20 июня 2014 г.
- Вăрçă пуçланичченех пире анне колхоз хирне çум курăкран тасатма илсе каятчĕ, - аса илет Аччара пурăнакан 82 çулти Нина Ивановна Яковлева. - Вăрçă хыççăн та колхозра ытларах ачасемпе хĕрарăмсем ĕçленĕ. Атте колхоз председателĕнче тăрăшнă пулсан та эпир ачашланса ĕçрен пăрăнман, халăхпа пĕрле ĕçе çÿренĕ. Хуçалăха "миллионера" кăларма пултарнă пирки атте, Яковлев Иван Яковлевич, пысăк хисепре пулнă. Сăмах май каласан, Нина Ивановна ашшĕ ячĕпе хисепленсе тăракан урамри 5-мĕш çуртра пурăнать.Мĕнле çулпа кайнă пулĕччĕ-ши Нина пурнăçĕ ăнсăртран вăл радиопа Мускавра университет тунă çĕре çĕршыври комсомолецсене ударлă стройкăна чĕннине илтмен пулсан; Вăл пĕтĕм документсене тутарса Октябрина ятлă иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕпе (вĕсен ашшĕсем пĕр тăван пулнă) 1952 çулта Мускава çитет. Хĕр-упраç Мускавра пурăнакан Петров Константин ентешĕ патĕнче вырнаçать. "Сире стройкăра ĕçлеме питĕ йывăр пулать, эпĕ сире урăх ĕçе вырнаçтарма тăрăшăп", - тесе шантарать вăл хĕрсене. Виçĕ кунтан Константин вĕсене сывлăш оборонин секретлă заводне çынсене ĕçе илни çинчен пĕлтерет. Унта кадрсен пайĕнче Нинăпа Октябринăна анкета çыртараççĕ, тăванĕсем е çывăх çыннисем тĕрмере ларман-и, тыткăнра пулман-и тесе ыйтса ял Советне, района, республикăна çырусем яраççĕ. Хуравĕсем лайăх пулнă пулас, тепĕр уйăхран иккĕшне те пропусксем параççĕ: пĕри территорине кĕме, тепри - цеха. Анчах Октябринăн Мускавра чылай вăхăт ĕçлеме тÿр килмест, ăна, агроном професси илнĕскере, каялла яла яраççĕ. - Шурă халат пачĕç, урана хывса кĕмелле. Канашри вагонсем юсакан заводри рабочисем вăл вăхăтра мазутлă ĕç тумĕпе çÿренине пит лайăх пĕлетĕп-ха. Кунта вара... Цех урайне паркет сарнă, урайĕнчех - кашма, таçта, çÿлтен кăмăла лăплантаракан кĕвĕ илтĕнет. Мачча çÿллĕш фикус, пальма... Эпĕ, ялта пурăннăскер, ун пекки халиччен ниçта та курман. Çак оборона заводĕнче Нина, вырăсла каласан, "монтажница радиоаппаратуры и приборов" професси илет. Вĕсем ракетăсен "ăш чиккинчи" пĕтĕм аппаратурăна пухса хатĕрленĕ. 1987 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата икĕ çул тăрăшать вăл çак предприятире. Опытлă специалистăн Байконурта, Чернобыльте, Астраханьти Капустин Ярта, Кубăра, Болгарире, ГДРта, Чехословакире, Монголире, Алжирта командировкăсенче пулма тÿр килет. Нинăн пĕрремĕш хут командировкăна Индонезине каймалла пулнă, анчах унта "переворот" пулнă пирки урăх çĕршыва яраççĕ. Кубăра вăл 1962 çулта Америкăпа Совет Союзĕ хушшинчи лару-тăру çивĕчленсе кайнă чухне пулнă, унта çулталăка яхăн пурăнма тивнĕ. "Оборонкăра" ĕçлекенсен завод мĕнле продукци туса кăларни çинчен никама та, çав шутра çывăх тăванĕсене те пĕлтерме юраман. - Яла отпуска килсен атте манран çине тăрса çапла ыйтатчĕ: "Нина, мĕн ĕçре вăй хуратăн, мĕнле продукци туса кăларать сирĕн завод;" "Атте, - теттĕм, - ку патшалăх вăрттăнлăхĕ, ун çинчен сăмах кăларма юрамасть". "Хула урамĕ шăлса çÿретĕн пулĕ те, "секрет" тесе ларатăн намăс пуласран", - тетчĕ. Кайран, паллах, пĕлчĕ. Пенсине тухсан Нина Ивановна ялта пурăнакан ватă амăшĕ патне çÿреме тытăнать. 1994 çулта Мускаври кооперативлă хваттерне сутса Шупашкарта хваттер туянать. Тăван çĕре таврăннă пулсан та Нина Ивановна чунĕпе ялтах. "Кун пек пурăнма май килмест", - тесе вăл хваттерне сутса хăйсен тĕп килĕпе юнашар кирпĕчрен хăтлă çурт лартать. Тата çакна асăнса хăвармалла: ашшĕ лартнă çурта Нина Ивановна музей вырăнне усрать: унти савăт-сапа та, кĕпе-тумтир те малтанхи пекех чыслăн упранаççĕ, ăнсăртран тăванĕ-мĕнĕ (вĕсем те пурте ватăлнă ĕнтĕ, час-часах тухса çÿреймеççĕ) тăван яла килес-тăвас пулсан чи малтан хăйсен ачалăхĕ иртнĕ кил-çурта кĕрсе тухаççĕ. - Нина Ивановна, сирĕн хăвăр ялти юхăнса ларакан чиркĕве çĕнĕрен уçас тесе пайтах чупма тивнĕ вĕт-ха... - Пĕррехинче аннепе радио итлесе ларатпăр: "Çĕршыври нумай регионта хупăннă чиркÿсене тĕпрен юсаса тепĕр хут уçаççĕ", - тет диктор. - Пуçа пычĕ-кĕчĕ: аслă аппа Тоня, Юнтапара пурăнаканскер, пĕррехинче ялти чиркĕве юсас пирки сăмах тапратнăччĕ: "Ĕçе пуçласа яраканĕ çук çав ялта", - тенĕччĕ вăл. Шухăшра ял йĕри-тавра чупса çаврăнтăм - чăнах та, ялта чиркĕве юсама пуçласа яракан пуçаруллă çын çук. "Мĕншĕн хамăн тытăнас мар-ха ку ĕçе; - тетĕп хама хам. - Ман картишĕнче выльăх-чĕрлĕх çук, пушă вăхăт нумай..." Тÿрех аннене каларăм: "Тавай хам чупса пăхам". Анне хăраса ÿкрĕ: "Ай,Турăçăм, ачам, пултарайăн-ши;" - терĕ. Халăх шухăш-кăмăлне пĕлес тесе виçĕ ялта килтен-киле çÿрерĕм: Вăрнар районне кĕрекен Рункăна, Хирпуçне тата хамăр Ачча ялне. Халăха пăтратса килтĕм, хирĕç калакан пулмарĕ, пурте алă пусса пачĕç. Ку тетрадьпе малалла ăçта каймалла; Райĕçтăвкома каяс - унта ăна сĕтел сунтăхне чиксе хураççĕ те манса каяççĕ. Аса килсех кайрĕ: пирĕн СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, район больницин тĕп врачĕ Ф.Григорьев пур вĕт-ха! Тÿрех Шăхасана вĕçтертĕм, Фирс Григорьевича çынсене алă пустарнă тетраде тыттартăм. Унăн ашшĕ хăй те пачăшкă пулнă вĕт-ха. Депутат ял-йыш шухăш-кăмăлне ырларĕ, малашне ăçта-ăçта каймаллине пĕлтерчĕ. Чиркÿ çинчен калас пулсан, кăçал ăна уçнăранпа 200 çул çитнине паллă турăмăр. Унта халăх 18 ялтан çÿренĕ. Чиркÿре 3 пачăшкă, пĕр дьякон, виçĕ псаломçă ĕçленĕ. Ачча чиркĕвне 40 çул хушши тунă, раствор тума 18 ялтан çăмарта пухнă. Никĕсĕ 6 метртан та тарăнрах, стена хулăнăшĕ пĕр метр. Документсенче кăтартнă тăрăх, чиркĕве нимĕç инженерĕн проекчĕпе тунă. Ку юрĕ-ха. Канаш чиркĕвĕнчи Александр аттепе канашланă хыççăн Варнава митрополит патне çитрĕм. Пурте ырлаççĕ, анчах мухтав сăмахĕпе кăна ĕçĕ пулмасть вĕт-ха. Икĕ хутчен Мускава кайса килтĕм, 6-7 хутчен Шупашкарти пуçлăхсем патĕнче пултăм. Чиркÿ уçма ирĕк паракан хут Мускавран килмелле-çке-ха. Юлашкинчен Шупашкарти тĕн енĕпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕ Краснов çапла каларĕ: "Нина Ивановна, тытăнăр ĕçлеме, яваплăха хам çине илетĕп", - терĕ. Каллех чупма тытăнтăм: вакунсем юсакан заводра тимĕр алăксем, решеткесем саккас патăм, йывăç патне - Шăхран лесничествине, кирпĕч илме - Татмăшри кирпĕч заводне çÿрерĕм. Райĕçтăвкома миçе çитмерĕм-ши - вăл кирлĕ, ку кирлĕ тетĕп. Шел пулин те, вĕсем мана пĕр пуслăх та пулăшаймарĕç: "Стройматериалсем илме черете тăмалла", - теççĕ. Каккуй унта черет, Аччара хĕрсе стройка пырать. Таçтан та килетчĕç çак сăваплă ĕçе тума. Канаш чиркĕвĕнчи Александр атте хăй те çанă тавăрсах ĕçлерĕ, укçан та пулăшрĕ. (Нина Ивановна хăй те чиркÿ тунă çĕре малтан 500 доллар, каярахпа 20 пин тенкĕ панă - В.