04 июня 2014 г.
Эрне кун Канаш енĕн çыннисем савăнăçлă лару-тăрура чăваш халăхĕн авалтан пыракан наци уявне, акатуя, паллă турĕç. Çĕнĕлле ăна юрăпа ĕç тата спорт уявĕ теççĕ. Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.Краснов, В.Ивановпа Г.Васильев депутатсем, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч, "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Филиппова тата ытти паллă çынсем хутшăнчĕç. Хăнасем чи малтан районти хуçалăхсем тăратнă ку чухнехи ял хуçалăх техникин куравĕпе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсем Ухман ялĕнче пурăнакан П.Архипов ăсталанă груз тиекен машина умĕнче чылай вăхăт тытăнса тăчĕç. Автор каланă тăрăх, вăл унпа строительство ĕçĕсенче усă курать. "Урожай" стадионăн ешĕл уçланкинче ял тăрăхĕсен капăрлатнă пĕчĕк пÿртсен картишĕсем "Ăсталăхпа илемлĕх тĕнчи" ятпа икĕ рете ларса тухнă. Мĕн кăна çук пулĕ кунта: чăвашсен ĕлĕкхи савăт-сапи, пир тĕртмелли станук, çип арламалли кĕнчелеççисем, тĕрлĕ тĕрĕпе чĕнтĕрсем, тумтирсем, тăван тăрăхри паллă çынсен кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштаракан кĕтессем тата нумай-нумай интереслĕ япала. Хунав йывăççисемпе илемлĕх ÿсен-тăранĕсен "Çут çанталăк тĕнчи - асамлăх тĕнчи", çăкăр таврашĕн "Асамлă çăкăр тĕнчинче" куравĕсем килен-каяна хăйсем патнелле кăчăк туртрĕç тейĕн: ушкăншарăн пухăнса, пĕр-пĕринпе ку е вăл иэделине сÿтсе явса паллашрĕç вĕсем. "Ачалăх тĕнчи" утравра та халăх татăлма пĕлмерĕ. Ачасем батутсем çинче кĕç-вĕç тÿпенелле вĕçсе каясла савăнăçлăн çухрашса сикрĕç, чукун çул çинче ярăнчĕç, вертолетпа вĕçекенсем те пулчĕç, шывра шарсемпе ишрĕç, хаваслă вăйăсем вылярĕç, тĕрлĕ конкурса, ăмăртусене хутшăнса парнеллĕ пулчĕç, "Машăпа упа" фотосалонра савăк кулăпа çиçрĕç, юмахсенчи сăнарсемпе паллашрĕç, вĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Ачасен юрлас-ташлас пултарулăхне ватти-вĕтти пăхса-итлесе киленчĕ. Уявра çирĕме яхăн суту-илÿ точки ĕçлерĕ. "Паха тĕрĕ" фабрика специалисчĕсем тĕрĕ тĕрлес енĕпе мастер-классем ирттерчĕç. Тимĕрçĕ асăнмалăх медальсем çапса пани пурне те кăсăклантарчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата унпа килнисем сцена умĕнчи пĕрремĕш ретри вăрăм саксем çине вырнаçрĕç. Культура çулталăкне халалланине пĕлтерсе тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, чечексемпе, транспарантсемпе илемлетнĕ машина тухрĕ. Ун хыççăн ял тăрăхĕсен пултарулăх, паллă çыннисен ушкăнĕсем черетленсе сумлă хăнасен умĕпе иртрĕç. Сцена çине районăн пĕрлештернĕ хорĕ "Килсе курăр хăнана" композиципе тухрĕ. Хор ертÿçипе дирижерĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем В.Стекловпа В.Кузнецов. Уява район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕç. Вĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа, пысăк уявпа саламларĕç, пурне те лайăх кăмăл, усăллă кану сунчĕç. Владислав Васильевич çур аки кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев муниципалитет ĕçченĕсене ял ĕçне тата тăван çĕре юратнине чапа кăларакан уяв ячĕпе саламларĕ, çăмăл мар ĕçшĕн тата тунă çитĕнÿсемшĕн тав турĕ. Михаил Васильевич патшалăх ял территорийĕсене, ял хуçалăх бизнесне аталантарма, ялти пурнăçа лайăхлатма майлă условисем туса панине палăртрĕ. 2014 çулта Чăваш Енре агропромышленность комплексне патшалăх пулăшăвĕ 2 миллион та 900 пин тенке яхăн уйăрма планланă. Кунта пысăк организацисем те, харпăр хăй хушма хуçалăхсем те тивĕçлĕ пулăшу илĕç. "Çĕр ĕç культури ÿссе пынине, ĕçе механизациленине, ял çыннисен пурнăç условийĕсем лайăхланнине палăртма кăмăллă", - терĕ М.Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ района ертсе пыракансене пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси тĕп задачăсенчен пĕри пулмаллине аса илтерчĕ. "Канашсем - ĕçчен, спортпа туслă, пултаруллă çынсем. Патшалăх пулăшăвĕ тата ял çыннисен тăрăшулăхĕ района малашне ăнăçлă аталану çулĕ çине тăма май парасса шанса тăратăп", - хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетрĕ М.Игнатьев. Михаил Васильевич 2015 çулта Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем Канаш районĕнче иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Çак хыпара акатуя килнисем хыттăн алă çупса, савăнăçлăн шавласа йышăнчĕç. Малалла ĕçре малта пыракансене чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова вырăнти хăй тытăмлăхне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тата тÿрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕç. "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн трактористне О. Афанасьева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панине пĕлтерчĕç. Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов, Ачча ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ М.Порфирьева, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн муниципалитетăн "Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центр" бюджет культура учрежденийĕн илемлĕх ертÿçи Г.Зиновьев, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хир бригадирĕ В.Зефиров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç. "Раççейри ял хуçалăх центрĕ" федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен филиалĕн пуçлăхĕн А.Денисовăн тăрăшулăхне РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе хакларĕç. Çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне В.Изратовăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Шуркасси шкулĕнче математика вĕрентекен А.Игнатьевăна, Шăхасан шкулĕнче технологи вĕрентекен А.Николаева Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хисеп грамотисене пачĕç. "Канашский" ăратлă чăх-чĕп завочĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн аслă операторне З.Андреевăна, чăх-чĕп пăхакан Л.Черновăна, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн техника паркĕн механикне В.Константинова, "Çĕр улмине мухтав" агрофирмăн бухгалтер кассирне Р.Никитинăна Ял хуçалăх, районти культура çурчĕн халăх театрĕн режиссерне Н.Антоновăна, Атнашри библиотека ĕçченне Е.Ивановăна, тĕп библиотекăн пай заведующине М.Ивановăна, Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствисен грамотисене парса чыс турĕç. "Ялсен территорисен аталанăвне 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен çирĕплетес" программăпа килĕшÿллĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатма социаллă пулăшу панине çирĕплетекен документа "Сормовский" тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченне Л.Захаровăна, "Путь Ленина" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченне О.Абрамовăна тата хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхне Т.Захаровăна пачĕç. Районти ĕç тата вăрçă, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен председательне М.Даниловăна вырăнти хăй тытăмлăх системинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннăшăн "Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят парса чысларĕç. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе акнă тырăсен хирĕсене тĕрĕсленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче малти виçĕ вырăна Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ, "Çĕр улмине мухтав" агрофирма, "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕх йышăннă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен хушшинче чи пысăк балл Э.Шамуков хуçалăхĕ илнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш кăтартусем - В.Петров тата И.Лукианов хуçалăхĕсен. Акатуйра вĕсене хастар ĕçшĕн хавхалантарчĕç. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ "Цивиль" тата "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен директорĕсене В.Ефимовпа Н.Ильина, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ер-тÿçине И.Протасова районăн обществăпа политика пурнăçне активлă хутшăннăшăн тав тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров ял хуçалăх тата ытти отрасльсенче малта пыракансен ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ, парне пачĕ. Уява ял çыннисем çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе пынă. Вĕсем иксĕлми киленÿпе "Канаш ен мерченĕсем" фестивале хутшăннисен, пултарулăх коллективĕсен, чăваш эстрада çăлтăрĕсен концертне, спорт ăмăртăвĕсене пăхрĕç. Ăмăртусен тĕп парнисене, тихапа такана, тивĕçлисем çĕнсе илчĕç. Районăн тĕп стадионĕ çийĕн чылайччен илемлĕ юрă-кĕвĕ, хаваслă кулă илтĕнсе тăчĕ.
В.АЧЧА.