулнă, ăна Шахты хулинче пытарнă. Эпир унпа фронтра Германири Штаргард хулинче тĕл пултăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче ăна та фронта илсе кайнă, КГБ системинче службăра тăнă. Анне Анастасия Егоровна, атте - Михаил Ильич Ильин. Ĕлĕк чăвашăн ача çуралсан ăна ашшĕ ячĕпе çыртарнă, çавăнпа эпĕ те Михайлов хушаматлă пулса тăнă. Ăруран ăрăва хушамат ылмашăнса пынă. Йĕрки çапла пулнă. - Фронта эсир хăçан кайнă; - Вăрçă пуçлансан виççĕмĕш кунне эпир класĕпех хамăр ирĕкпе çара кайма шутларăмăр. Çар комиссариатне кайрăмăр. Унта кашнинпе уйрăммăн калаçрĕç. Манăн пĕр юлташа: "Эсĕ çар училищине каятăн", - терĕç. Мана вара: "Эсĕ вун çиччĕре кăна-ха, килес çул илетпĕр", - терĕç. Эпĕ парăнма шутламарăм. Киле çитрĕм те хама панă оборона наградисене, хисеп грамотисене илтĕм. Тепĕр кунне Тямушкин военком патне кайрăм. Вăл мана йышăнчĕ. "Мĕнле унта сирĕн Руфа;" - тетĕп. Руфăна эпĕ палланă. "Эсĕ ăна ăçтан пĕлетĕн;" - тет. "Вăл ман командăра, иккĕмĕш ушкăнра", - тетĕп. "Мĕн тума килтĕн;" - тĕпчет малалла çар комиссарĕ. "Фронта каяс килет..." Çак самантра пÿлĕме офицер кĕрсе тăчĕ те: "Эпĕ сире çакăн çинчен каласа патăм та, вăл вун çиччĕре", - терĕ. "Тĕрĕс", - хуравлатăп эпĕ. Хамăн наградăсене, грамотăсене сĕтел çине кăларса хутăм. "Кăна хамăн командăпа йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикинче ирттернĕ ăмăртусенче иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн панă", - ăнлантаратăп вĕсене. "Шифровка илтĕмĕр, пире Шупашкар урлă Хусана çар йĕлтĕрçисен ушкăнне йĕркелеме çынсем кирлĕ. Ку çамрăка йĕлтĕрçĕсен командине çыр", - хушрĕ военком офицера. 1941 çулхи сентябрь уйă-хĕнче пире, вун икĕ çынна, Шупашкара ячĕç. Унта пĕтĕмпе пилĕкçĕрĕн пуçтарăнтăмăр. Пурне те Хусана йĕлтĕрçĕсен саппасри полкне ячĕç. Унта пире çар ĕçне вĕрентрĕç. Çапăçăва пуçласа 49-мĕш çарăн йĕлтĕрçĕсен 121-мĕш батальонĕн йышĕнче кĕтĕм. Эпир тăшман тылĕнче кăна çапăçнă. Тылра çичĕ талăк пулаттăмăр та каялла таврăнаттăмăр. Кăнтăрла канаттăмăр, çĕрле тапăнаттăмăр. 1942 çулхи январь уйăхĕнче çар заданине пурнăçласа таврăннă чухне мана пилĕкрен амантрĕç. Вăрçăра çакнашкал çирĕп саккун пулнă: аманнисене çапăçу хирĕнче пăрахса хăвармалла мар! Мускав госпиталĕсенче аманнисем çав тери нумайччĕ, вырăн çитместчĕ, çавăнпа та мана Хусана куçарчĕç. Сывалса çитсен май уйăхĕн вĕçĕнче Мускав çывăхне лекрĕм, унтан - Мускава, çарпа политика училищине. Вăл Пехотнăй урамĕнче вырнаçнăччĕ. Хаçатсем Сталинăн 227-мĕш номерлĕ "Пĕр утăм та чакмалла мар!" приказне пичетлерĕç. Пире вĕренсе пĕтерме май килмерĕ. 1942 çулхи июль уйăхĕнче Çурçĕр Кавказ фронтне разведкăна лекрĕм. Каллех тăшман тылне, "чĕлхе" тытма. Вĕсене эпир кирлĕ, хаклă документсемпе ярса илеттĕмĕр. Аманнă ура каллех ыратма пуçланăран разведка начальникĕ мана артиллерине куçарчĕ. Çапла майпа танксене хирĕç çапăçакан артиллерин 45 миллиметрлă оруди командирĕ пулса тăтăм. Молкабек, Орджоникидзе, Прохладный, Пятигорск, Тамань хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăм. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе икĕ хутчен наградăларĕç. Унтан пире Пĕрремĕш Украина фронтне ячĕç. Киева тăшманран тасатнă çĕрте пулман эпĕ, анчах Киев университетĕнче çĕр каçса курнă... Черняховский ертсе пыракан 69-мĕш çар йышĕнче Житомира илнĕ çĕрте пултăм, анчах ăна каялла нимĕçсен аллине пама тиврĕ. Апла пулин те Малино патĕнче хамăн расчетпа нимĕçсен икĕ танкне тĕп турăм. Батарея командирĕ: "Сире награда пама тăрататăп!" - терĕ. (Çав награда мана 2010 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче шыраса тупрĕ. Хĕрлĕ Ялав орденĕ. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă тĕле). 1944 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче эпĕ йывăр амантăм: пуля ÿпке витĕр тухса хул сыппине ватса хăварчĕ. Çакăнпа маншăн çапăçу хирĕ вĕçленчĕ. Госпитальтен сывалса тухсан "çар службине юрăхсăр" тесе çырса пачĕç, Ивановăри училищĕне вĕренме ячĕç. Эпĕ унтан 1944 çул вĕçĕнче "лайăх" паллăсемпе вĕренсе тухрăм. Пĕрремĕш Украина фронтне ячĕç, лейтенант звани пачĕç. Танк çарне лекрĕм. 1945 çулта Берлинти операцисене хутшăнтăм. Нумай юлташа унта ĕмĕрлĕхех çухатрăм. - Виктор Михайлович, хăвăрăн çемйĕрпе паллаштарăр-ха. - Вăрçă хыççăн, 1948 çулта, мана Калининграда, унтан Инçет Хĕвел тухăçа ячĕç. Манăн арăм - манăн водитель механикăн хĕрĕ. Питĕ ăста çынччĕ. Хĕрĕ çырнă çырусене пире вуласа паратчĕ. 1948 çулта çав хĕр патне çыру çырса ятăм. "Пурăнать-ши е çук;" - тетĕп. Çыру урлă пирĕн хушăра туслăх çуралчĕ. Эпĕ ăна Калининград облаçне килме чĕнсе йыхрав ятăм. Унта пĕрлешрĕмĕр. Икĕ ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Пĕри саппасри полковник, Дзержинский ячĕллĕ академирен, Управлени институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Халĕ Хруничев ячĕллĕ завод директорĕн çумĕ пулса ĕçлет. Кĕçĕнни Мускаври авиаци институтне пĕтерчĕ, КГБ органĕсенче службăра тăчĕ. Афган вăрçин участникĕ. Эпĕ ăна Афганистана ямасан та пултарнă, анчах ывăл: "Намăса ан яр!" - терĕ çирĕппĕн. Халĕ вăл - çар пенсионерĕ, шутлав техникин фирминче ĕçлет. Авиаци институтне пĕтернисĕр пуçне Мускав патшалăх университечĕн шутлав математикин факультетĕнче тепĕр аслă пĕлÿ илчĕ. Манăн виçĕ мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук пур. Мăнуксем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Шел пулин те, мăшăрăм пурнăçран уйрăлса кайрĕ. - Вăрçă хыççăнхи ĕç-хĕл мĕнлерех йĕркеленсе пычĕ; - Вунă çул, 1988 çулта саппаса тухиччен, Латвире Ригăри çарпа политика училищин начальникĕ пултăм. Унта электронщик инженерсене хатĕрлеттĕмĕр. Увольнени хыççăн мана Болшевăри Ракета çарĕсен управленине куçарчĕç, кайран - Одинцовăна. Халĕ эпĕ Одинцовăра пурăнатăп. Ригăччен пилĕк çул ытла Козельскри дивизин политпай начальникĕ пултăм, ултă çул Капустин Ярта полигон начальникĕн çумĕ. Ракета çарĕсен тĕп аппаратĕнче ултă çул ĕçлерĕм. Унтан Ригăна куçарчĕç. - Хăвăр çуралса ÿснĕ тăрăхра пулатăр-и; - Сайра. Çывăх çынсенчен унта манăн никам та юлман. Шăллăм та 2010 çулта çĕре кĕчĕ. Унăн икĕ ывăлпа хĕрччĕ. Пĕр ывăлĕ, шел те, вилнĕ. Мана тăван ялта манмаççĕ. Тĕп урам ман ятпа хисепленсе тăрать. Эпĕ - Шăхасан ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Ватлăх савăнăç мар. Анчах та çынсем мана асра тытаççĕ. Эпĕ нимĕншĕн те ÿпкелешместĕп.
Г.ВИКТОРОВ, саппасри подполковник, РФ космос çарĕсен службин ветеранĕ калаçнă.
Ÿкерчĕкре: (варринче) В.М.Михайлов генерал-майор, (сулахайра) саппасри полковник В.М. Ильин (Шăхасанта çуралса ÿснĕ), (сылтăмра) Федерацири хăрушсăрлăх службин офицерĕ К.Ю. Ильина.