АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 100 тĕп ытла иçĕм çырли ÿсет

23 мая 2014 г.

100 тĕп ытла иçĕм çырли ÿсет

Тухăçĕ вара - темиçе центнер

Геннадий Михайлович Мельников хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Канашри педагогика колледжĕпе çыхăнтарнă. Кунтан вĕренсе тухсан çамрăк учителе салтака илсе кайнă, çар службинчен таврăнсан тăрăшуллă çамрăка педколледжа ĕçлеме чĕнеççĕ, унтанпа вăл кунта преподавательте тăрăшать. Геннадий Михайловичăн пĕр чун туртăмĕ пур - вăл çирĕм çул хушши хăйĕн садĕнче иçĕм çырли ÿстерет. Ку та кăна мар-ха, вăл Канаш хулипе районĕнчи кашни садра çак "хĕвел çырли" ÿстĕр тесе тăрăшать. Çулсерен чÿрече сакки çинче пĕчĕк савăтсемпе çĕршер иçĕм çырли калчи ÿстерсе çынсене валеçет. Укçасăр-мĕнсĕр, тав сăмахăшĕн кăна. - Геннадий Михайлович, çак кăнтăрти çырлана килти садра ÿстерес туртăм мĕнрен пуçланса кайрĕ; - Эпĕ хулапа юнашар пĕр яла юлташ патне хăнана кайнăччĕ. Вăл пахчинче иçĕм çырли ÿстерет. Мана та пĕр тĕпне киле парса ячĕ. Эпĕ лартнă та ун çинчен мансах кайнă. Ăна витмен те, вăл çаплах хĕл каçнă. Тепĕр икĕ çултан çуркунне пăхатăп та, ман йывăç сапакасем çакнă. Савăнсах кайрăм, пăхма тытăнтăм, пĕли-пĕлми шăварма пуçларăм. Çырли питĕ тутлă пулчĕ, симĕс тĕслĕ, "Алешенькин" текен сорт пулнă иккен. Çакăн хыççăн пуçланчĕ те ĕнтĕ иçĕм çырлине çине тăрса ÿстересси. Иçĕм çырли хăмла пекех ÿсет. Мĕн пурĕ садра ман 40 тĕрлĕ сорт, тухăçлисем 6-7, тĕмĕсем вара 100-тен те иртеççĕ. Ман садра пилĕк теплица, тăваттăшĕнче пахча çимĕç ÿстеретĕп, чи çÿллинче - кăнтăрти, ăшша юратакан иçĕм çырли сорчĕсем: "Кишмиш лучистый", "Кардинал", "Кеша-1", "Кеша-2", "Жемчужина". Кăштах çырла сорчĕсене асăнса хăварам: "Таежный" текенни хура тĕслĕ, ăна мана Шăхасанта пурăнакан Боголюбов Володя пачĕ. Çак йывăçа Потапенко хушаматлă селекционер тайгара тупнă. Çырли шултăра, пылак. Çырла тĕмĕ 40 градус таран сивве чăтма пултарать. Çак "Таежный" сорта кам курать-илтет - лартма сĕнетĕп: вăл сивве чăтать, ăна чир-чĕр ермест. "Донской" сорт ăшша юратать, чирлет, ăна пăхма йывăртарах. "Мускат красный" сорта юлташсем ярса панă, çырли питĕ шултăра, виçĕм çул пилĕк тенкĕлĕх тимĕр укçа пысăкăшех пулчĕ. "Кардинал" сорт çырли те çавăн пекех пысăк пулать. Сапакисем пысăках мар, çырли питĕ шултăра. "Алешенькин" сорта пурте юратаççĕ, çырли питĕ пылак, сапакисем пĕр кило ытла та пулма пултараççĕ, вăрри те сахал, кунти тăрăхра чи ир пиçекеннисенчен пĕри, анчах чирлет. Пирĕн тăрăхра халиччен иçĕм çырли чирĕсем пулман, вĕсем кăнтăрти халăхсем кунта сутма илсе килнĕ иçĕм çырли тĕмĕсенчен сарăлчĕç. Уйрăмах "мильдю" текенни. Кăшт çумăр çусанах "Алешенькин" сорт чирлеме пуçлать. Ман ăна сĕнесех килмест. Чирне çуркунне бордос шĕвекĕпе, çулла ордан сапса пĕтерме юрать. Анчах ку им-çам вĕт-ха, ăна ахаль те нумай çиетпĕр: пасарта е магазинта сутакан улма-çырла час пăсăлмасть тетпĕр, тĕрлĕрен им-çам сапнипе ĕнтĕ вăл нумай вăхăт хушши упранать. Çав им-çам пĕтĕмпех пирĕн çăвара кĕрет. Эпĕ хам садра хими препарачĕсемпе усă курмастăп. "Алешенькин" сорта çавăнпа сахалрах лартма тăрăшатăп. "Восторг" сорта мĕншĕн кăмăллатăп; Çырли унăн чĕре евĕрлĕ, вăрăм, хуппи хытă, виçĕ эрне хушши упранма пултарать. "Алешенькин" сорта, сăмахран, татнă хыççăн 3 - 4 кунтах çисе ямалла. Пирĕн тăрăхра ÿсекен иçĕм çырли нумай вăхăт хушши упранмасть, çавăнпа унран васкасах е сок, е варени, е компот, е эрех тумалла. Сокĕ çырлара сахăр нумай пулнă пирки питĕ пылак, шывпа хутăштармасăр ĕçме май çук. - Геннадий Михайлович, сирĕн дачăра çил арманĕ те авăрса ларать, беседка та пур, фонтанĕ те кунтах... - Фонтанĕпе çил арманĕ вăл каннă чухне пăхса ларса куçа кантарма, организма лăплантарма. Кĕр çитсен, сентябрь уйăхĕнче, эпир татнă сапакасенчен çырлисене иртме тытăнатпăр. Эрех завочĕсенче сапакисене тÿрех, çĕрме пуçланă, ирĕлсе кайнă çырлисене иртмесĕрех нимĕрме пуçлаççĕ. Эпир вара кашни çырлине пĕрчĕн-пĕрчĕн иртетпĕр. Çавăнпа пирĕн çырла эрехĕ таса пулать. - Пĕлтĕр иçĕм çырли мĕнле тухăç пачĕ, Геннадий Михайлович; - Иртнĕ çул питĕ ăнăçлă пулчĕ, çырлине çур тоннăна яхăнах пухрăмăр. Эрехĕ пĕтĕмпе 100 литр ытла пулчĕ. - Çырлан сĕткенне эсир мĕнле кăларатăр; - Челентано кинора, авă, иçĕм çырлин сапакисене урисемпе нимĕрет, эпĕ ку япалана чыслă теме пултараймастăп, çавăнпа çырлана электричествăпа ĕçлекен какай арманĕ витĕр кăларатпăр. Вăл пăтă пек пулать. Тепĕр икĕ кунтанах йÿçсе хăпарса каять, ăсли тĕпне пухăнать. Çав ăслине марля е тăпăрчă хутаççи витĕр сăрăхтарса илетпĕр. Вăл хăйне хăех, çĕпресĕрех, йÿçме тытăнать. Виçĕ эрнерен эрех йÿçсе çитет, анчах вăл çутă тăрă мар. 3 - 4 уйăхран тасалать, тăрăлать, эрехĕн хăвачĕ 6 - 7 градус кăна. Эпĕ ăна мунча хыççăн шывпа хутăштарса ĕçетĕп, вăл ăша лайăх кантарать, тухтăрсем организма усăллă тесе те калаççĕ. Кăçал пуçанан 60 çулхи юбилейĕ пулчĕ, унта хам тунă 10 литр эрехе илсе кайрăм. Вара халăх лавккаран илнĕ пĕр кĕленче эрехе те ĕçмерĕ, эпĕ илсе килнине ĕçсех ячĕç, çитмерĕ те. Градусĕ пысăк мар, ĕçме питĕ аван. Эрех тунă чухне çырла сĕткенне кĕленче савăт ăшне тулли яма юрамасть, нумай ярсан йÿçсе тăкăнать. Эпĕ 20 литрлă кĕленче çăварне йĕппе шăтарнă хăмпă тăхăнтаратăп. Сĕткен йÿçнĕ май вăл кăшт хăпарса тăрать, йÿçсе пĕтсен ланчăрах каять. Тата тепĕр уйăхран кĕленчене туп-тулли тултарса сивĕ вырăна лартмалла, унта вăл тата лайăхрах тăрăлать. - Геннадий Михайлович, хулара е районта иçĕм çырлине сирĕн пекех хавхаланса ÿстерекенсем пур-и; Пĕр-пĕринпе тĕл пулса канашлатăр-и; - Тĕл пулатпăр, калаçатпăр. Эпĕ иçĕм çырлине кунтах, аудиторири чÿрече саккисем çинче, ÿстеретĕп. Педколледжра студентсем нумай вĕренеççĕ, вĕсене эпĕ çырла хунавĕсене укçасăр-мĕнсĕрех пара-пара яратăп. Халĕ хулапа районта ман çырласене кам кăна ÿстермест-ши; Шăхасанта пирĕн колледжран вĕренсе тухнă Боголюбов Володя пурăнать. Унăн иçĕм çырлин тĕмĕсем 200 те çитеççĕ пулĕ, сорчĕсем те маннинчен чылай, çĕрĕ те манăнни пек хĕсĕк мар. Ман пахчара пĕр тăваткал метр пушă çĕр те çук: пур çĕрте те йывăç, чечек... Пахчара чăхсем те пур, пĕлтĕр хур та усранăччĕ, чылай сăтăр турĕç вĕсем мана, пĕтĕм иçĕм çырлин папкисене кăшласа пĕтерчĕç. Пĕрремĕш иçĕм çырлине эпĕ педучилище преподавателĕ, база шкулĕн директорĕ те пулнă Яковлев Михаил Яковлевич пахчинче курнăччĕ. Ăна вăл Севастопольтен илсе килнĕччĕ пулас. Михаил Яковлевич халĕ 89 çулта, вăрçă участникĕ, кунта килсех тăрать. Вăл каланă тăрăх, пиçнĕ иçĕм çырлине хăй пахчинче мĕн пурĕ те пĕрре кăна çисе курнă. Ман пата килет те дачăна, эпĕ ăна мунча кĕртсе яратăп, тĕлĕнет: "Сан кунта узбек-таджиксем ĕçлемеççĕ-и; - тет. - Сан çырлусем пурте пиçеççĕ, кăнтăрти пек шар пылак". Кулатпăр вара иксĕмĕр те. Çырлана пăхма пĕлмелле. Туратсене миçе папка хăварса касмаллине те пĕлес пулать. Вĕсене çуркунне касмалла мар, кĕркунне кăна. Çуркунне кассан сĕткенĕ турат вĕçĕнчен юхма тытăнать те, ăна ниепле те чараймастăн. Эпĕ ăна зажигалкăпа та çунтарса пăхнă, пурпĕрех чарăнмасть. "Алешенькин", "Мускат" сортсен турачĕсене 6-7 папка хăварса, "Изабелла", "Таежный", "Зилга" сортсене 10 папка таран хăварса касмалла. Кĕркунне хĕл каçма хатĕрленĕ чухне эпĕ çырла турачĕсене çĕр çине авса вырттарса ракаткăсемпе пăталаса хуратăп, шăшисем кăшласран чăрăш-хыр лăссипе витетĕп, çиелтен рубероид е пленка витме те юрать. Çуркунне те вăхăтра уçма пĕлмелле. Ир уçсан сивĕпе шăнма пултараççĕ, каярах юлса уçсан пăчăхса çĕрсе каяс хăрушлăх пур. Ирех çакса хума та юрамасть - сивĕсем таврăнма пултараççĕ. Кăçал хунанă туратсем 4-5 сантиметра çитсен иçĕм çырли тураттисене шпалер çине çакма юрать. Çулла та пăхсах тăмалла. Хушма туратсене ÿсме памалла мар, икĕ çулçă тухсанах ыттине чĕрнепех татса пăрахмалла. Кĕр çитеспе çырла сапакисене хуплакан çулçăсене пурне те иртмелле, хĕвел çинче çырла сахăр ытларах пухать, часрах пиçсе çитет. Сулхăнра ÿсекен йывăçăн çырли пулмасть. Иçĕм çырлине шыв хĕрне, шурлăха лартма юрамасть. Нумай шăварма та кирлĕ мар, кăнтăрта вăл чул çинче те ÿссе çимĕç парать. Çырла пиçнĕ вăхăтра ăна пач шăварма юрамасть - атту çырлисем çурăлса каяççĕ. Августра çумăр çусан çырласем çурăлма тытăнаççĕ, сăпса тапăнать - вара тухăç ан кĕт. Тата çакна каласа хăвармалла: "Зилга", "Таежный", "Амурский", "Альфа", "Муромец" сортсем 40 градус сивве чăтаççĕ. Эпĕ вĕсене шпалер çинчен илместĕп те, вĕсем хĕлĕпех çакăнса тăраççĕ. Ман кÿршĕ пахчаçăсем пурте иçĕм çырли ÿстереççĕ. Малтан хăраттăмччĕ хамăн пахчана кĕресрен. Халĕ пурин те пур та, кама кирлĕ ют пахчана кĕме. Сире те парса ярам-ха пĕр пилĕк тĕп, май уйăхĕн вĕçнелле вĕсене пахчана кăларса лартма юрать. Малашне сирĕн пахчара та хĕвел çырли хăйĕн тухăçĕпе савăнтарĕ. - Тавах, Геннадий Михайлович, çак хаклă парнешĕн.

В.ЛАПИН. Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика