АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ятне асăмлă тунă

14 мая 2014 г.

Унăн ятне асăмлă тунă

Анат Сурăм ялĕн çыннисем Лидия тата Михаил Ефимовсен çемйи 1946 çула пиллĕкмĕш ачапа кĕтсе илнĕ. Ял Советĕнче ăна Николай тесе çыртарнă. Ялти, Кăшнаруйĕнчи, Энтриялĕнчи шкулсенче вĕреннĕ. Ачаран çар çынни пулма ĕмĕтленнĕскер Волгоград облаçĕнчи Камышино хулинчи çарпа техника училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Ăçта кăна илсе çитермен ăна шăпа: Çурçĕр Кавказ, Байкал тăрăхĕнчи, Мускав, Белорусси çар округĕсенче çар тивĕçне пурнăçланă. Взвод командирĕнчен ракета çарĕсен полкĕн командирĕ таран ÿснĕ. Тĕрлĕ вăхăтра пĕлĕвне Мускаври Дзержинский ячĕллĕ çар академийĕнче ÿстернĕ. 1988 çултан пуçласа Хусан çар комиссарĕнче, Тутарстан çар комиссарĕн заместителĕнче, Киров облаçĕн çар комиссарĕнче ĕçленĕ. Николай Михайлович пурнăçĕн 38 çулне çара панă. Отставкăна тухсан РОСТОн Чăваш Республикинчи организацийĕнче çамрăксене Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенче службăра тăма хатĕрленĕ. Юлашки кунчченех Пĕтĕм Раççейри "Вăрçă тата çар службин ветеранĕсем" организацин Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмне ертсе пынă. Виçĕ çул каялла йывăр чире пула Николай Михайлович вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ăна Анат Сурăм ялĕн масарне пытарнă. Мăшăрĕ Ольга Ивановна, ачисем, йăмăкĕсем Нинăпа Римма, тăванĕсем, ентешĕсем унăн ятне асăмлă тума шутланă. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Н.Михайлов ашшĕ-амăшĕн килĕнче ун ячĕпе Асăну хăми вырнаçтарнă. Савăнăçлă митингра Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ветерансен районти Канашĕн председателĕ В.Петров, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильева, çар çыннисем, ял çыннисем сăмах каланă. Пĕр минут шăп тăрса Николай Михайловича асăннă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умне чечексем хунă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика