28 мая 2014 г.
Шăхасанта "Управление "Чувашмелиоводхоз" учрежденин Канашри филиалĕн бази çинче "2014 çулта шăвармалли техникăпа усă курасси тата ăна туянасси" темăпа республика куравне ирттернĕ. Куравпа Чăваш Енри район администрацийĕсен пуçлăхĕсен агропромышленность ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕсем, ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсем, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров, министерство специалисчĕсем, Мускаври "Новый век" тата "Эй-Джи Холдинг", Шупашкарти "Агромаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен мелиораци техники енĕпе ĕçлекен представителĕсем, Канаш районĕн делегацийĕ, Шупашкарти "Агролизинг" акционерсен уçă пĕрлĕхĕнче, "Агромашснаб" тата "Агрорейдинг" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче ĕçлекенсем хутшăннă. Министр çумĕ Э.Александров патшалăх мелиораци облаçĕнче паракан пулăшу мерисем çинче чарăнса тăнă. Вăл каланă тăрăх, "Чăваш Республикин мелиорацийĕ" хушма программăпа килĕшÿллĕн 19,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех кăçал Раççей Федерацийĕ мелиорацие аталантарма 64,8 миллион тенкĕ куçарса пама палăртнă. Республика бюджетне ку енĕпе 22 миллион тенкĕ хывнă. Шăвармалли техника туяннă чухне тивĕçлĕ документсем тăратсан хакăн çуррине патшалăх саплаштарать. "Патшалăх пулăшнă чухне çакăнпа усă курмаллах. Проектпа смета хатĕрлесе тăкакланă суммăн çуррине компенсацилеççĕ. Пĕлтĕр мелиораци техники 101,7 миллион тенкĕлĕх туяннă", - тенĕ Эдуард Валентинович. Курава пынисем шăвармалли техникăпа тĕплĕн паллашнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.