16 мая 2014 г.
Тракторсен, прицепсен тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсен юсавлăхĕ патшалăх надзорĕ çирĕплетнĕ ыйтăмсемпе килĕшсе тăнине палăртас, ĕç вырăнĕсенче тата çулсем çинче хăрушсăрлăх йĕркелес, техника техтĕрĕслев тухнипе тухманнине тĕрĕслес тĕл-левпе çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Республикăра "Частник" операци ирттерме палăртнă. Çак тапхăрта патшалăх технадзор инспекцийĕн районти пуçлăхĕсем ГИБДД сотрудникĕсемпе районти ялсене тухса рейдсем ирттереççĕ. Вĕсем тракторсене чарса тĕрĕслеççĕ, документсем тивĕçлĕ шайра пулнипе паллашаççĕ. Йĕркене пăсакансене пуçран шăлмаççĕ, паллах, вĕсен штраф тÿлемелле пулĕ. Çавăнпа та техникăна юсавлă тытăр, документсене йĕркене кĕртсе çитерес ĕçе те вăраха ан ярăр.
А.ПЕТРОВ, патшалăх технадзор инспекцийĕн районти пуçлăхĕ.