28 мая 2014 г.
Эрне кун, çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче, пĕтĕм çĕршыври пекех пирĕн районти шкулсенче те "Юлашки шăнкăрав" уяв иртрĕ. Шăнкăрав сасси кăçал вĕренсе тухакансем ачалăхпа сыв пуллашнине, вĕсемшĕн çĕнĕ пурнăç пуçланнине пĕлтерчĕ. Вĕренсе тухакансемшĕн çак кун ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Педагогсемпе ашшĕ-амăшне ÿссе çын пулма пулăшнăшăн, хăйсен опычĕпе пĕлĕвне парнеленешĕн, çĕнтерме вĕрентнĕшĕн çĕре çити пуç тайса тав турĕç. Çакăн пек сăмахсем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче те янăрарĕç. Кунта 410 ача пĕлÿ илет. 18-шĕ 11-мĕш класра вĕренет, 45-шĕ - тăххăрмĕшĕнче. Савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ В.Федоров уçрĕ. Владимир Иванович педагогика канашĕн йышăнăвĕпе 11-мĕш класс пĕтерекенсене пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухма ирĕк панине пĕлтерчĕ. Вун пĕрмĕшсен малтанхи вĕрентекенĕсен О.Васильевăпа Е.Кириллован, класс ертÿçин Н.Федорован сăмахĕсем кашнин чунне хускатрĕç. Хăйсен воспитанникĕсене саламланă чухне куççулĕсене пытараймарĕç. Мĕншĕн тесен кашни кун тенĕ пек куракан ачасем çывăхран та çывăх, тăванран та тăван пулса тăраççĕ-çке-ха. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов вĕренсе тухакансене хăйсене килĕшекен, савăнăç кÿрекен, çынсене усă паракан професси суйласа илсе ăна пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. "Юлашки шăнкăрав сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать. Эсир аслă çул çине тăма хатĕрленетĕр. Вăл çитĕнÿсемпе, çутă шанчăкпа пуян. Вăл сире ĕмĕт-тĕллевĕре пурнăçлама май патăр", - терĕ Владислав Васильевич. 10-мĕш класра вĕренекен А.Александровăна чăваш чĕлхипе литературин олимпиадине хутшăнса республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин дипломне пачĕ. Саламлакансем татах та пулчĕç: Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Руссков, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, ашшĕ-амăшĕ, пĕрремĕш класра вĕренекенсем тата ыттисем. Акă пăлхануллă самант та çитрĕ. Чăлт шурă хăюпа илемлетнĕ йĕс шăнкăрав сасси ачалăх иртсе пынине, çĕнĕ пурнăç пуçланассине систерсе янăраса кайрĕ. Шăнкăравĕ хавассăн, çав хушăрах кăшт тунсăхлăн илтĕнчĕ. Мĕншĕн тесен шкултан вĕренсе тухакансем иккĕмĕш кил пулса тăнă шкулпа, юратнă вĕрентекенĕсемпе, пĕр класра пĕлÿ илнĕ юлташĕсемпе сыв пуллашаççĕ-çке.
В.АЧЧА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.