АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн акни-лартнине лайăх çитĕнтересчĕ

06 июня 2014 г.

Районăн агропромышленность комплексне 25 ял хуçалăх организацийĕ, 61 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, граждансен 17440 харпăр хăй хушма хуçалăхĕ кĕрет. Ÿсен-тăран ÿстерессинче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ, "АСК-Канаш", "Цивиль", "Хучель", "Агрофирма "Канмаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Э.Шамуков, В.Герасимов, В.Петров, В.Никонов, А.Владимиров, В.Малов, И.Лукианов тата О.Шпаков хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. "Агрофирма "Канмаш", "Хучель", "АСК-Канаш", "Цивиль", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, "Путь Ленина" ял хуçалăх производство кооперативĕ, Э.Шамуков, В.Герасимов, В.Петров, И.Лукиянов, И.Протасов, В.Малов, А.Владимиров хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхпа вĕçлерĕç. Районта çурхи культурăсем 13980 гектар йышăнаççĕ: тĕш тырă 11107, пĕр çул ÿсекен курăксем 1486, нумай çул ÿсекеннисем 246, техника культурисем 595, хĕвел çаврăнăш 100, çĕр улми 280, кукуруза 150, пахча çимĕç 16 гектар. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕсене 15371 гектара çитернĕ, пĕлтĕр 13515 гектар пулнă. Паллах, çакă - хуçалăхсене ертсе пыракансен, специалистсен тата ял ĕçченĕсен кăтартăвĕ. Çурхи ĕçсен пысăк пайĕ механизаторсем çине тиенчĕ. Вĕсем техникăна уя кăларма тĕплĕ хатĕрленĕ. Кунта чи маттуррисене палăртса хăварма кăмăллă: С.Павловпа В.Смирнов ("Агрофирма "Канмаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх), А.Иванов (Киров ячĕллĕ ЯХПК), А.Порфирьевпа А.Андрианов ("Цивиль"), Юрий тата Владимир Алексеевсем (Хучель) тата ыттисем те. Вĕсем агротехника мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçлама майсем туса пачĕç. Уй-хир ĕçченĕсен паянхи тĕп задачи - акнă-лартнă культурăсене йĕркеллĕ пăхса ÿстересси. Паянхи кун тĕлне тырă анисен 4500 гектарне хими майĕпе çум курăкран тасатнă. Выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес тапхăр çитсе тăчĕ. Техникăна вырма ĕçĕсене хутшăнма юсама тытăнмалла, çĕр пулăхне пуянлатмалла, фермăсене хĕле хатĕрлеме пуçăнмалла. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси яваплă задача шутланать. Район территорийĕнче вĕсем 5862,3 гектар йышăнаççĕ. Кăçал 3980,7 гектар çĕре "ĕçлеттерсе" яма палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕпрен илсен выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарнă. Оперативлă даннăйсем тăрăх кăçалхи 4 уйăхра ял хуçалăх организацийĕсенче 145,1 тонна (пĕлтĕрхи çак тапхăртин 96 проценчĕ) аш-какай, 1583,6 тонна (95 процент) сĕт хатĕрленĕ. Кашни ĕнен талăкри вăтам кăтартăвĕ 2013 çултипе танлаштарсан 3 процент ÿснĕ. "Путь Ленина" кооперативра кашни ĕне вăтамран 20 килограмм сĕт антарать. Киров ячĕллĕ ЯХПКра, В.Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕнче - 17 килограма яхăн. Иртнĕ çул вĕçĕнче Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче 200 ĕне вырнаçмалăх пăруламалли уйрăмпа пĕрле сĕт-çу ферми хута янă. Çакă хуçалăха сăвакан кĕтĕве 550 пуçа çитерме, çулталăкра сĕт суса илессине 2500 тонна таран ÿстерме май панă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика