АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускава - концерт курма

21 мая 2014 г.

Раççейри пĕчĕк хуласен культурине тата йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе ярас енĕпе ĕçлекен Ыр кăмăллăх фончĕ чĕннипе Чăваш Енри хуласемпе районсенчи хĕрарăмсен канашĕсен 40 активисчĕ "Вырăс музыкин шедеврĕсем" ыр кăмăллăх концертне кайса курнă. Вăл "Раççейĕн чи чаплă хайлавĕсем" фестивальпе килĕ-шÿллĕн Патшалăх Кремль керменĕнче иртнĕ. Фонд учредителĕ - Раççей халăх артисчĕ В.Маторин, концерта Мускав тата Пĕтĕм Раççей патриархĕ Кирилл пил панипе йĕркеленĕ, ăна Славян культурин тата çырулăхĕн кунне халалланă. Мускава кайнă делегаци йышĕнче пирĕн районтан иккĕн пулнă. Вĕсем - районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ О.Микушина тата республикăра ирттернĕ "Хĕрарăма мухтатпăр" конкурсăн "Халăх йăлисене упрасси тата чĕртесси" номинаци çĕнтерÿçи, Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Э.Шерки. Раççей халăх артисчĕн, Пысăк театрăн тĕп солисчĕн В.Маторинăн, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн оркестрĕн, Раççейĕн А.Юрлов ячĕллĕ академи хор капеллин, халăх инструменчĕсен Н.Осипов ячĕллĕ наци академи оркестрĕн, Могилев хулинчи халăх инструмен-чĕсен Л.Иванов ячĕллĕ çамрăксен оркестрĕн пултарулăхĕ пирĕн ентешсен асĕнче нумайлăха юлнă. Концерта Раççей халăх артисчĕ В.Березин ертсе пынă. Чăвашран пынă делегаци Мускав тăрăх экскурсире пулса историллĕ вырăнсемпе, палăксемпе паллашнă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика