АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятне яман, чысне ÿкермен

04 июня 2014 г.

Кашни ялтах ятлă-сумлă çынсем пур. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене манса пыратпăр. Эпĕ сире Çĕнĕ Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ М. Анисимовпа паллаштарасшăн. Михаил Анисимович 1926 çулта Анисим Иванович Иванов çемйинче çуралнă. Аччари шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Унăн курсри юлташĕсем - Чăваш Енĕн паллă врачĕ Фирс Григорьев, педагогика училищин директорĕнче ĕçленĕ Михаил Яковлев.18 тултарсан çар комиссариатĕнчен чĕнÿ хучĕ панă. Часах фронта ăсатнă. Вăрçă чарăнсан та Михаилшăн мирлĕ пурнăç пуçланман. Вĕсен чаçне Инçет Хĕвел тухăçне ăсатнă. Канаш станцинче поезд тăнă вăхăтра вăл педучилищĕне кĕрсе хăйне Инçет Хĕвел тухăçне ăсатнине пĕлтерсе хăварнă. Анчах та çакна яла пĕлтермен. Эшелон Владивостока кайнă чухне Михаил пĕр чарăнура поезд çине ларас текен хĕрарăм хутне кĕнĕ. Çакăншăн унăн 8 çул тĕрме асапне тÿсме тивнĕ. Владивостокра салтаксене кам учитель пулнине пĕлсе çывăхри ялсемпе поселоксене ачасене вĕрентме янă. Михаила урокран арестлесе илсе тухса кайнă. Çиелти тумтирсĕр темиçе çухрăм уттарса тĕрмене хупса лартнă. Çакăнта вăл чăваш хуралçине тĕл пулнипе анчах чĕрĕ юлнă. Сталин вилнĕ хыççăн тин ирĕке тухнă. Тăрăшуллă çамрăк 1955 çулта экзаменсене ăнăçлă тытса Уралти А.М.Горький ячĕллĕ патшалăх университечĕн (вăл Свердловск хулинче вырнаçнă, халĕ Екатеринбург) журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1960 çулта вĕренсе тухсан Амур çинчи Комсомольск хулинче 5 çул журналистра ĕçленĕ. М.Анисимов çавăн пекех "Красный Курган", "Советское Зауралье" хаçатсенче тăрăшнă. Михаил Анисимович тăван еншĕн тунсăхланипе иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен варринче Мускава ĕçлеме куçнă. "Красная Звезда" хаçат редакцине вырнаçнă. Унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл тăван ялпа яланах çыхăну тытнă. Кашни çулах отпускне Çĕнĕ Аччара ирттернĕ. Мăшăрĕпе пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. 2001 çулта Михаил Анисимович пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă.

М.ФЕДОРОВА, библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика