АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтерсе

07 мая 2014 г.

1943 çулта эпĕ пĕрремĕш класа çÿреме тытăнтăм. Ун чухне вĕренмешкĕн саккăр тултарнисене кăна илетчĕç. Ÿсĕм çитменнине пăхмасăр кÿршĕ ывăлĕпе Хĕветĕрпе пĕлÿ çуртне çул тытрăмăр. Малтанах директор та, вĕрентекен те йышăнасшăн марччĕ. Тăрăшулăха кура каярахпа ирĕк пачĕç. Тетрадь çуккипе кивĕ кĕнеке е хаçат страницисен пушă вырăнĕсене çыраттăмăр, юман çăпанĕнчен чернил тăваттăмăр. Выçăллă-тутăллă çÿренĕ, эрни-эрнипе çăкăр çименнипе çуркунне çитессе кĕтеттĕмĕр: кăшкар ути пухаттăмăр, шăннă çĕр улми крахмалĕнчен анне пашалу пĕçеретчĕ. Çавсене çинипе хырăм карăнса каятчĕ. Тарас Андреев йывăçран выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал кÿлеписене касса кăларатчĕ те пире çав теттесене çăкăр чĕллипе улăштарса паратчĕ. Ăста ачаччĕ, пурăннă тăк паллă художник е скульптор пулмаллискерччĕ. Шел, йывăрлăха чăтса ирттереймерĕ, çамрăклах куçне хупрĕ. Çакна та нихăçан манас çук: ача икĕ-виçĕ кун вĕренме пымарĕ тĕк пĕлсех тăр - фронтран "хура хут" хуйхă илсе килнĕ... Пĕррехинче Лариван пичче мана та çыру тыттарчĕ, "Аннÿне тÿрех ан кăтарт, тем сиксе тухĕ тата", - тесе пăрăнса утрĕ. Атте вăрçăра хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ хута мачча хăми çурăкне пытартăм. Анне тупасран шикленеттĕм, ăна та çухатассăн туйăнатчĕ. Телее, пĕр уйăх иртсен атте хыпар ячĕ. Вăрçă çулĕсенче никама та çăмăл пулман. Анчах ачалăхăн - хăйĕн вăхăчĕ. Савăннă, вылянă, çăварни чупнă, Чĕке туран пăрлă кутпа (хальхипе каласан - çунашкапа) ярăннă. Çуркунне шыв-шур пуçлансан хутран карап туса ишеве яраттăмăр. Çăпата тĕпне йывăç татăкĕ çапса кÿлленчĕк тăрăх çÿреттĕмĕр. Учительсем пире кĕркунне пучах пуçтарма, çĕр улми кăларма илсе каятчĕç. Фронтра çапăçакансем валли парне хатĕрлени те асрах. Вăрçă чарăннине пĕлтерсен еплерех савăнтăмăр. Фронта кайнă ентешсенчен хăшĕ-пĕри тăван яла таврăнаймарĕ. Çавна пулах чылай çамрăкăн малалла вĕренессипе çыхăннă ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчи пурнăç та çăмăл пулман, вĕреннĕшĕн укçа тÿлеттернĕ. Шкултан вĕренсе тухнисен пĕр тĕл пулăвĕнче Юрий Николаев, тăван хуçалăхра агрономра ĕçленĕскер, куççулĕ витĕр çапла каларĕ: "Эсир аслă шкула кĕтĕр. Эпĕ вара вĕреннĕшĕн тÿлейменнипе аттестата тепĕр виçĕ çултан тин илтĕм". Çапах та йывăрлăха çĕнтерсе пурте тивĕçлĕ пĕлÿ илме, халăха юрăхлă пулма тăрăшнă. Акă Тури Юнтапари Гордейпа Микулай Кондратьевсем Мускаври ял хуçалăх академине пĕтерсен ăслăлăха кÿлĕннĕ, Вадим Васильев - Йошкар-Олари вăрман хуçалăхĕн, Гавриил Николаев, Николай Семенов, Геннадий Краснов, Юрий Николаев - Шупашкарти ял хуçалăх, Василий Иванов, Ульяна Григорьева, Анна Степанова Хусанти медицина институчĕсенче, Геннадий Матвеев Мускав патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Хамăра пурнăç çулĕ çине кăларнă тăван шкула, юратнă вĕрентекенсене кашниех ăшшăн аса илет.

Е. ВАСИЛЬЕВ-БУРЗУЙ, профессор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика