14 мая 2014 г.
Районта совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул тултарнă ятпа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Ветерансемпе тĕл пулчĕç, сывлăхĕ енчен самаях хавшанисене килĕсене кайса саламларĕç, парнесем пачĕç. Тăван çĕршыв салтакĕсен, тыл ĕçченĕсен мухтавĕ ячĕпе культура учрежденийĕсенче халăхра анлă сарăлнă, паттăрсене халалланă юрă-сăвă янăрарĕ. Чылай çĕрте фотокуравсем йĕркелерĕç. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Канаш райповĕн Вырăскас Пикшихри "Колос" кафене вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем пуçтарăнчĕç. Савăнăçлă мероприятине ял тăрăхĕсем уйăрса янă çыннисем хутшăнчĕç. Тĕл пулу çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă, йывăр сурана, чире пула пурнăçран уйрăлнă ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăнипе пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламлă сăмахĕнче районтан фронта 12970 çын тухса кайнине, çав йышран çуррине яхăн çеç тăван тăрăха çаврăнса килнине пĕлтерчĕ. Тăван çĕршыва ирсĕр тăшманран хÿтĕленисен речĕ çулсерен сайраланса пырать. Паянхи кун тĕлне вăрçа хутшăннисемпе сусăрланнисем 38-ăн, тыл ĕçченĕсем - 906-ăн, çĕнтерÿçĕ-салтаксен тăлăх арăмĕсем - 175-ĕн. Патшалăх тата общество вĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çамрăк ăру паттăрсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, вĕсем ачисемпе мăнукĕсен чĕрисенче яланлăхах упранĕç. - Сирĕн хушăра вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисем иккĕн, Ямашра пурăнакан Николай Якимович Якимов тата Маяк çынни Николай Васильевич Романов. Ыттисем сывлăхĕсем хавшанине пула паянхи чыслава килеймерĕç. Тыл тата ĕç ветеранĕсем те пур. Эсир фашизма тĕп тăвассине пысăк тÿпе хывнă. Тылра хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем ырми-канми ĕçленĕ. Мĕн пуррине пĕтĕмпех Аслă Çĕнтерÿ валли панă. Тайма пуç сире çакăншăн. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче сирĕн ĕçĕр сисĕмлĕ. Вĕсене хăвăр чăтса ирттернĕ хаяр та йывăр 40-мĕш çулсем çинчен час-часах каласа парăр. Халăхăн паттăрлăхне нихăçан та ан манччăр. Украинăра лăпкă мар. Фашизм пуçне каçăртать, аллине ăçта тата кам çине çĕклес тесе канăçсăрланать. Унăн çулне пÿлмеллех. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх, тăнăç пурнăç сунатăп, - терĕ Владислав Васильевич. Ветерансен ячĕпе хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, ĕç ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ В.Петров, унăн çумĕ М.Данилова тата ыттисем ăшă сăмахсем чылай каларĕç. Хисеплĕ ватăсем хăйсен йывăр çамрăклăхне аса илчĕç. Кашнин вĕсен хăйне евĕрлĕ. Ямаш çынни Н.Якимов Çĕнтерĕве Кенигсберг çывăхĕнче кĕтсе илнĕ, Микушкара тĕпленнĕ М.Ярмуков Венгрири событисене хутшăннă. Çеçпĕл ялĕнчен килнĕ М.Иванова районти психиатри больницинче санитаркăра 30 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ăвăспÿрт Кипечри А.Федотова ялти медицина пунктĕнче тăрăшнă. Районти ял тăрăхĕсен тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль чуна хускатакан юрăсем шăрантарчĕ, ташă ăстаçи О.Аристархова чăваш ташшипе кăмăла çĕклерĕ. х х х Тепĕр кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Сухайкассинче пулчĕ. Хăнасем тата ветерансем палăк патне шкул ачисенчен йĕркеленĕ "чĕрĕ коридор" витĕр тухрĕç. Аллисенче - чечексем. Сухайкассинче вăрçă ветеранĕсенчен М.Осипов кăна пурăнать. Михаил Осиповича мăнукĕ çавăтса килнĕ. Тыл ĕçченĕсем 22. Митингра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Раççей Федерацийĕн Тинĕс çар флочĕн аслă вĕренÿ заведенийĕсен управленийĕн штабĕн пуçлăхĕ, Асхва ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Андреев контр-адмирал, отставкăри полковник Вячеслав Ильин (Шăхасантан), Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Иванова сăмах каларĕç, ветерансен ушкăнне парнесем пачĕç. Шкул ачисем сăвăсем вуларĕç, çамрăк армеецсен отделенийĕсем салтаксенни пек çирĕп утăмсемпе палăк умĕпе иртрĕç. х х х Энтриялĕн тĕп лапамĕнче ирех çарпа патриотизм темипе çыхăннă юрăсем янăрарĕç. 9 сехет тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене тата воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăксен умне ял халăхĕ пухăнчĕ, çамрăк армеецсем хисеплĕ хурала тăчĕç. Ялта фронтовиксем юлман, салтак арăмĕ 90 çулти А.Игнатьева уява килеймен. Тылра ĕçленисем 31-ĕн пурăнаççĕ. Афганистанри, Чечняри событисене хутшăннисем 22-ĕн. Вĕсенчен 14-шĕ паттăр ентешĕсене пуç тайма килнĕ. Митинга ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Михайлов уçрĕ. Вырăнти вăтам шкул директорĕ А.Гурьев доклад турĕ, хăрушă вăрçăра çĕнтерÿ мĕн хака ларнине палăртрĕ. Микрофон умне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, В.Андреев контр-адмирал, В.Ильин полковник, В.Павлов воин-интернационалист тухрĕç. Хăйсен саламне вĕри точкăсене, сăртлă-туллă çĕршыври çапăçусене хутшăннисен ушкăнне асăнмалăх медальсемпе наградăласа çирĕплетрĕç, парнесем пачĕç. Саламлакансем татах та пулчĕç: район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков, ветерансен канашĕн ертÿçи И.Андреев, çамрăк армеецсен отрячĕсем тата ыттисем. Трибуна умĕпе ачасем вăрçа хутшăннă мăн аслашшĕсемпе кукашшĕсен пысăклатнă сăн ÿкерчĕкĕсемпе иртрĕç. Палăксем патне чечексем хучĕç. Уяв шкул ачисем хатĕрленĕ "Шкулти çуркунне" концертпа вĕçленчĕ. х х х Хулари Афганецсен скверне вырăнти хирĕçÿсене хутшăннисене чыслама, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе пуçĕсене хунисене асăнма вилнисен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, юлташĕсем, пĕрле вĕреннисем, кадетсем пуçтарăнчĕç. Митинга Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен союзĕ" организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софроновăн, хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванован, республика çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн Ю.Барышовăн. В.Андреев контр-адмиралăн, Раççей Федерацийĕн Сывлăш десант çарĕсен штабĕн гварди полковникĕн Э.Смирновăн, хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен, Афганистан вăрçине хутшăннисен сăмахĕсенче ветерансен паттăрлăхĕпе чысне хисеплени, вĕсемпе мухтанни, вĕсене çамрăксене воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн тав туни яр уççăн тухса тăчĕ. Воин-интернационалистсен, вĕсен çывăх çыннисен ушкăнне çарпа патриотизм ĕçĕнче палăрнăшăн кăкăр çине çакмалли паллăсем, грамотăсем, парнесем парса хисеп турĕç. Монумент умне чечек çыххисем хучĕç. Митинга Канашри 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн кадечĕсен юрри-сăвви, стройпа хĕрлĕ ялавсем йăтса утни илем кÿчĕ.
В.АЧЧА.