АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вăрланă е çук - пĕлместĕп, пăрăва тупса парăр!"

06 июня 2014 г.

Канаш районĕнче пурăнакансене çакăн пек чĕнсе калатăп: пăшăрхантаракан пĕр-пĕр пулăм çинчен полицие шăнкăравласа пĕлтериччен малтан лайăх шутласа пăхăр. Суя шăнкăрав туса эсир полици сотрудникĕсен чи хаклă вăхăтне туртса илме пултаратăр. Вĕсем сирĕн пата пырса вăхăта усăсăр ирттернĕ чухне тепри, тен, пирĕн пулăшăва куç пек кĕтме пултарать. Шел пулин те, юлашки çулсенче çынсем хăйсен тимсĕрлĕхне пула çухатнă, ăçта хунине манса кайнă япаласене тупса пама ыйтса шăнкăравлаççĕ. Тепĕр чухне преступлени пулнă тесех çирĕплетеççĕ. Анчах айванла шăнкăравпа полици ĕçченĕсен ĕç режимне пăснине чылайăшĕ ăнланмасть те. Нумай чухне çынсем выльăх е чăх-чĕп çухалнă тесе пĕлтереççĕ. Вырăна çитсе тĕпчеме пуçлатпăр та пăру е сурăх кĕтÿрен таврăнманни, кăкаркăçа татса кайни палăрать. Хуçисем вара вĕсене хăйсем тĕллĕн шырама шутламаççĕ те. "Выльăх киле вăхăтра таврăнмарĕ, полицие шăнкăравлам-ха, вĕсем тупаççĕ", - теççĕ пулинех. Кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче, сăмахран, кунашкал 10 тĕслĕх шута илнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштарас килет. Апрелĕн 21-мĕшĕнче Вăтакас Кипеч ялĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм 72500 тенкĕ укçа çухалнă тесе шăнкăравларĕ. Тен, 14 çулти ывăлĕ вăрланă пулĕ тет. Вырăна çитсен укçана никам та вăрламанни, вăл шифоньертах упранни паллă пулчĕ. Хуçи ăна пытарасса тĕплĕ пытарнă-ха, анчах ăçта хунине манса кайнă. Апрелĕн 22-мĕшĕнче Иккĕмĕш Хурамал ялне хуларан таксипе килнĕ хĕрарăм хăйĕн докуменчĕсене машина салонĕнче манса хăварнă тесе пĕлтерчĕ. Хăй вара çав таксиста шыраса тупма аванмарланнă тет. Апрелĕн 26-мĕшĕнче ятне палăртман çын Уçырма ялĕнчи пĕр килте 12 пин тенкĕ укçа çухалнă тесе шăнкăравларĕ. Оперативлă следстви ушкăнĕ экспертпа пĕрле çийĕнчех каланă вырăна тухса кайрĕ. Пирĕн сотрудниксем асăннă адреспа вырăна çитеççĕ - кил хуçи вĕсене тĕлĕнсе кĕтсе илет. Хăй нимĕнле полицие те евитлеменнине, çакна тума никама та ыйтманнине, килĕнчен нимĕн те çухалманнине пĕлтерет. Майăн 2-мĕшĕнче Çеçпĕл ялĕнчен шăнкăрав пулчĕ. Хĕрарăм почтальон ăна пĕр эрне хушши пенси укçи памасть, почта ĕçченĕсем çыхăну уйрăмĕнче питĕрĕнсе ларса эрех ĕçеççĕ тет. Ку фактпа та тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Уяв кунĕсем пулнă пирки вырăнти почта уйрăмĕ ĕçлемен, почтальонсем вара ытти йĕркеллĕ çынсем пекех каннă. Майăн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакан пенсионер кил картинчен хур ами çухалнине пĕлтерчĕ. Хурĕ вара картишĕнчи хăма купи айне чĕп кăларма кĕрсе ларнă пулнă. Майăн 9-мĕшĕнче 13 сехет те 36 минутра Кармами выççăлккинчен хĕрарăм шăнкăравларĕ. Хăйĕн килĕ умĕнчи картаран така кăкарса хунă пулнă, выльăх-чĕрлĕх пуçтарса çÿрекен Газель автомашина иртсе кайнă хыççăн така çухалнă тет. Полици ĕçченĕсем пырсан урамра Газель мар, çак ялта пурăнакан хĕрарăм çăмăл машинăпа иртсе пыни, такана кăкарса хунă кантрана çаклатса татнипе така тарни паллă пулчĕ. Тепĕр икĕ кунтан вăл тĕрĕс-тĕкелех киле таврăннă. Çак кунах Çÿлти Вăр- маньялта 12 сурăх кĕтÿрен таврăнманни пирки хыпар çитрĕ. Оперативлă следстви ушкăнĕ вырăна тухса çĕрĕпех ĕçлерĕ. Çухалнă сурăхсем кÿршĕ ял кĕтĕвĕпе хутшăнса кайнă пулнă. Майăн 20-мĕшĕнче Маякран шăнкăравларĕç. Пĕр хуçалăхра слесарь станокĕ çухалнă имĕш. Пирĕн сотрудниксем ăна сарайĕнче купаланса выртакан ăпăр-тапăр купи айĕнчен тупса пачĕç. Çак кунах Кивĕ Шелттемре урамра çÿрекен 10 хур "çухалнине" пĕлтĕмĕр. Вырăна çитсен кÿршĕ хĕрарăмĕ хурсене кÿлле хăваласа кайса янине палăртрăмăр. Майăн 22-мĕшĕнче Çеçпĕлтен шăнкăравларĕç. Çырмана кăкарса хунă вăкăр çухалнă теççĕ. "Вăрланипе вăрламаннине пĕлместĕп, анчах та вăкăра тупса парăр", - тет арçын. Телее, тепĕр 4 кунтан вăкăр хуçин килне чĕрĕ-сывах таврăннă. Районта пурăнакансене "Суя шăнкăрав" текен ăнлав пурри çинчен аса илтеретĕп. РФ КоАПĕн 19.13 статйипе килĕшÿллĕн пушар хуралне, полицие, васкавлă пулăшу службине, ятарлă службăсене суя шăнкăрав тунăшăн административлă йĕркепе явап тыттараççĕ, "суеçĕсен" 1000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран штраф тÿлеме тивет.

И.НИКОЛАЕВА, следстви пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, юстици подполковникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика