АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ячĕпе саламланă

28 мая 2014 г.

Нумаях пулмасть Пушарпуç ялĕнче пурăнакан Степановсем патне хăнасем пуçтарăннă. Сăлтавĕ вара питĕ пысăк: кил хуçи хĕрарăмĕ Раиса Васильевна 90 çула çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров юбиляра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвне вуласа панă, парне парса хисеп тунă. Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильева саламне Хисеп грамоти парса çирĕплетнĕ. Раиса Васильевна упăшкипе, Алексей Степановичпа, 62 çул пурăннă. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Степановсен 15 мăнук, 15 кĕçĕн мăнук. Р.Степанова - ĕç ветеранĕ. Вунă çул Шуркасси вăтам шкулĕнче ачасене биологи вĕрентнĕ, "Сормовский" совхозра 5 çул уй-хир бригадине ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва Шуркассинчи халăха йăла пулăшăвĕсем паракан пунктра приемщицăра ĕçлесе тухнă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика