18 июня 2014 г.
Тунти кун район администрацийĕн ларусен залĕнче Чăваш наци конгресĕн вырăна тухса ирттерекен канашлăвĕ пулчĕ. Кун йĕркине тăватă ыйту - Чăваш наци конгресĕн Канаш районĕнчи уйрăмне йĕркелесси, уйрăмăн йышне палăртасси, уйрăмăн председателĕпе унăн çумне тата ЧНКн июнĕн 23-мĕшĕнче иртекен черетсĕр 9-мĕш съездне кайма делегатсем суйласси - кĕртнĕ. Мероприятире Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркеленÿсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ, наци конгресĕн правлени членĕ С.Николаев тухса калаçрĕ, ЧНКн вырăнти уйрăмĕсен тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Лару ĕçне çавăн пекех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, район хаçачĕн журналисчĕсем хутшăнчĕç. - Чăваш халăхĕн йăла-йĕрке пуянлăхне упраса хăварасси, чăваш чĕлхин статусне çирĕплетесси культура ĕçченĕсенчен те, чăваш чĕлхи учителĕсенчен те нумай килет. Тăван чĕлхе пĕлтерĕшне ачасен чунне мĕн пĕчĕкрен хывса хăвармалла, унсăрăн çак ыйту çивĕчленсе çеç пырĕ. Чăваш культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине пĕлесси, вĕсене хисеплесси, тытса пырасси çемьере вăй илсе аталанмалла, - терĕ Станислав Андреевич. Ларура ЧНКн районти уйрăмĕн правленине 16 çынна суйларĕç. Уйрăм председателĕ пулма районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумне С.Ивановăна, унăн çумĕ пулма районти культура çурчĕн директорне О.Микушинăна шанчĕç. Светлана Силовнăпа Ольга Сергеевна тата Лия Арсентьева наци конгресĕн черетсĕр съездне хутшăнаççĕ.
И.ИЛЬИНА.