16 мая 2014 г.
Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативне (ЯХПК) вăтăр тăватă çул ертсе пыракан Николай Степанович Андреев хаçат-журнал ĕçченĕсене питех хапăлламасть (вĕсен хушшинче юлташĕсем, пĕлĕшĕсем сахал мар пулин те). Çакăн çинчен уççăнах пĕлтерни мана кÿрентермерĕ. Сăпайлăхпа палăрса тăракан ертÿçĕсемпе пĕрре мар тĕл пулма тÿр килнĕ-рен ăна ăнлантăм. Вĕсем çинчен ĕçĕ калатăр, мĕнлерех ертÿçĕ пулнине те вăлах ăнлантарать. Çапах та куçа-куçăн калаçмасăр маттурсен чунне епле туйса илĕн; Чунсăр çырнă япала автора та, вулакана та çырлахтармĕ. Çакна шута илсе уяв хыççăнхи кун хуçалăх кантурĕ умне ирхине ултă сехет тĕлне çитсе тăтăм. Нумай çывăратăп иккен. Хресченсем ир вăраннă, килти ĕçсене пуçтарса хуçалăха çитнĕ. Планеркăра лараççĕ. Николай Степановича эпĕ хальччен курман, палламан. Паллашу унăн сассине итленинчен пуçланчĕ. Кăшт уçă алăк хыçĕнче хăлха тăратса тăнларăм специалистсен ĕçлĕ калаçăвне. Çирĕп ыйтать вĕсенчен хуçа. Лешсем те сăмса айĕнче мăр-мар тумаççĕ, уççăн хуравлаççĕ, апла-капла тăвăпăр теççĕ. Тахăшĕ ав кооператив лашисем (вĕсем 28 пуç) хăйĕн пуссине таптани çинчен кăмăлсăрланса шăнкăравланă. Хуçалăх учĕсем кăна пулман иккен унта. Лару-тăрăва вырăна тухса тĕпчеме шантарчĕ зоотехник. Йĕрке хуçаланакан çĕрте пĕр-пĕрне кÿренмеççĕ: ыйтмалла чух ыйтаççĕ, савăнмалла чух савăнаççĕ. Уяв кунĕсенче пĕр специалистăн çуралнă кунĕ пулнăран ертÿçĕ ăна ир-ирех саламлама та манмарĕ. Алăк хыçĕнче итлесе тăнăшăн мана та кÿренмерĕ. "Пÿлĕме кĕрсе лармаллаччĕ", - терĕ кăна. Çын темĕн чухлĕ пурăнтăр, анчах вăл тĕлĕнме пăрахмасть. Çитмĕл теçеткене çывхаракан Николай Степанович та çавнашкал. - Николай Степанович, телефонпа калаçнă чухне тĕлĕнмелли кунсеренех тупăнать терĕр. Ыраттарать-и, савăнтарать-и çакă; - Хресченĕн çĕре типтерлемелле: сухаламалла, акмалла, лартмалла, унсăрăн нимĕн те пулмасть. Йăлтах хамăртан, ĕç çине мĕнле пăхнинчен килет. Нумайăшĕ çакна ăнланмасть. Пирĕн коллектив чиперех ĕçлет-ха, тумаллине вăхăтра пурнăçлать. -Апла мĕншĕн çав тери кулянатăр; - Механизаторсем çитмеççĕ. Чи çивĕч ыйту вăл пирĕншĕн. Пирĕншĕн çеç-и; Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн хуçалăха ун чухне пуçласа килнĕччĕ. Ыйтрĕ те - çак йывăрлăх çинчен каларăм. Ĕлĕкрех механизаторсене вĕрентсе хатĕрлекен училище пурччĕ Канаш хулинче. Халĕ унта нефть кăларакан отрасльте ĕçлеме специалистсем хатĕрлеççĕ, çамрăксене тÿлевсĕр тумлантараççĕ, тивĕçлĕ стипенди тÿлеççĕ. Кун пек чухне механизатора камăн вĕренес килтĕр; Паян ку профессин сумĕ çук. Хамăр хуçалăхра шалăва вăхăтра тÿлетпĕр. Уйăхри вăтам ĕç укçи 15 пин тенкĕрен иртет. Çук, пур пĕр илĕртейместĕн. Ĕçлекенниех акă вăхăтлăха Мускава кайса килем-ха тет те каялла хуçалăха таврăнмасть. Эпир шалăва пĕр вĕçĕмсĕр ÿстерейместпĕр. Мĕн чухлĕ ытларах паратăн, патшалăха налукне тата нумайрах тÿлемелле. Хуçалăх укçин 43 проценчĕ шалу тÿлеме каять. Унсăр пуçне ĕçлекене килти хушма хуçалăх тытма пăру-вăкăр, утă-улăм паратпăр. Апла пулин те хресчен сумне ÿстерме йывăр. Шухăшлăр-ха, Мускав укçине мĕнпе парăнтарма пултаратпăр эпир; Çакна патшалăх шайĕнче татса памасан нимĕнпе те. - Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем пур вĕт-ха пирĕн. Кадрсемпе вĕсем те пулăшаймаççĕ-и; - Америкăна, Европăри çĕршывсене пăхса йĕркеленĕ вĕсене. Мĕншĕн хамăр пуçпа, ăс-тăнпа шухăшламалла пулман; Патшалăх нумай укçа тăкаклать. Ĕç алли вара пур пĕр çитмест. Ĕлĕк айккинче тарса çÿрекенсене ирĕксĕрлесе ĕçлеттернĕ. Ачасене те ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ. Халĕ кутăнла ÿкерчĕк куратăн. Пĕлтĕр хуçалăхра ачасен вăйĕпе усă курнăшăн мана штрафларĕç. Мĕншĕнне ăнланма пултараймастăп. Штраф хунине хирĕçлес - нумай чупмалла, хут пуçтармалла. Манăн капла тума вăхăт çук. Ĕлĕк çĕр улми пухма шкулсем, Шăхасанти больница ĕçченĕсем тухатчĕç. Халĕ ачана ĕçлеттернĕшĕн патак çиетĕн. Темле пулсан та эпĕ кашни çул Пĕлÿ кунĕнче Шăхасан тата Атнаш шкулĕсене çитсе хуçалăха пулăшнă ачасене саламлатăп, тав тăватăп. Хам 3-мĕш курс хыççăн Казахстанра хаваспа ĕçленине аса илетĕп. Икĕ çул механизаторта ĕçлемесĕр алла диплом паман. Халĕ механизатора шкулсенче те вĕрентеççĕ имĕш. Унта вĕсем епле паха пĕлÿ илччĕр; Çиелтен ăс пухнипе май килмест. Тепĕр пилĕк çултан мĕн пуласси мана шиклентерет. Çĕр çинче ĕçлекен юлĕ-ши ун чухне;.. - Хăвăр хуçалăхра кадрсем тупатăр-çке. Çамрăксене те асăрхатăп. - Хам пурăннă, ĕçленĕ чух коллектива сыхласа хăвармалла. Çăмăл пулман ăна йĕркелеме. Кадрсене вĕрентсе кăларма та тивнĕ. Халĕ упăшкипе арăмĕ Земфировсем - агрономсем. Кил хуçин мăшăрĕ ача çуратнă та вăхăтлăха канать-ха. Упăшкин ашшĕ - бригадир. Çамрăксене явăçтарма тăрăшатпăр. Пирĕн патра ĕçлекенсен ачисем те Мускавра ял хуçалăх енĕпе аслă пĕлÿ илеççĕ. Вĕренсе тухнисем те пур. Маларах каларăм ĕнтĕ механизаторсем çитменни пирки. Ĕççире ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен студентсем практикăра пулнă май пулăшаççĕ. Ăрусен çыхăнăвĕ татăлманни савăнтарать. Тĕслĕхрен, Дмитрий Козинăн ашшĕ, аслашшĕ çак хуçалăхра вăй хунă. Олег Артизанов пултаруллă механизатор пĕлтĕр РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ. Ыттисем те маттур. Çынсем çитменрен вĕсем темиçе машина çине лараççĕ. Вăл е ку тапхăрта хăш техники кирлĕреххине кура. - Николай Степанович, чĕлхе вĕçне килнине ыйтмасăр чăтаймастăп. Хăвăр вырăна хăварма çын пур-и; - Мана кунта вунă çын таран улăштарма пултарать. Уншăн пăшăрханмастăп. - Киров ячĕллĕ хуçалăх республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Ĕне выльăх йышне ÿстеретĕр, çĕнĕ фермăсем тăватăр, сăвăмĕ те хушăнса пырать. Эсир тахçантанпах коллективлă хуçалăх статусĕпе ĕçлетĕр. Хальхи вăхăтра фермерсем нумай, вĕсен ĕçне епле хаклатăр; - Пытармасăр каласан, хальлĕхе лайăххине курмастăп. Каллех ют çĕршывсем хыççăн каятпăр. Таçта ин-çетре темĕн илтнĕ те тÿрех унталла таплаттаратпăр. Вăл çĕршывсенчи ял хуçалăхĕнче халĕ урăхларах лару-тăру, эпир вара фермерсемпе аран ишем пекки тăватпăр. Ав, куратăр-и, Канаш районĕнче миçе фермер хуçалăхĕпе тулли мар яваплă пĕрлешÿ (пĕр хут страницине вырнаçайман списока кăтартать - авт.), анчах усси нумай-и; Ăнтавăш енче уçман çĕр лаптăкĕ пайтах. - Николай Степанович, сирĕнпе пуплеме питĕ кăсăклă, шухăшлаттаракан япаласем çинчен калатăр. Ман паян тĕллев урăхчĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин сире пысăк награда парасси çинчен алă пуснă. Хавхалануллă статья пулса тухать пулĕ тенĕччĕ. Хăвăра "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята парасса кĕтнĕ-и; - Калама пултараймастăп. Хальччен çитмелли çитейменни те пулнă та. Эпĕ наградăшăн ĕçлеместĕп. Укçашăн та мар. Темиçе çул пенсире ĕнтĕ. Пĕлетĕр-и, малтанах пенси мĕн чухлĕ шутласа панине; Ĕненмесен ак ятарлă кĕнекене кăтартатăп. - 2733 тенкĕ те 30 пус. Халĕ те çавăн пек пĕчĕк пенси илетĕр-и; - Çук ĕнтĕ. Халĕ хушăннă. Ку малтанах шутласа панă тĕп пенси. - Ăнланма хĕн пурнăçа. Ял хуçалăхĕнче çур ĕмĕр ирттернĕшĕн ÿкĕнместĕр пулĕ. - Иртсе кайнă кунсемшĕн мĕн ÿкĕнмелли пур. Эпĕ çамрăк чухне ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлессе пач шухăшламан. Техникум хыççăн ял хуçалăх министерствине е ял хуçалăх техникин организацине (вăл вăхăтра - Россельхозтехника тытăмĕ) кайма вырăн пурччĕ. Иккĕмĕшне суйларăм. Хĕрлĕ Чутай е Канаш районне çул тытмаллаччĕ. Хам Çĕрпÿ районĕнчен пулнă май нихăш тăрăхне те пĕлмен. Канашри Шăхасана лекрĕм. Ял хуçалăх техникин организацийĕнче участокри механикре ĕçлерĕм, кайран ÿссе пытăм темелле. 3 çул çарта пултăм, таврăнсан каллех малтанхи ĕçе кайрăм. Ленинградра пĕлĕве ÿстертĕм. Хамăр организацире çамрăксенчен нарядсăр тытăмпа ĕçлекен бригада йĕркелерĕм. Комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă май ялсем тăрăх спектакльсемпе те çÿренĕ. Колхоз председателĕн рольне выляттăмччĕ. Каярах чăннипех хуçалăха тытса пыма тиврĕ. Агрохими службинчен (ял хуçалăх техникин организацийĕнчен мехотряда уйăрнă хыççăн) куçма тиврĕ унта. Делегаципех ÿкĕтлеме пуçтарăннăччĕ мана. Хирĕçлеймерĕм. 1980 çулхи юпа уйăхĕнчен пĕр улшăнмасăр Киров ячĕллĕ хуçалăха тытса пыратăп. Ĕçе кĕме пĕртен-пĕр заявлени панă та ку таранччен урăх çырман. Пĕр улшăнмасăр ĕçлетĕп терĕм-ха, çав хушăрах мана кашни икĕ çултан тепĕр хут ертÿçĕ пулма суйлаççĕ. - Суйлаччăрах. Сирĕн вăя шанаççĕ апла. Тен ытларах вĕренсе юласшăн; Ыррине ăса илни ытлашши мар. Çавах та манăн сире патшалăх наградине тивĕçнĕ ятпа та саламлас килет. Тепĕр чух патшалăха ăнланмастпăр тесен те аса илетех вăл пире. - Тавах. Халĕ çурхи ака пынăран çакна калам: вăхăтрах вĕçлĕпĕр ăна. Çу уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕтерĕпĕр.
И.НИКИТИНА.
"Хресчен сасси", 34-мĕш №.