АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешме Китая кайĕ

21 мая 2014 г.

Шаккăл тăрăхĕнче спортпа туслă яш-кĕрĕм йышлă. Хăй вăхăтĕнче кунта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те чылаййăн пулнă. Акă, сăмахран, пĕр тăван Олег, Алексей, Эдуард Яковлевсене е Филипповсене илер. Вĕсем çемйипех кĕрешÿ ăсталăхне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Александр Васильев патĕнче алла илнĕ. Паян вара шаккăлсем çăмăл атлетикăра та палăрма пуçларĕç. Ку, паллах, питĕ лайăх. Денис Сергеев (ÿкерчĕкре) Шаккăлти тулли мар вăтам шкул хыççăн Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕнĕ. Денис çăмăл атлетика (хăвăрт утасси) уйрăмĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Спортпа 5-мĕш класранпах туслă. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех Атăлçи федераци округĕнче иртекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Спорт мастерĕн кандидачĕ. Пысăк çитĕнÿсем тума Дениса шкулти физкультура учителĕ Альбина Александровна Миронова хавхалантарса пынă. Альбина Александровна хăй те тĕрлĕ шайри ăмăртусене час-часах хутшăнать. Кăçалхи мартăн 22-23-мĕшĕсенче Сочи хулинче çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионатĕнче Денис Сергеев виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак кăтарту ăна майăн 3-4-мĕшĕсенче çăмăл атлетика енĕпе Китайра иртекен Тĕнче кубокне хутшăнма ирĕк панă. И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика