АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эреххи паттăрлатнă

23 мая 2014 г.

Кăçалхи нарăс уйăхĕнче йĕркелĕх хуралçисем чукун çул вокзалĕ çывăхĕнче тăннкки-танкки пускаласа, кăшкăрашса пыракан Маркова (хушаматне улăштарнă) тытса чарнă. Эрех ĕçсе паттăрланнă арçынна çакă килĕшмен. Полицейскисем ыйтнине шута илмен, хирĕçнĕ, çĕçĕ туртса кăларса хăмсарма пуçланă. Çакăн пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Часах сучĕ те пулнă. Влаç представителĕсене çĕçĕпе хăмсарса хăратнăшăн пуçтах арçынна çулталăк çурă ирĕк прависĕр хăварнă. Полици çуртне самаях хĕмленнĕ Васнецова (хушамачĕ паспортри мар) илсе пынă. Ун çăварĕнчен мĕнле кăна путсĕр сăмах тухман пуль. Дежурствăра тăракан полицейски ăна темиçе те асăрхаттарнă. Анчах та лешĕ унăн сăмахĕсене хăлхана та чикмен, саççим аташса кайнă, чăрсăрланнă, сылтăм аллипе полицейскине тăнлавĕнчен çапса хытах амантнă. Васнецова икĕ çула хупнă. Ăна вăл ĕçлесе юсанмалли пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерĕ.

В.СНЕЖКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика