АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаш вертолет-палăк уçрĕ

30 мая 2014 г.

Канаш вертолет-палăк уçрĕ

2014 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕ Канаш хулин историне чаплă ĕç кунĕ евĕр кĕрсе юлчĕ. Вăл Чăваш Енре Пограничниксен кунне халалланă савăнăçлă мероприятисен эпицентрĕ пулса тăчĕ. Тăван Канаш ирех Мускавран килнĕ сумлă хăнасене йышăнчĕ. Пирĕн пата Раççей Федерацийĕн Геройĕ, тава тивĕçлĕ çар летчикĕ, Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Гаврилов генерал-лейтенант, Раççей Геройĕ, Федерацин Хăрушсăрлăх службин ятарлă тĕллев Центрĕн "Вымпел" подразделенийĕн ветеранĕ, "Альфа" ушкăн тытăмĕнче Дагестанри Беслан хулинчи шкул ачисене террористсен тыткăнĕнчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă саппасри полковник-десантник В.Бочаров, Шупашкарта çуралса ÿснĕ Раççей Геройĕ Е.Борисов, Раççей халăх артисчĕ, паллă телеертÿçĕ, актер, сценарист тата продюсер Л. Якубович, харпăр хăй юррисене юрлакан сăвăç тата композитор Н.Анисимов, Раççей Геройĕсен Ассоциацийĕн аппарачĕн ертÿçи, Раççей Федерацийĕн Правительствин вĕренÿ облаçĕнчи премийĕн лауреачĕ, саппасри полковник Р.Галимзянов килчĕç. Авалтан пыракан ырă йăлапа вĕсене чукун çул вокзалĕн перронĕнче тавра пĕлÿ музейĕн чăвашсен капăр тумне тăхăннă ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа тата техĕмлĕ сăрапа кĕтсе илчĕç. Хулари 8-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренекенсем Тăван çĕршыв мăнаçлăхĕшĕн пысăк ĕçсем тунă чаплă хăнасене чи малтан кĕтсе илме тивĕç пулчĕç. 1941 çулта çак шкултан вĕренсе тухнисем класĕпех фронта тухса кайнă. Каярахпа çак шкул çуртĕнче аманнă совет салтакĕсене сипленĕ. Хулан тĕп лапамне хула тата район çыннисем, çамрăк çарçăсем, кадетсем, шкултан вĕренсе тухакансем, пограничниксен çамрăк тусĕсем, воин-афганецсем, Çурçĕр Кавказри событисене хутшăннисем ирех пухăннă. Вĕсем Хăюлăхпа паттăрлăх монументне уçма йĕркеленĕ мероприятине килнĕ. "Ми-24" транспортпа çар вертолетне 1971 çулта серипе кăларма тытăннă. Унпа Афганистанри тата Чечняри событисенче, тĕрлĕ регионти конфликтсенче активлă усă курнă. Унăн официаллă мар ячĕ - "крокодил". Çак çар техникине Канашра Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов генерал-лейтенант тăрăшнипе вырнаçтарнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче аслă классенче вĕренекенсен хушшинче палăка ят парас тĕллевпе конкурс ирттернĕ. Тÿресем 8-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Карина Спиридонова сĕнĕвне килĕштернĕ. Çапла вара çар вертолечĕ "Хăюлăхпа паттăрлăх монуменчĕ" ятлă пулса тăнă. Монумента уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, çĕршыв тĕп хулинчен, Шупашкартан килнĕ хăнасем, Канаш тата Тăвай районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа В.Ванерке, хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова хутшăнчĕç. Савăнăçлă митингра Чăваш Ен пуçлăхĕ М.Игнатьев, Раççей Геройĕсем Н.Гавриловпа В.Бочаров, "Тĕлĕнтермĕш уй" телепередача ертÿçи Л.Якубович сăмах каларĕç, Пограничниксен кунĕ ячĕпе саламларĕç. Михаил Васильевич Канаш монохулана кăçалтан пуçласа федераци бюджетĕнчен укçа куçарма пуçласси çинчен пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе 820 миллион тенкĕ. Апла пулсан хула сăн-пичĕ лайăх енне улшăнĕ, унта пурăнакансен пурнăçĕ те сисĕнмеллех лайăхланас шанăç пур. Пирĕн чаплă ентешĕмĕр Николай Федорович паттăр ентешĕмĕрсене аса илчĕ, Чăваш Енре çуралса ÿснĕ çынсем Тăван çĕршывăн чиккисене тимлĕ сыхласса шаннине палăртрĕ. Раççей Геройĕ В.Бочаров постамент çине вырнаçтарнă çар вертолечĕпе Афганистан, Çурçĕр Кавказ çыннисен интересĕсене епле хÿтĕленине аса илчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура "хĕрÿ" вырăнсенчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнисен ушкăнне "Çарсене Афганистанран кăларнăранпа 25 çул" медальпе наградăларĕç. Н.Анисимов бард хăйĕн юррисене гитара каласа шăрантарчĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх монуменчĕ Салтак чысĕн символĕ кăна мар, вăл - астăвăмпа хурлану символĕ те. Канаш хулинчи, Канаш тата Тăвай районĕсенчи 38 каччă Афганистанра тата Чечняра пуç хунă. Вĕсен ячĕсене асра тытса тÿпем минутлăха шăпланчĕ. Паттăрсене чысласа Чăваш Ен пуçлăхĕ М.Игнатьев тата сумлă хăнасем вертолет-палăк умне чечексем хучĕç. Савăнăçлă митинг çамрăк çарçăсемпе кадетсен маршĕпе вĕçленчĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх монуменчĕ умĕнче малашне вăтам шкулпа, колледжпа сыв пуллашакансем, мăшăрланакансем, Канаш çыннисемпе хăнисем асăнмалăх сăн ÿкерĕнĕç, унпа тивĕçлипех мăнаçланĕç. Çав кунах сумлă хăнасем хулари 10-мĕш номерлĕ вăтам шкул тата ачасен ÿнер шкулĕн коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, "Промтрактор-Вагон" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн универсаллă шăратупа пуçтару цехне çитсе курчĕç.

В.АЧЧА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика