АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă

06 июня 2014 г.

Микушка ялĕнче пурăнакан М.Ярмуков ача чухнех машина çÿретме ĕмĕтленнĕ. Ăна вăл 1954 çулта Совет Çарĕн ретне тăрсан пурнăçа кĕртнĕ. Çамрăк салтака Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чапа тухнă "Катюша" водительне лартнă. Çак хăватлă çар техникипе вăл Венгрири событисене хутшăннă. Службăна Украинăра сержант званийĕпе вĕçленĕ. Çар тумне хывсан Канашри 1424 номерлĕ автоколоннăна вырнаçнă. Пысăк машинăпа тĕрлĕ груз турттарнă. 1964 çулта элеватора куçнă. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕнхи çулсене çак предприятин пушар чаçĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Михаил Кирилловичăн тăрăшулăхне Хисеп хучĕсемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе хакланă, хаклă парнесем парса хавхалантарнă. Михаил Кириллович мăшăрĕпе, Зинаида Григорьевнăпа, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ярмуковсен 11 мăнук, кĕçĕн мăнуксем тăваттă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика