АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Самолетпа вĕçес тесен

28 мая 2014 г.

Акă çитрĕç те кĕтнĕ шăрăх кунсем. Ку тапхăрта тинĕс хĕрне канмашкăн кайма планласси нумайăшĕшĕн йĕркене кĕрсе пырать. Çакна шута илсе Шупашкар аэропортĕнчен самолетсем ытларах вĕçме тытăнаççĕ. Сăмахран, кăçал çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен Анталья - Шупашкар - Анталья маршрутпа кашни 4 кунра пĕр рейс яма палăртнă (ытти çулсенче 10 кунра пĕрре пулнă). Çынсем уйрăмах Турцире канма кăмăлланни вăрттăнлăх мар. Çапах ытти çулсенче Литвана та, Украинăна та, Казахстана та, Словакие те вĕçнĕ. Пирĕн пата вара Нидерландсенчен, Югославирен тата ытти çĕр-шывран килнĕ. Пĕтĕмпе 2008 çулта çĕр-шывсем хушшинче 94 авиарейс пулнă, 2009-мĕшĕнче - 24, 2010-мĕшĕнче - 13, 2011-мĕшĕнче - 45, 2012-мĕшĕнче - 45, 2013-мĕшĕнче - 33. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн чикĕри ветеринари контролĕ ирттерекен специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, ют çĕр-шыва кайма шут тытнă çынсем инçе çула тĕплĕн хатĕр-ленме тăрăшаççĕ. Шупашкар аэропортĕнчен 2008 çулта ют çĕр-шывсене çĕнĕрен вĕçме пуçланă. Çакна палăртмалла, малтанхи çулсенче çеç асăрхаттарусем пулнă. Турцирен илсе килнĕ пылпа çыхăннă лару-тăрăвах аса илер. Асăннă çĕр-шыв 1999 çултанпа ящур чирĕ тĕлĕшĕпе ăнăçсăр шутланать, 2005 çулта унта кайăксен грипне тупса палăртнă. Çавăнпа та унтан нимĕнле чĕр чун та, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ те, çăмарта та, апат та илсе килме юрамасть. Çавах та пĕр хĕрарăм пылпа таврăннă. Çакна валли унăн Россельхознадзор ирĕк панине ĕнентерекен документ та, пахалăхне тата хăрушсăрлăхне çирĕплетекен ветеринари сертификачĕ те пулман. Апла пулин те хуçи пылак çак çимĕçпе сыв пуллашасшăн пулман. Çавăнпа та ку лару-тăрăва судрах тишкерме тивнĕ. Суд йышăнăвĕнче пыла пахалăхсăр тата хăрушă тесе палăртнă. Ăна суд приставĕсем аэропорт территорийĕнче ятарлă кăмакара çунтарса тĕп тунă. Пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова палăртнă тăрăх, чикĕри ветеринари тĕрĕслевĕсене ют çĕр-шывран чĕр чунсен хăвăрт сарăлакан чирĕсене республикăна кĕртессинчен сыхланас, хăрушлăх кăларса тăратакан продукци çаврăнăшĕ аталанассинчен хÿтĕленес тĕллевпе ирттереççĕ. Тĕрлĕ амак чĕр чунсем, апат-çимĕç, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ урлă çитме пултарать-çке. Ют çĕр-шывран мĕнле те пулин хатĕр продукци е пĕр-пĕр япала илсе килес е кунтан илсе каяс тетĕр пулсан мĕнле документсем кирли пирки маларах пĕлмелле. Каяс çĕр-шывра чир-чĕр тупса палăртман пулсан унтан 5 кг таран выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ илсе тухма ирĕк пур. Çак виçерен ытларах тăк е ветеринари сертификачĕ ыйтаççĕ, е продукцие тĕп тăваççĕ. Сăмах май, иртнĕ çулсенче управлени специалисчĕсем 13,6 кг продукци утилизациленĕ. Чĕр чунсен тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ ирĕк панине çирĕплетекен документ тата ятарлă сертификат кирлĕ. Йытă е кушак пĕрле илесси пирки билет туяннă чухнех пĕлтерсен аван. Кашни авиакомпани тенĕ пекех чĕр чунсене илсе çÿреме ирĕк парать, анчах та правилăсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсем çинчен тÿрех пĕлни хăвăршăн лайăх. Маларах пĕлтермесен тăватă ураллă тусăра тÿпене хăпарас умĕн салона кĕртмесен те пултараççĕ. Поводырь йытăсене кăна ку йĕрке пырса тивмест. Авиакомпани ирĕк парсан салонра 4-5 килограмлă чĕр чун вĕçме пултарать, ытларах тăк - читлĕхри кушака (йытта) ятарлă вырăна параççĕ. Контейнер е читлĕх хускалма меллĕ пултăр, сывлăш кĕрсе тăтăр. Ветеринари свидетельстви илмелле, ăна 5 кунлăха параççĕ. Хăш-пĕр çĕр-шыв чĕр чунсем илсе килес тĕлĕшпе çирĕп йĕркене пăхăнма хистет е пачах та ирĕк памасть. Сăмахран, Европĕрлĕх çĕр-шывĕсене кайиччен чĕр чуна ятарлă хатĕр - чип - (чипирование) вырнаçтармалла. Ун тăрăх прививкăсем хăçан тунине тата ыттине пĕлме пулать. 4 эрнене çитнĕ йытăсене, кушаксене урнă чиртен вăхăтра прививка (çула тухиччен 12 уйăхран маларах мар, 30 талăкран кая мар) тумалла. Кунсăр пуçне дегельментизаци (çула тухиччен 10 кунран маларах мар тата 90 кунран кая мар) туни те пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пирки патшалăх ветеринари специалисчĕн ятарлă паспортра çырса палăртмалла. Хăш-пĕр çĕр-шывра (сăмахран Швецире, Мальтăра, Ирландире, Аслă Британире) урнă чиртен тунă вакцина усăллă пулнине çирĕплетме ыйтаççĕ. Европĕрлĕх çĕр-шывĕсене (сăмахран, Швецие, Мальтăна, Ирландие, Аслă Британие) каяс тесен дегельминтизаци (эхинококксенчен эмел пани) туни çинчен калакан сертификата акăлчан чĕлхипе çырнине йышăнаççĕ. Темиçе çĕр-шыва хĕш-пĕр ăрат йыттисене кĕртмеççĕ. Тĕслĕхрен, Италие, Испание, Дание тата Швецие "çапăçу" (бойцовский) йышши шутланакан ăратсене. Çакна та палăртмалла. Фауна пур представительне те чикĕ леш енне е унтан пирĕн тăрăха илсе çÿреме юрамасть. Сахалланса-çухалса пыракан çут çанталăк объектсен списокне кĕртнисен тĕлĕшпе ятарлă документ кирлĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енрен Турцие Ронни тесе чĕнекен йытă хуçипе вĕçнĕ. Пирĕн пата вара Голландирен пĕр талăкри чĕпĕсем çитнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче те вăйра тăракан йĕркесене пăхăннă май инспекторсен енчен асăрхаттарусем пулман. Чикĕ леш енчен, паллах, асăнмалăх япалапа килес килет. Ветеринари сертификачĕсĕр чĕр чунсен тирне карса тунă кĕлеткисене (чучело) илсе тухма ирĕк пур, сăмахран. Хăйсене усă курмашкăн - йытă е кушак (2 пуçран ытла мар). Ыйтусем пулсан асăннă пай специалисчĕсем тĕплĕн хуравлĕç: 54-55-57, 53-92-28 номерсемпе шăнкăравламалла.

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика