21 мая 2014 г.
Район администрацийĕн граждан тăрăмĕсен акчĕсене çыракан пайĕ Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа çемье уявĕсен залĕнче "Пĕтĕмпех çемьерен пуçланать" ятпа мероприяти ирттерчĕ. Уява Калиновкăри В.Константиновăна, Шăхасанти О.Васильевăпа Т.Соловьевăна, Сиккассинчи Е.Шоркинăна, Хучелти Кирилловăна чĕннĕ. Вĕсене праçник ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Пенси фончĕн вырăнти управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова саламларĕç, районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Кушăк ялĕнче пурăнакан Георгий Софроновичпа Римма Егоровна Софроновсем нумаях пулмасть пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç. Ылтăн туй ячĕпе нумай ăшă сăмах янăрарĕ. Вĕсен ячĕсене граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайăн Хисеплĕ юбилярсен кĕнекине кĕртрĕç. Хисеплĕ ватăсем килĕшнине пĕлтерсе алă пусса çирĕплетрĕç, хăйсене чыс тунăшăн чĕререн тухакан сăмахсемпе тав турĕç.
В.АЛЕКСЕЕВ. А.ТЯМИНА сăн ÿкерчĕкĕ.