Л.). Катекре чиркÿ тăвас енĕпе ăста специалистсем пурччĕ - вĕсемсĕр мĕн тунă пулăттăмăр-ши; Çĕнĕ Аччаран ушкăнĕпех килетчĕç, Канашран та килекенсем пулнă. Хирпуçĕнчи колхоз председателĕ Александр Ильич Ильин пулман пулсан (халĕ вăл пенсире) чиркĕве юсасси паян куна та çитетчĕ пулĕ. Вăл хăйсен ялĕнчи халăхпа вăрман касса килсе мачча-урай валли хăма çуртарса пачĕ. Куполĕсене тутăхман хурçă листисенчен Канаш вырăсĕ Александр ăсталарĕ. Маччине хамăр тăван Яков Трофимович çемйипе килсе хăпартрĕ. Мачча-урайне хирпуçсем килсе сарчĕç. Виçĕ çул иртсен, 1992 çулхи кĕркунне, Архангел Михаил кунĕнче Ачча чиркĕвне сăвапланă. Малтан тин çеç уçăлнă чиркĕве Канашран çамрăк пачăшка, 27 çулти Андрей аттене, яраççĕ. Шалу тÿлемен пирки вăл ĕçрен пăрахса каять. "Питĕ таса çынччĕ, хăй те турăш пекех тухса тăратчĕ кĕлле килнĕ çынсен умне, - аса илет Нина Ивановна. -Халĕ Мускава вахтăна ĕçе çÿрет теççĕ". Ачча чиркĕвĕнче пачăшкăсем улшăнсах тăраççĕ. Иккĕмĕшĕ, Николай атте, çемйипех Канаша куçса каять. "Виççĕмĕшне старостăра ĕçлекен Хĕветĕр пиччепе Комсомольски районĕнчи Шурутран илсе килтĕмĕр, - каласа парать Нина Яковлева. - Николай атте питĕ таса чунлă çынччĕ, çветтуй пекехчĕ вăл, ун патне чун туртатчĕ. Пирĕн пата таçтан та çÿретчĕç, чиркÿ тулли халăх пуçтарăнатчĕ. Арăмне тем килĕшмерĕ пулас, каялла Шурута илсе кайрĕ. Николай атте чухне чиркÿ эрнипех ĕçлетчĕ. Пĕр пилĕк çул каялла Николай атте леш тĕнчене кайрĕ. Ăна асăнма Шурут ялне хам та кайса килтĕм". Нина Ивановна каланă тăрăх, халĕ Ачча чиркĕвĕнче тăваттăмĕш пачăшкă, Канашра çемйипех тĕпленсе пурăнаканскер, ĕçлет. Вăл кунта шăмат кун каçхине тата вырсарни кун каçхине çеç килет. "Халăх саланса пĕтрĕ, - кулянать Нина Яковлева, - хăшĕ-пĕри Вăрнара çÿрет, çĕнĕаччасемпе тăрăнсем - Катек чиркĕвне. Кунта ялта тĕпленсе пурăнакан çын кирлĕ..." - Нина Ивановна, сире итлесе лартăм та, чăнах, эсир çав тери пысăк тав сăмахне тивĕç. Халăха хускатса яман пулсан, тен, Ачча чиркĕвĕ паянхи кунчченех ишĕлсе ларатчĕ. Пăхăр-ха, мĕнлерех мăнаçлăн капмарланса илем кĕртет вăл яла! Ахальтен мар ĕнтĕ ăна мĕн авалтанпах чиркÿллĕ Ачча тенĕ. Ан çилленĕр те, юлашкинчен çапла ыйту: эсир çамрăк чухне çемье çавăрайман-им; - Мĕн çилленмелли; Пурнăç çавăн пек пулса тухрĕ. Вăхăчĕ пулман командировкăсем тăрăх çÿресе. Çулталăк унта, çур çул тепĕр çĕрте. Кам кĕттĕр мана; Каччăсем купи-купипе çыру çыратчĕç. Хам та васкаман качча тухас тесе... - Çемье йышлă пулнă сирĕн, халĕ миçен пурăнатăр; Пĕр тăвансем аçу-аннÿ лартнă çурта килсе каяççĕ-и; - Улттăн пурăнатпăр, манран асли Николай 85-ре, унпа тантăшшисем ялта пĕр çын та çук, манран кĕçĕнни Михаил, йăмăксем Марийăпа Раиса, Украинăра Луганск хулинче Володя пурăнать. Ватăлчĕç ĕнтĕ, килсех çÿреймеççĕ, тата кашниннех сад пур та, вăхăта унта ирттереççĕ пулĕ çуллахи вăхăтра. - Мускава пĕрле ĕçленисем патне кайса çÿреместĕр-и; - Мускава кайманни пĕр пилĕк çул та пулĕ. Халĕ Канаша та тухас килмест. Ывăннă ĕмĕр тăршшĕпе командировкăсене çÿресе. - Выльăх-чĕрлĕх усрамастăр ĕнтĕ, пахчана мĕн те пулин лартатăр-и; - Унсăр мĕнле пултăр: çĕр улми, хăяр-помидор, кишĕр, укроп-петрушка... Хăвăрах тухса куратăр акă... - Нина Ивановна, сире Çÿлти Турă нумай çул пурăнма сывлăх патăрах. - Тавах сире ырă сăмахшăн.
В.ЛАПИН.