АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк евĕр вĕçсе анчĕç

16 мая 2014 г.

Кайăк  евĕр  вĕçсе  анчĕç

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 69 çул çитнине Канашра паллă тунă чухне Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуб парашютисчĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Вĕсем Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсемпе уявăн шăпах вăта тĕлне анса ларчĕç. Хулан тĕп тÿремĕнче спортсменсене хăпартланупа, хыттăн ал çупса кĕтсе илчĕç. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова Канаш çыннисен ячĕпе ăшшăн тав турĕ. Çакăн пек хăюллă спортсменсен хушшинче Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Ерицов та пур. Ялти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ, çар службине тинĕс пехотинче ирттернĕ, Йошкар-Олари политехника институтĕнче вĕреннĕ. Студент чухнех ДОСААФ шкулне парашютпа сикме çÿренĕ. Алла диплом илсен пĕр вăхăт Пермь крайĕнче вăрмансен авиахуралĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Раççейĕн вăрмансене пушарсенчен хÿтĕлекен тĕп авиабазинче тăрăшать. Вăл Мускав облаçĕнчи Пушкино хулинче вырнаçнă. Андрей Маркелович - база пуçлăхĕн çумĕ. Час-часах парашют спорчĕн хутăш ăмăртăвĕсене хутшăнать, ку енĕпе вăл спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. А.Ерицов парашютпа пĕтĕмпе 1487 хутчен сикнĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика