06 июня 2014 г.
Социаллă ĕçчен тенине чылайăшĕ илтнĕ паллах. Анчах та вĕсем мĕнле ĕç пурнăçланине чылайăшĕ тĕплĕн пĕлмест. Пирĕн çĕршыв пысăк лаптăк йышăнать, унта çĕр миллион ытла çын пурăнать, çав йышра хăйсен тĕллĕн çÿрейменнисем те пур. Инвалидсем, пенсионерсем, ватă тăлăхсем... Вĕсене кунсеренех социаллă ĕçченсен пулăшăвĕ кирлĕ. Пирĕн тĕп тивĕç - пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне кĕрсе ÿкнĕ çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтересси. Социаллă ĕçченсем ватăсем патне килĕсене тухса çÿреççĕ е "тăлăхсене" ваттисен çурчĕсене йышăнаççĕ. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн Пайкилтре, Çеçпĕлте, Сиккассинче ватăсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕсем тата ытти тĕллевлĕ подразделенисем ĕçлеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Социаллă ĕçченсен кунне паллă тăваççĕ. Çулсерен çак çăмăл мар профессие суйласа илнĕ пиншер çын салам йышăнать. Вĕсем пенсионерсене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене пур енлĕн пулăшса тăраççĕ. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Канашри центр коллективĕ социаллă ĕçченсене професси уявĕ ячĕпе саламлать. Хăйсен пархатарлă ĕçне малашне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма ăнăçу сунать.
Хамăр инф.