21 мая 2014 г.
"Космонавт" лагерь çывăхĕнче, Кĕçĕн Çавал шывĕн сулахай енчи ешĕл йăлăмĕнче çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем тăватă куна пычĕç. Вĕсене районти 24 шкул команди хутшăнчĕ: "Орленок" - 13, "Зарница" - 15. Пĕтĕмпе 350 яхăн ача. Вăйăсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн ĕçлев-çисем А.Наймушинпа С.Желудков, ДОСААФăн районти организацийĕн председателĕ В.Владимиров хутшăнчĕç. Командăсем теори курсĕ витĕр тухрĕç, хăйсемпе паллаштарчĕç, пултарулăхĕпе ăсталăхне тĕрлĕ конкурспа викторинăра, ăмăртусенче вăйĕпе йăрăлăхне кăтартрĕç. Вырсарни кун çамрăк армеецсен вăййисем вĕçленчĕç. Конкурс йĕркелевçисем номинацисенче мала тухнисене дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç. Çĕнтерÿçĕсене пĕлтерме вăхăт çитрĕ. "Орленок" ушкăнта Ухман вăтам шкулĕн армеецĕсем çĕнтерчĕç, Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шуркассипе Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсен командисем йышăнчĕç. "Зарница" ушкăнра çĕн-терÿçĕ ятне Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем тивĕçрĕç. Иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш кăтартусем - Ухман тата Вăтакас Татмăш шкулĕсен командисен. Çĕнтерÿçĕ командăсем район чысне республикăри çамрăк армеецсен финалти вăййисенче хÿтĕлĕç. Вĕсене ăнăçу сунатпăр.
В.АЧЧА.