16 мая 2014 г.
Юн кун районти ял хуçалăх предприятийĕсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансен канашлăвĕ иртнĕ. Тишкерÿ теми - çурхи уй-хир ĕçĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров уçнă, республикăн "Ĕçе пуçăнакан фермер" тата "Килти выльăх-чĕрлĕх ферми" программăсене хутшăнса грант çĕнсе илнĕ ятпа Катекри Н.Андриянова тата Янкăлчри В.Никонова саламланă. Малалла канашлу ĕçлĕ юхăма куçнă. Агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ В.Никоноров доклад туса панă. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 11101, çĕр улми 259, выльăх апачлĕх культурăсем 1867, пахча çимĕç 13 гектар акса-лартса хăвармалла. Оперативлă даннăйсем тăрăх çу уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çур акине ăнăçлă вĕçленĕ. Валерий Геннадьевич кашни хуçалăхăн ака компанийĕн цифрисене пĕлтернĕ. Культурăсене апатлантарма минераллă удобренисем 4783 тонна кÿрсе килнĕ, ку - планăн 50,3 проценчĕ. Хальхи тапхăрта хуçалăхсенче çĕр улми лартма тытăннă. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 110 гектар çинче пурнăçланă (планпа 259 гектар). Ку енĕпе "АСК "Канаш", "Аталану" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, О.Шпаков, В.Малов, А.Павлов, А.Владимиров, В.Герасимов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем лайăх ĕçленине палăртса хăварнă. Пахча çимĕç лартасси малалла пырать. Пĕр çул ÿсекен курăксем 861 гектар акнă. Силослăх культурăсем те акма палăртнă. Районта пушă выртакан çĕрсен лаптăкĕ 5862,3 гектар. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе инвесторсене явăçтарас ĕçсем пыраççĕ. Кăçал 3980,7 гектар çĕре "ĕçлеттерсе" яма палăртнă. "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов, райадминистрацин агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов калчасене пăхса тăрасси, вĕсене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсенчен, тĕрлĕ чиртен хÿтĕлесси çинче чарăнса тăнă. Канашлура çавăн пекех çак уйăхăн 30-мĕш кунĕнче акатуй ирттерес ыйтăва пăхса тухнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.