06 июня 2014 г.
Ытлари кун ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшне ÿстерес, çынсене ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕ иртрĕ. Республика хысни епле туласси предприятисенчен, уйрăм çынсенчен налук мĕнле пырса тăнипе тÿрремĕн çыхăннă. Налук пухăнасси вара производство кал-кал ĕçленинчен, çынсем шалу вăхăтра тата туллин илсе тăнинчен нумай килет. Ĕç укçи пысăкрах тăк налук та ытларах пухăнать. Ку енĕпе лару-тăру еплерех-ха; Çакăн çинчен РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева каласа кăтартрĕ. -2013 çулшăн пире 24200 ытла организаци отчет пачĕ. Шел те, страхлав тÿлевне куçарнине 69 проценчĕ çеç пĕлтерчĕ, - терĕ Роза Алексеевна. - 50800 çын ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен те пĕчĕкрех шалу илнĕ. Республикăра - 115 пин пенсионер, 58,5 пинĕшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă. Ытларах вĕсене тата 22 çула çитменнисене (пысăкрах пайĕ - студентсем) вăй питти çынсемпе танах ĕçлесен те сахалрах тÿлеççĕ. Студент нумай çимест, аслă ÿсĕмри пенси илет - вĕсене укçа çитет теççĕ пулас ĕçпе тивĕçтерекенсем. Организаци- предприяти ертÿçисен сăмахне итленĕ май çапларах пĕтĕмлетÿ турăм. "Вĕсем ыттисемпе тан çынсем мар-ши;" - тесе шухăшларăм. Пĕлтĕр ĕç тупса паракансенчен 942-шĕ тара кĕрĕшнисене ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен те сахалрах тÿленĕ, вăл шутра 265-шĕ - усламçă. Пĕчĕк виçепе кĕмĕл илекен вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче те чылай тĕл пулать. 2013 çулта 398 организаци ĕç укçине чи пĕчĕк виçене çитерме пултарнă. Ĕçшĕн тÿлев фончĕн ÿсĕмĕ 7 млрд тенке çитнĕ. 2014 çулхи I кварталта тÿлев фончĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 11,2 (1,5 млрд тенкĕ) пысăкланнă, 18,8 млрд тенкĕпе танлашнă. Апла пулин те ĕçпе тивĕçтерекенсенчен 3,5 пинĕшĕ çав-çавах чи пĕчĕк виçерен сахалрах тÿлет. Вăл шутра 40 проценчĕ бюджет тытăмĕнче вăй хурать. - Бюджет сферинче йĕркесĕрлĕх пулмалла мар, - килĕшменнине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Çакăн сăлтавне тĕпчесе пĕлме хушрĕ. Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçи - Чăваш Енри патшалăх тĕп ĕç инспекторĕ Валентин Воронов шухăша яракан тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Йĕпреç, Канаш районĕсенчи хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсене уйăхсерен вăтамран пĕр пин тенкĕрен те сахалрах тÿлеççĕ иккен. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта, çавăн пекех республикăри хăш-пĕр муниципалитетра шалу виçине тÿрех пĕлтерес мар тесе тата налук куçарасран та пăрăнса рабочисене шалăва конвертпа параççĕ. Республика ертÿлĕхĕ кунашкал йĕркесĕрлĕхе хытă сивлет. Чăваш Енри ĕç укçи тÿлессипе парăма кĕнĕ организацисемпе ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Унашкал коллектив ертÿçисене ларăва чĕннĕ. Парăмпа епле татăлма шухăшлани çинчен пĕлтермешкĕн сăмах пачĕç. Хăшĕсем рабочисен ĕç ук-çинчен налук тытса юлаççĕ, анчах ăна республика бюджетне йăлтах куçармаççĕ, пĕр-пĕр тĕллевпе усă кураççĕ. Çакă саккунпа килĕшсе тăмасть паллах. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен налук енĕпе ĕçлекен комиссийĕсен унашкал организацисене парăмпа татăлма васкатмалла, тĕрĕслеве тăтăшах ирттерме тăрăшмалла.
В.ГРИГОРЬЕВ.