АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă лару-тăрура

18 июня 2014 г.

Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕнче 14 çул тултарнă 12 хĕрпе яша савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне пачĕç. Миграци службин Канашри уйрăмĕн инспекторĕ Е.Егорова паспорт историйĕпе паллаштарчĕ, унăн пĕлтерĕшĕ, унпа мĕнле усă курмалли çинчен каласа пачĕ. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулса тăнине ĕнентерекен документ илнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай пуçлăхĕ И.Сергеева саламларĕç, хаклă документа куç шăрçи пек упрама ыйтрĕç. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Э.Шерки сăмах каларĕ. Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрура Сухайкассинчи Э.Ефимовăна, Тури Сурăмри М.Григорьевăна амăш капиталĕн сертификатне пачĕç. Çамрăк юрăç О.Николаева юрлас пултарулăхĕпе кăмăла çĕклерĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика