23 мая 2014 г.
Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта калаçу Чăваш Республикин пĕрремĕш кварталти социаллă пурнăçĕн тата экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем, ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне, вĕсен сывлăхне çирĕплетессине тата ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси, республикăра ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе пĕчĕклетесси, ĕç ресурсĕсемпе эффективлă усă курасси çинчен пычĕ. Хушма темăсем те пулчĕç: РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн ĕçри çитĕнĕвĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул çитни, ачасене интернетри хăрушлăхран сыхласси çинчен. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Ямашри культура çуртĕнче ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. Эдуард Валентинович информаци кунĕн темисене республика пурнăçĕнчи тĕслĕхсемпе, экономика мĕнле аталанса пынине кăтартакан цифрăсемпе усă курса çутатса пачĕ. Владислав Васильевич районăн социаллă пурнăçĕн тата экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Юлашки çулсенче ялсенче ĕне тытакансен хисепĕ сисĕнмеллех чакса пырать. Сĕт паракан мăйракаллă шултра выльăх усракансен пысăк пайĕ - аслă ÿсĕмри çынсем. Вăтам çулсенчисем, çамрăк çемьесем темшĕн-çке ĕне выльăха кăмăлласах каймаççĕ, ăна пăхма ÿркенеççĕ. Кăçал районта хăйĕн сывлăхне 1616 ача çирĕплетĕ. Çакна валли вырăнти бюджетран 4036000 тенкĕ уйăрнă, ашшĕ-амăшĕ 1020900 тенкĕ парĕ. 420 ача шкул çумĕнче июньте йĕркеленĕ 16 лагерьте канĕ. Çул çитмен 512 çамрăк валли тĕрлĕ ĕç 11 шкулта йĕркелĕç. Çакна валли 300000 тенкĕ уйăрма палăртнă. Ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь çуллахи вăхăтра ачасене виçĕ сменăпа йышăнĕ. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне районти 102 çынна ĕçсĕррин йышне кĕртнĕ. Ĕç паракансенчен 495 ваканси пуррине пĕлтерни килнĕ. Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне ĕçе вырнаçтаракан центр банкĕнче - 223 ваканси. Кăçалхи тăватă уйăхра районти 258 çынна ĕç тупса панă. Тĕлпулура ыйтусем те нумай пулчĕç. Вĕсем пурнăçăн тĕрлĕ енĕпе çыхăннă: ача сачĕсен малашлăхĕ, шкул тытăмĕн системине лайăхлатасси, çулсемпе масарсене тасатасси, сĕт хакĕ тата ытти те. Пĕр ыйтăвĕ те хуравсăр юлмарĕ. Тыл ĕçченĕ Ф.Максимова Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă тĕле вăрçă ачисен аллейине йĕркелеме сĕннине ырласа йышăнчĕç. "Эпир 32-ĕн, йывăçĕсене хамăрах лартатпăр", - терĕ Фаина Сергеевна. Полицин участокри уполномоченнăйĕ В.Васильев тăватă уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те сăмах хускатрĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Имель ялĕн старости Н.Филиппов 70 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна ял тăрăхĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Çакăн пек тĕлпулу Çĕнĕ Чалкасси тăрăхĕнче те иртрĕ. "Раççей ял хуçалăх банкĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И.Письменская тата район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов Чакаç, Вăрăмпуç ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç.
В.АЛЕКСЕЕВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.