28 мая 2014 г.
- Йывăр-и чăваш чĕлхине хулари шкулсенче вĕрентме; - çавăн пек ыйту патăм эпĕ Канашри 11-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Максимова Надежда Викентьевна учительницăна. - Пĕр 10 - 11 çул каялла, чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенче те вĕрентме тытăннă вăхăтра, чăнах та, çăмăл марччĕ. Ачасем: "Мĕн тума пире чăваш чĕлхи кирлĕ", - тенине те час-часах илтме тиветчĕ. Ашшĕ-амăшĕ те "эпир вырăссем,тутарсем, чăваш чĕлхине ăнланмастпăр", - тетчĕç. "Эсир акăлчан чĕлхине те ăнланмастăр, каламастăр вĕт-ха акăлчан чĕлхи мĕн тума кирлĕ тесе; - теттĕм. - Эсир чăваш çĕрĕ çинче пурăнатăр, нихăçан та ачăр умĕнче "чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ" тесе ан калăр. Ача çавна илтет те, унăн вĕренес интересĕ пĕтет". - Халĕ чăваш ялĕсенче те ачасемпе килте вырăсла калаçнипе пĕр-ремĕш класс ачисем чăвашла пĕлмеççĕ, ку паллах, вĕрентекенсем умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. Ман шутпа, чăвашсем "вырăсланса" кайни, тăван чĕлхене тивĕçлĕ вырăна хурса хакламанни пĕрре те килĕшÿллĕ мар... - Тавах ача сачĕсенче ĕçлекенсене. Вĕсем пепкесене чăвашла вĕрентмен пулсан пире татах та йывăртарах килсе тухнă пулĕччĕ. Пĕрремĕш классене чăваш чĕлхипе чăн малтан тĕрлĕрен вăйăсем выляса паллаштаратпăр. Унтан чăвашла "эсĕ мĕн ятлă", "аçу-аннÿна мĕнле чĕнеççĕ" тесе ыйтатпăр, тĕрлĕрен чĕр чунсен ячĕсене, пахча çимĕç ячĕсене чăвашла калама, шутлама вĕрентетпĕр. Каярахпа ансатрах сăвăсем калама, юрă юрлама вĕрентрĕмĕр. Пулать вĕт тăрăшсан! Халĕ вĕсем пире чăвашла сăвăсем каласа, юрăсем юрласа, ташăсем ташласа савăнтараççĕ. Пĕр 3 - 4 çул каялла пирĕн Айсел ятлă азербайджан хĕр ачи вĕренетчĕ. Чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен вĕт-ха вăл. Пĕрремĕш парта хушшинчеччĕ те, мана куçран пăхса ларатчĕ - ман кашни сăмаха пуçа хывать ĕнтĕ. Юлашкинчен алă çĕкле пуçларĕ: пĕрне тĕрĕс калать, теприне... Эпĕ тĕлĕнсе кайрăм. Çулталăк вĕçнелле Айсель : "Я только учительницей чувашского языка буду", - терĕ. Енчен те урокра унран ыйтмасан вăл мана тем туса пăрахма хатĕрччĕ. Аллипе парттăна шаккаса ларать вĕт. Вара урокра унран 10 - 12 хут ыйтаттăмччĕ. Виçĕ çул хушши "пиллĕкпе" кăна вĕренсе пычĕ. Халĕ 10 - 15 çул каялли пек "пире мĕн тума чăваш чĕлхи кирлĕ" тесе калакансем çук. Пиллĕкмĕш класран пуçласа 11-мĕш класс таранах Çеçпĕл Мишшипе Константин Иванов сăввисене чăвашла вулаççĕ. 11 класра вĕренекен хĕр ачасем хулари Культура керменне драма кружокне те çÿреççĕ, тĕрлĕ спектакльсенче выляса хăйсен ăсталăхне çÿллĕ шая çитерме тăрăшаççĕ. Хĕрачасемпе пĕрле Культура керменне арçын ачасем те çÿреççĕ. Уйрăмах кунта Кузьмин Федяна асăнса хăвармалла. Вăл Çеçпĕл Мишшин сăввисене тăвăллăн, хăватлăн, мăнаçлăн каласа парать. 5-мĕш класри Вика Максимова чăваш чĕлхине çав тери лайăх вĕренсе пырать. Енчен те ăна урокра хăнăхтару парас пулсан, вăл ăна 3 - 5 минутра туса пĕтерет, ытти ачасене вара çав ĕçех тума 10 минут кирлĕ. Вăл чăвашла сăвă калама кăна мар, юрă шăрантарма та ăста. Пулаççĕ вĕт Турă пултарулăх панă ачасем! Çавăн пек матур ачасем вĕренеççĕ те, чун-чĕре савăнать вара, çаксемшĕнех ĕçлес килет, тепĕр чухне, йывăр пулсан та, вĕсем кăмăла çĕклесе яраççĕ. 6-мĕш класра вĕренекен Ефремова Вика Туркай Валерин çĕнĕ сăввине питĕ ăста вуласа парать. Пĕтĕмлетсе калас пулсассăн, чăваш чĕлхине вырăс ачи е чăваш, азербайджан вăл е тутар, е урăх халăх ачи, питĕ юратса вĕренеççĕ. Наталья Леонидовна Данилова, чăваш чĕлхипе литература учителĕ: - Эпĕ ку шкулта чылайранпа ĕçлетĕп. Чăнах та, Надежда Викентьевна каларĕ ĕнтĕ, малтанхи çулсенче чăваш чĕлхине вĕрентме йывăртарахчĕ. Халĕ, хăвăрах куртăр пулĕ, ачасем уроксенче кăна мар, ахаль чухне те чăвашла калаçма тăрăшаççĕ. Ку предмета эпĕ 3 - 9 классенче вĕрентетĕп. Паллах, ачасем тĕрлĕрен, хăшне-пĕрне "ют чĕлхене" вĕренме йывăртарах, теприсем тÿрех ăнкарса илеççĕ, вĕсене вĕрентме те çăмăлрах. - Методика литератури çителĕклĕ-и; - Çителĕклĕ, литературăпа та, чĕлхепе те. Чĕлхене эпир Галина Васильевна Абрамова кĕнекипе вĕренетпĕр, вăл çăмăлрах программăпа пырать. Унти текстсем те ачасене çывăхрах. Пурнăçра пулса иртекен пулăмсене çырса кăтартаççĕ. Алина Ильинична Кириллова: - Канашри педагогика училищинчен 20 çул каялла вĕренсе тухрăм та ку шкула килсе вырнаçрăм. Хулара пирĕн шкултан лайăххи çук та пулĕ - пурте килĕшет мана: учительсен туслă коллективĕ, пултаруллă ачасем. - Чăвашла пĕлекен учительсем пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе калаçма вăтанмаççĕ-и; - Çук. Вырăс учительсем те хутран-ситрен чăвашла сăмахсемпе перкелешеççĕ. Пирĕнпе чăвашла калаçма тăрăшаççĕ. Ачасене Шупашкара чăваш спектаклĕсем курма та сахал мар илсе кайнă. Чăн вырăс ачисем каяççĕ вĕт-ха. Çуначĕсем пулнă пулсан спектакльсем хыççăн вĕçсе кайнă пулĕччĕç - çав тери хавхалануллă туяççĕ хăйсене! Надежда Максимова: - Калаçăва хутшăнам-ха: пирĕн шкулта православи класĕ пур. Унта Стрельцова Маргарита Викторовна ĕçлет. Вĕсем ирхине 8 валли килеççĕ те мĕн каçчен шкулта: юрлаççĕ, ташлаççĕ. "Туслăх хĕлхемĕ" фестивальте вĕсем çав тери илемлĕ, тĕлĕнсе каймалла чăваш ташши кăтартрĕç. Çав вăхăтрах вĕсем чиркĕве те кайса килме ĕлкĕреççĕ. Нумаях пулмасть шкула "Тантăш", "Тетте" журналсен юлашки номерĕсем килчĕç: ку журналсене пирĕн ачасем 100-шер экземпляр ытла çырăнса илнĕ, унта хăйсен ÿкерчĕкĕсене, сăввисене ярса параççĕ, пичетленсе тухсан мĕнле савăнаççĕ тата! Вуннăмĕшпе вунпĕрмĕш классенче вĕренекен хĕр-упраçсем чăвашла юрлама-ташлама кăна мар, чăваш тумне те питĕ килĕштереççĕ. Класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисене вĕсем чăваш тĕрриллĕ тумсем тăхăнса килеççĕ. Темиçе çул каялла пирĕн шкулта хула шайĕнче "Чăваш пики" конкурс иртрĕ. Çур çул малтан хулари шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсене пуçтарса хăйсене валли чăваш кĕпи çĕлеттерме ыйтрăм: пире вăл яланах кирлĕ-çке тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме. "Мĕн тума кирлĕ, вăл 5-6 пин тăрать!" - теççĕ. Питĕ килĕшÿсĕр пулса тухса кайрĕç. Тепĕр çур çултан апрелĕн 25-мĕшĕнче "Чăваш пики" конкурса вĕсем пирĕн пата хулари кашни шкултан пурте чăваш тĕрриллĕ шурă, сарă, хĕрлĕ тĕслĕ вăрăм кĕпесемпе килнĕ. Акăш пек тухаççĕ вĕт-ха вĕсем сцена çине! Унта эпир тĕрлĕ конкурссем хатĕрленĕ: апат-çимĕç конкурсĕ, ташă-юрă конкурсĕ, чăваш тумĕ конкурсĕ. Мероприяти хыççăн çавра сĕтел йĕри-тавра пуçтарăнса кашни хăйĕн шухăш-кăмăлне каласа хăварчĕ: калассине каласа пĕтереймеççĕ, чунпа-чĕрепе савăнчĕç. Сирĕн пĕрремĕш ыйту çине пĕтĕмлетсе çапла хурав пама пулать: вĕрентекен хăйĕн ĕçне юратса пурнăçласа пырсан темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать. Хулари шкулсенче ачасем чăваш чĕлхине юратса, пĕтĕм пултарулăхне кăтартса вĕренеççĕ.
В.ЛАПИН.
Ÿкерчĕкре: пĕрремĕш ретре - Надежда Максимова, иккĕмĕш ретре - Алина Кириллова (сулахайри) тата Наталья Данилова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансемпе. Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.