АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пенсие тухичченех - пушар хуралĕнче

30 мая 2014 г.

Петр Иванович Сергеева хамăр районта палламан çын çук та пулĕ. Вăл пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Пушар хуралĕн сотрудникĕн çавăн пек пулмалла та пулĕ, мĕншĕн тесен унăн ĕçĕ çынсемпе çыхăннă. Петр Ивановичăн шăпи çав тери интереслĕ. Вăл 1954 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çеçпĕл ялĕнче Иван Сергеевичпа Дарья Павловна Сергеевсен çемйинче çуралнă. Хальхи вăхăтра Малтикас ялĕнче пурăнать. Çемьере чи асли пулнă, ун хыççăнхисем: Николай, Василий, Валентина, Валерий. Ача чухнех ашшĕпе пĕрле кĕтÿ пăхнă, лаша та усранă. Мĕн пĕчĕкрен спорта юратнă, çитĕнерехпе вара çамрăксене те спорта явăçтарнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван колхозра лашапа ĕçленĕ, утă-улăм, шыв турттарнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Çеçпĕлти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Оренбург облаçĕнчи Гай хулинче стройкăра ĕçлеме пуçланă. Анчах Петр Иванович пушар хуралĕн ĕçченĕ пулатăп тесе нихăçан та шутламан. Унта вăл ăнсăртран килсе лекнĕ. 1972 çулта салтака кайма вăхăт çитсен ăна малтан тинĕс флотне янă, кайран вут-кăвара хирĕç кĕрешекенсен шкулне вĕренме куçарнă. Çак сăлтава пула вăл хăйĕн пурнăçне пушар хăрушсăрлăх службипе çыхăнтарнă. 1974 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 1999 çулччен Чăваш Республикин ШĔМ органĕнче тĕрлĕ должноçре тăрăшнă: караул начальникĕ, инспектор, аслă инспектор, пушар хуралĕн начальникĕн çумĕ. Службăна Канаш хулипе Канаш районĕн Патшалăх пушар хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ пулса вĕçлет. Ĕçленĕ хушăрах 1979 çулта куçăмсăр майпа Ленинград хулинчи пушарпа техника училищинчен вĕренсе тухать. - Çăмăл пулман, паллах, кунĕпе ялсем тăрăх тĕрĕслесе çÿреттĕм, каçпа дежурствăра тăраттăм. Пур пĕрех вĕреннĕ. Час-часах çурран утма тивнĕ, япăх çанталăка та пăхса тăман, - аса илет Петр Иванович. Ахальтен мар пулĕ пушар хуралĕнче хăйĕн ĕçне парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах - Петр Иванович. Эпĕ (çак йĕркесен авторĕ) унпа пуçласа Çеçпĕл ял библиотекине ĕçлеме килсен паллашнăччĕ. Вăл тĕрĕслев ĕçĕсемпе час-часах килетчĕ. Нихăçан та вăрçмастчĕ, йĕркеллĕ ăнлантарса, асăрхаттарса хăваратчĕ. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен специалист, ĕçри юлташĕсем хушшинче те, ялта та вăл яланах хисепре. Пушар хуралĕн ĕçченне нумай медальсемпе чысланă: "Служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн", "Хăюллăхшăн", "Паттăрла ĕç тунăшăн", "Ĕç ветеранĕ" тата ытти награда нумай. Петр Иванович çавăн пекех çемьере лайăх мăшăр та. Вăл Çĕмĕрле хĕрĕпе Ольга Максимовнăпа ялти шкулта паллашнă. Ун чухне çамрăк хĕре, Канашри педагогика училищине пĕтернĕскере, Çеçпĕл шкулне практикăна янă пулнă. Петр Иванович вара ăна куçран вĕçертмен. 1976 çулта вĕсем çемье çавăрнă. Хальхи вăхăтра Сергеевсем тивĕçлĕ канура, туслă та килĕшÿллĕ çемьере виçĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, 6 мăнукне çитĕнтерме пулăшаççĕ. Хăй вăхăтĕнче картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, лаша та тытнă. Халĕ качака, кроликсем усраççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хăйсем патне пынă çынна сĕтел хушшине лартса пылпа чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ. Вулама та вăхăт тупаççĕ, библиотекăпа тачă çыхăну тытнисĕр пуçне темĕн тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илеççĕ :"Хресчен сасси", "Канаш ен", "Вестник ЗОЖ", "Пенсионная среда", "Аргументы и факты", "МК в Чебоксарах", "Моя семья". Петр Иванович Канаш хулипе районти пушар хуралĕнче ĕçленĕ ветерансен Канашĕн председателĕ, Çеçпĕл ял тăрăхĕн депутачĕ, çавăн пекех ăна Малтикас ялĕн старостине суйланă. Ял тăрăхĕнче пулса иртекен мероприятисене яланах активлă хутшăнать. Хăйĕн ĕç опычĕпе пурне те паллаштарма тата пулăшма хатĕр. Мĕн-ха вăл çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ тесе ыйтсан, Ольга Максимовна çапларах хуравларĕ: "Пĕр-пĕрне ăнланни, каçарма пĕлни. Çавăн пекех ачасемпе мăнуксем савăнтарсах тăраççĕ пире. Час-часах пĕрле пуçтарăнма тăрăшатпăр, уявсенче çеç мар, ытти чухне те". Петр Ивановичăн девизĕ вара: "Ĕçлемелле, ĕçлемелле тата ĕçлемелле". Çакăн пек мăшăрсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Вĕсемшĕн эпир питĕ савăнатпăр. Çак кунсенче Петр Иванович çывăх тăванĕсемпе, тус-юлташĕпе хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Эпир ăна çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Г.ШАДРОВА, Çеçпĕлти культурăпа библиотекăн аталану центрĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика