АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр асăнмалăх ырă ĕç

11 июня 2014 г.

Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Матьшÿпе Зеленовка ялĕсен масарĕнче савăнăçлă лару-тăрура часавай уçрĕç. Ăна асăннă ялсен çыннисем блоксенчен нимелле кĕске вăхăтра - вунă кунра - тунă. Чи хастар пуçаруçăсем - ĕç ветеранĕ В.Васильев, строительсем Юрий, Геннадий тата Сергей Константиновсем, ял старости В.Константинова тата ыттисем. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Матьшÿпе Зеленовкăра пурăнакансем, алла яхăн, масар территорине çÿп-çапран тата вăйлă çиле пула йăваннă йывăçсенчен тасатма тухнă. Ю.Константиновпа В.Лаврентьев хăйсен тракторĕпе пухăннă ăпăр-тапăра турттарса тухнă. Ырă ĕç тума спонсорсенчен 180 пин тенке яхăн пухнă. Е.Семенов ертсе пыракан "Глобал-инженеринг" 65 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра ял клубне юсама пулăшакан И.Алексеева предприниматель те сисĕмлĕ пулăшу кÿнĕ. Часавай валли сĕтеле В.Кузьмин предприниматель патĕнче ĕçлекен Н.Владимиров туса панă. Пластик чÿречесене Ю.Сергеев ларттарнă. Часавая уçнă чухне вĕсене пурне те ятран каласа хĕрÿллĕн тав тунă. Александр иерейпе Çĕрпÿри хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕн инокинĕ Елизавета часавая таса шывпа сăвапланă, кĕлĕ ирттернĕ, часавай тунă çĕре хутшăннă çынсене, Матьшÿпе Зеленовка ялĕсен халăхне тав тунă, нумай çул пурăнма пил панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов часавай уçăлнишĕн ял çыннисемпе пĕрле савăннине пытарман, районта 11 чиркÿ ĕçленине пĕлтернĕ. Сăмах калакансем татах та пулнă: право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕ В.Васильев, Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова, ял старости В.Константинова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ф.Филиппов, Матьшÿ çынни И.Алексеева тата ыттисем те. Уяв тутлă пулă шÿрпе çинипе тата пылак чей ĕçнипе вĕçленнĕ. Çатăркаçырми ялĕнче Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ ентешĕсене асăнса лартнă палăкăн хĕреслĕ куполне сăвапланă. Ялăн асăну кĕтесне тума Тюмень облаçĕнчи Автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче пурăнакан Н.Николаев тăван ялне 50 пин тенкĕ куçарнă. А.Федотов 3 пин панă. Пиншер тенкĕ паракансем вара чылаййăн. Чапаев, Шмидт урамĕсенче пурăнакансем 20 тата 12 пин, Çĕнĕ урамăн çыннисем 6 пин тенкĕ пуçтарнă. Çирĕм кун каялла ял çыннисем пуçламăш шкул пулнă территорине çÿп-çапран, хăрăк туратсенчен тасатса тирпей-илем кÿнĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Т.Владимирова, Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов, депутачĕ И.Иванов Çатăркаçырмин халăхне пуçарулăхпа тăрăшулăхшăн, кирек мĕнле ыйтăва та пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупса татса пама пултарнишĕн, асăну палăкне тума укçа-тенкĕ енчен пулăшнăшăн тав тунă. А.Федоров, В.Лысенина тата ыттисем ентешĕсен ячĕпе ялта тасалăхпа йĕркелĕх хуçалантăр тесе тăрăшма чĕнсе каланă. Малов спонсор кукар яшки пĕçерсе панă. Техĕмлĕ апата пурте юратса çинĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика