18 июня 2014 г.
Тухтăр, медик, лекĕр - кирек мĕнле чĕнсен те çынсем вĕсен умĕнче яланах пуç тайнă. Мĕншĕн тесен вĕсем пурнăçа, чун ыратăвне çăмăллатнă, шанчăк панă, лайăха ĕненме вĕрентнĕ. Сывлăх ху-ралçисем хăйсен професси уявĕнче пациентсен, çĕршыври мĕнпур халăхăн ăшă саламĕсене чăннипех те тивĕç. Районта Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе асра юлмалла уяв иртрĕ. Асхва ялĕ çывăхĕнчи "Урожай" стадионта йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятине медицина учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пухăнчĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Петров уçрĕ. - Наци проекчĕсем, сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программа - вĕсене пурне те халăха медицина пулăшăвĕ парас ĕçе лайăхлатма йышăннă. Сирĕн тĕллев - кăткăс та яваплă, ĕçĕр вара пĕтĕм вăя, пĕлĕве, юмартлăха пама ыйтать. Професси тăрăшăвĕ тата тимлĕхĕ сывлăхлă пулма тата хăвна шанма май параççĕ, ыркăмăллăхпа тараватлăх вара хăш чухне эмелтен те сиплĕрех. Професси ăсталăхĕ, Гиппократ тупине асра тытни, хăвăра шеллемесĕр ĕçлени тата юратса хисеплени малашне те районти сывлăх сыхлавĕн тытăмне ăнăçлă аталантарма пулăшĕç. Ĕмĕрхи çак професси анинче тăрăшакансене вĕсен çын пурнăçне упрас тĕлĕшпе тăвакан пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватăп. Сире тата сирĕн çемйĕрсене пĕтĕм чун-чĕререн çирĕп сывлăх, телей, çăмăл мар ĕçĕрте çитĕнÿпе ырă шанăç сунатăп, - терĕ Григорий Петрович. Участокри ача-пăча поликлиникин педиатр врачне А.Антоновăна, районти тĕп больницăн анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн заведующине Н.Слесарева, Аччари фельдшерпа акушер пунк-чĕн заведующине В.Сергеевăна сывлăх сыхлавĕн системинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Министерствăн тав çырăвĕсене Л.Сергеева, Р.Илларионовăпа Л.Афанасьева сестрасем тивĕçрĕç. Пĕтĕмĕшле практика врачне Л.Николаевăна, Л.Алексеева фтизиатр врача, Г.Ильина стоматолога, инфекци уйрăмĕн сестрине С.Зиновьевăна, клиникăпа диагностика лабораторийĕн фельдшер-лаборантне И.Анисимовăна, стерилизаци пÿлĕмĕн сестрине Л.Даниловăна тата больница водительне И. Степанова район администрацийĕн Хисеп грамотине илнĕ ятпа саламларĕç. Больницăри профсоюз организацийĕн председателĕ И.Ефимова ĕçтешĕсен ушкăнне республикăри медицина ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине пачĕ. Р.Федорова тĕп врач, Шăхасан тата Асхва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Руссковпа С.Иванов, районти ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ В.Петров сывлăх сыхлавĕнче палăрнисене хăйсем сиплекен çынсемпе сăпайлă та çепĕç пулнăшăн грамотăсемпе тата тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Уява районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль хăйĕн юрри-кĕввипе илем кÿчĕ. Больница юрисчĕ С.Садовский шăрантарнă юрра та кăмăлтан, хыттăн алă çупса йышăнчĕç. Стадионта чылайччен юрă-кĕвĕ янăрарĕ.
В.АЧЧА.