АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕпе кăмăла çĕклеççĕ

11 июня 2014 г.

Пултарулăхĕпе кăмăла çĕклеççĕ

Тури Юнтапари пуçламăш шкул-ача садĕнче юрлама-ташлама ухута ачасем сахал мар. Музыка ертÿçи И.Яковлева тата Б.Ивановăпа Н.Егорова воспитательсем чи маттуррисенчен, пултаруллисенчен "Юнтапа ачисем" ансамбль йĕркеленĕ. Вĕсен воспитанникĕсем уявсенче, ялти культура мероприятийĕсенче илемлĕ чăваш юррисемпе, ташшисемпе савăнтараççĕ, сăвăсем калама та ăста. Нумаях пулмасть пĕчĕк артистсем акатуйра матроссен ташшине ташларĕç, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе ашшĕ-амăшне пысăк концерт кăтартрĕç. Ирина Петровнăна, Надежда Васильевнăна, Беатриса Михайловнăна ачасем тăван амăшне савнă пекех юратаççĕ. Ял хушшинче те вĕсем пирки сахал мар ăшă сăмах илтме пулать. Вĕсен ырă ĕçĕ ачасене тăван халăха, унăн культурипе йăли-йĕркине юратма вĕрентет.

В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика